Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр! Пӗрлех тата тепӗр икӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ ҫавӑн пекех К.Ивановӑн «Нарспи» поэмипе нумаях пулмасть кӑларнӑ ҫӗнӗ азбукӑна тивӗҫрӗҫ. Эпир, хамӑр енчен, фантастикӑпа фэнтези конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене сӑнӳкерчӗксем парнелерӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннисене — 60х40 пысӑкӑшшине, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 30х20 пысӑкӑшшине.
Чуслава вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, ҫав министрествӑн специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская, чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Евдокия Александровна Андреева, паллӑ ҫыравҫӑ Юхма Мишши, инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи, электронлӑ пособисен авторӗ Владимир Андреев, вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Юрий Михайлович Виноградов хутшӑнчӗҫ.
Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 10 сехетре эпир ирттернӗ чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Камӑн килсе курас кӑмӑл пур — килме пултаратӑр! Чыслав чӑваш чӗлхи кафедринче иртӗ.
Тепӗр хут асаилтерер: ку конкурса пире ирттерме Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министeрстви, чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Юхма Мишши ертсе пыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ пулӑшрӗҫ. Ӗҫсене чӳкӗн 15-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр.
Пирӗн енчи парнесемсӗр пуҫне ыттисем те хӑйсен парнисене парӗҫ.
Тахҫантанпах кӗтни тинех пурнӑҫланчӗ теме юрать — Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Ҫамрӑк ҫыравҫӑсен форумӗ иртрӗ. Юлашки ҫулсенче чылайӑшне хумхантаракан тӑван литературӑри проблемӑсене (ҫамрӑк авторсем сахалланни, литература ӑшӑхланса пыни, аслӑ тата кӗҫӗн ӑрури ҫыравҫӑсен хушшинче пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсем татӑлни тата ыт.те.) татса парас тӗллевпе пӗр сӗтел хушшине ларса канашлас самант ҫитнине кашниех туятчӗ пулӗ. Малалла та ҫаплах ним тумасӑр пурӑнсан пур пек ҫыравҫӑсем те сапаланса пӗтме пултарасса Культура Министерстви тата чӑваш писателӗсен икӗ союзӗ (професионал-писательсен тата М.Юхма ертсе пыраканни) вӑхӑтра асӑрханӑ. Чӑваш оперӑпа балет театрӗн керменӗнче уҫӑлнӑ Форума культура министрӗ Р.М.Лизакова ертсе пычӗ. Ҫамрӑк авторсене хумхантаракан ыйтусемпе "Хресчен сасси" Пичет ҫурчӗн директорӗ С.Л.Павлов, писательсен пӗрлешӗвӗсен председателӗсем И.Д.Вутланпа М.Н.Юхма, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ В.П.Комиссаров сӑмах илчӗҫ.
Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.
Ҫапла, пирӗн чӑвашла вулавӑш аталансах пырать — хайлавсен шучӗ пӗр пинрен иртсе кайрӗ. 1000-мӗш номерлӗ хайлав «Мӗншӗн йӑмра ҫулҫи типӗтнӗ пулӑ евӗр?» пулчӗ. Ӑна Канаш районне кӗрекен Вӑтакас Татмӑшри пӗтӗмешле пӗлӳ паракан вӑтам шкул вӗренекенӗ Димитриева Галина Вениаминовна ҫырнӑ. Ку ӗҫе, паллах, ахаль вырнаҫтарман — вӑл эпир ирттерекен фантастикӑпа фэнтэзи конкурса килнӗ.
Вырӑс электронлӑ вулавӑшӗсемпе пире, паллах, тупӑшма йывӑртарах, ҫапах та Раҫҫейри ытти вак халӑхсен вулавӑшӗсемпе ӑмӑртма пулатех. Чи пысӑкки вӗсенчен — тутарсен. Хальлӗхе вӗсен 1413 хайлав, малалла та ҫак шайрах аталанса пырса кӗҫех вӗсене те иртсе кайӑпӑр!
Иккассинче ҫуралса ӳснӗ Николай Шупуҫҫынни ҫырнӑ «Янтрак янтравӗ» поэма 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1908 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе пӗрле «Чӑваш халапӗсем» ятлӑ Чӗмпӗрте кӑларнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ.
Ӑна пичете Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн директорӗ И.Я.Яковлев хатӗрленӗ. Унтах Шупуҫҫыннин «Хура чӗкеҫ», «Ӑслӑ суеҫӗ», «Вӗре ҫӗлен» сӑвӑллӑ юмахӗсем тата «Хунар ҫути» сӑвви кӗнӗ.
«Янтрак янтравӗ» – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне сӑнласа паракан произведени. Поэт Раҫҫейри 1905-1907 ҫулсенчи пӗрремӗш революци хумӗ Чӗмпӗре ҫитнӗ ҫулсенче унти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, революционерсен кружокӗсене ҫӳренӗ, рабочисен вӑрттӑн пухӑвӗсене хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл, ҫамрӑк кӑна пулин те, ун чухнехи социаллӑ лару-тӑрӑва туйнӑ. Чӗринче ҫавнашкал поэма ҫуралнин сӑлтавне революциллӗ туйӑм чӑтса ирттернипе ӑнлантармалла пулӗ.
Элӗк районӗн ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» кӗнекепе паллаштаракан мероприяти иртрӗ. Кӗнекене «Чӑваш Ен» фонд кӑларнӑ. Сӑмах май, фонд ҫамрӑксем хушшинче литература енчи пултарулӑха уҫас ӗҫпе тӑрмашать.
Кӗнекепе вулавӑх заведующийӗ Гордеева Раиса Митрофановна паллаштарчӗ. Кӗнекере Элӗк районӗн ачисен ӗҫӗсем те пур.
«Анне ӑшши» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Абанникова Ирина, «Ҫутӑ ҫалтӑрӑм» калавшӑн Михайлова Анжелика, «Чаранӗ–ши килти ҫил–тӑвӑл» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Степанова Августина, «Хӗр чӗри» калавшӑн Кузнецова Кристина «Чӑваш чӗлхеллӗ проза» номинацийӗн дипломанчӗ ятне илнӗ.
«Вутпа ан выля» пьесӑшӑн чӑвашла драматурги енӗпе Абанникова Ирина пӗрремӗш вырӑн, Михайлова Анжелика «Пирӗн те пурӑнас килет» пьесӑшӑн — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӗнекепе паллаштарма ҫаврӑк ҫыравҫӑсем те килнӗччӗ. Кузнецова Кристинӑпа Степанова Августина хӑйсем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем мӗн пӗчӗкренех сӑвӑ ҫырма юратнӑ.
2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятпа регионсен хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртет.
Конференцинче сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем:
- литературоведенири Нарспиана;
- «Нарспи» поэмӑн жанр хӑйне евӗрлӗхӗ;
- «Нарспи» поэмӑри кӑмӑл-сипет, философи тата психологи ыйтӑвӗсем;
- Нарспи сӑнарӗн паянхи кунри философиллӗ ӑнлантарӑвӗ;
- «Нарспи» поэма тата ӳнер искусстви;
- «Нарспи» тата театр;
- «Нарспи» поэмӑна шкулта вӗрентесси;
- «Нарспи» тата музыка искусстви;
- «Нарспи» поэмӑн илемлӗ чӗлхин хӑйне евӗрлӗхӗ.
Конференцире тухса калаҫас кӑмӑллисен доклад темисене тата тезисӗсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫак электронлӑ адрессемпе ямалла: vitrod1@yandex.ru, chuvfil@chuvsu.ru, alb-myshkina@yandex.ru
Конференци материалӗсем тӑрӑх «Паянхи Нарспиана: пӗтӗмлетӳсемпе малашлӑх» ятпа ӑстӑлӑх статйисен пуххине кӑларма палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |