Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» пӗтӗмлетӗвне улшӑнусем кӗртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.12.2011 22:53 | 1738 хут пӑхнӑ

Йӑнӑш кайнине асӑрханӑран (Татьяна пӗлтерчӗ) тӗнче тетелӗнче иртнӗ литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне улшӑнусем кӗртме тиврӗ.

Галина Енейкина, Елчӗк районӗнчи Патраккел шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине ачасене ӑса хывтаракан ӑнсӑртран 7-мӗш класс вӗренекенӗ пулса тӑнӑ иккен. Ку тӗрӗсмарлӑха тӳрлетнӗ хыҫҫӑн 6-7 классенчи сӑвӑҫсем хушшинче вырӑнсем ҫапла йӗркеленчӗҫ:

• 1-мӗш вырӑн: Анна Данилова ҫырнӑ «Ҫутӑ кӳлӗ» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (пӗлтӗр те вӑлах мала тухнӑччӗ).

• 2-мӗш вырӑн: Александра Афанасьева ҫырнӑ «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» сӑвӑ. Вӑл вара Элӗк районӗнчен, Вутлан шкулӗнчен.

• 3-мӗш вырӑн: Даша Ильина ҫырнӑ «Атӑлҫи Аттил авланнӑ...» сӑвӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнчен.

Галина Леонидовна хайлавӗ вара, унта фантастика сӗмӗ сахал палӑрнӑран, вырӑнсӑр юлчӗ.

Маларах вырнаҫтарма вӑхӑт пулмарӗ — пӗтӗмлетӳ таблицине эсир КУНТА (pdf) тупайратӑр.

Ытти ыйтусем ҫине хуравланӑ май ҫакна палӑртас килет: пирӗн ӑмӑрту тем тесен те фантастикӑпа фэнтези конкурсӗ. Вӗсем пулмасан эпир вырӑн паракан марччӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртура вара ни фантастики, ни фэнтези ҫук пулин те хӑш-пӗр хайлавсем мала тухрӗҫ. Салтавӗ — хайлавсем сахал пулнӑран. Вырӑнсем ытларах памалли пирки те сӑмах пулчӗ — кашнине вырӑн парсан «ӑмӑрту» сӑмахран пирӗн мӗн юлӗ? Тивӗҫлисем пирӗн шутпа вырӑнсӑр юлман.

Малтанхи ҫулсенче эп вулавӑшра кашни хайлава хак парса тухма тӑрӑшаттӑм. Кӑҫал вара, сервер пӑтӑрмахӗ ӑнсӑртран сиксе тухнӑран, унашкал тума май пулмарӗ. Анчах пурне те тивӗҫлипе хаклама тӑрӑшса.

Литература ӑмӑртӑвӗ чылай вӑхӑт илет пулин те ачасемпе вӗрентекенсемшӗн вӑл кирлех. Эпир ӑна, йӑлана кӗнӗскере, малашне те ирттерме шутлатпӑр. 2012 ҫулта сире фантастикӑлла ҫӗнӗ конкурс кӗтӗ — хутшӑнмасӑр ан юлӑр. Эсир хутшӑнни пире хавхалантарать — хайлавсене кӗнекен кӑларма хистет.

#Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ, #литература, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем