Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Георгий Ефимов ҫыравҫа асӑнса — анлӑ лару

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.06.2012 23:04 | 1282 хут пӑхнӑ
Анлӑ ларура
Анлӑ ларура

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗнче Георгий Осипович Ефимов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш фантастикин аталанӑвӗ» ятпа анлӑ лару иртрӗ. Ӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вячеслав Александрович Ендеров ертсе пычӗ.

Чи малтанах Вячеслав Александрович Валентин Александрович Абрамова асӑнма сӗнчӗ — ку ларӑва хутшӑнма вӑл чи малтан килӗшнӗ терӗ, ятарласа доклад та хатӗрлеме пуҫланӑ иккен. Шел те, лару кунӗ тӗлне вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Валентин Абрамовӑн доклачӗ «Г. Ефремов прозинчи фантастикӑпа пурнӑҫ чӑнлӑхӗ» ятлӑ пулмаллаччӗ. Вячеслав Ендеров литература тӗпчевҫине асӑнса фантастикӑпа ҫыхӑннӑ унӑн ӗҫӗсене асӑнчӗ (Жанровые разновидности чувашской фантастической повести // Становление и развитие чувашской повести, Чебоксары, 2004. — С. 66-72; Шухӑшласа кӑлартӑм — тӗлӗнтӗм // Сӑмахпа сӑнар сипечӗ, Шупашкар, 1998 — 49-52 с.; Фантастика на грани реальности // Сӑмахпа сӑнар сипечӗ, Шупашкар, 1998 — 96-98 с.), кӗскен каласа пачӗ.

Анлӑ ларӑва тӑсса Виталий Родионов Георгий Ефимов ҫыравҫа аса илчӗ — тӗл пулнӑ самантсем пирки каласа пачӗ. Георгий Осиповича ытларах калем ӑстисем фантастикӑлла хайлавсем ҫырманни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен.

Даклад калама Михаил Желтовпа (ӑна вулакансем Сунтал хушма ятпа пӗлеҫҫӗ) Марина Савирова тӗв тунӑччӗ те, анчах вӑхӑт тупайманнине пула вӗсен сӑмахне итлеме май пулмарӗ.

Ҫапла май пухӑннисем малалла Николай Плотниковӑн «2008-2012 ҫулсенче чӑваш ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ фантастика хайлавӗсен ӑмӑртӑвӗсем: тӗллевпе пӗтӗмлетӳсем» докладне итлерӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ асӑннӑ ӑмӑртусем епле ҫурални, епле аталанни пирки кӗскен каласа пачӗ. Итлекенсен шухӑшӗпе ҫак литература ӑмӑртӑвӗ шкул ачисене питӗ кирлӗ япала. Пӗтӗмӗшле ырланӑ хыҫҫӑн вӗсем докладҫӑна фантастикӑлла хайлавсене тишкерсе диссертаци ҫырма сӗнчӗҫ. Николай Плотников вара шухӑшласа пӑхма пулчӗ.

Анлӑ лару хыҫҫӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗ ӗҫтешсен икӗ ӗҫне пӑхса тухрӗ. Вӗсен ырӑ енӗсемпе кӑлтӑкӗсене палӑртса иккӗшне те пичете юрӑхлӑ тесе палӑртса хӑварчӗҫ.

#ЧПГӐИ, #ларусем, #литература

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем