«Сӑвар-ТВ» студи интернетра нумай пулмасть иртнӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑрту чыславӗн курмине вырнаҫтарма пуҫланӑ. Икӗ пайран тӑрать, пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 96 минут патнелле (1 пай, 2 пай).
Асаилтеретпӗр, ҫак мероприяти кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче иртнӗччӗ. Литература ӑмӑрӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемсӗр пуҫне «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиадӑсенче мала тухнисем те парнеллӗ пулчӗҫ ун чухне.
Юрӑ тӑхтавӗсенче «Asамат» ушкӑн савӑнтарнӑччӗ, уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пынӑччӗ.
«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш хайлав ҫитрӗ — Арина Сидорова ҫырнӑ «Ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ» юмах. Автор Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнче пӗлӳ пухать, 6-мӗш класс вӗренекенӗ. Чи малтанхи хайлав ҫак тӑрӑхран килнинче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук — Штанаш шкулӗн ачисем эпир ирттерекен ӑмӑртусене ялан хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене те тухаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвнеа эпир вӑраха тӑсмасӑр кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫларӑмӑр — хайлавсене кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Яланхи пекех 5 ӑрӑртӑва ярса панӑ ӗҫсене ушкӑнпа хаклӑпӑр: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе туллин кунта паллашма май пур.
Ҫырӑр, эпир сирӗн хайлавӑрсене кӗтетпӗр!
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Ен ачисем хушшинче чӑваш чӗлхипе литературин олимпиади иртрӗ. Кунта 130 чӑваш ачи пуҫтарӑнчӗ.
Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчен Якуртушкӑньпе Юманай шкулӗсем тапӑҫнӑ. Олимпиада вӗсемшӗн тухӑҫлӑ иртнӗ. 11-мӗш классра вӗренекен Юманай хӗрӗ Яковлева Оксана 2-мӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ, Якуртушкӑнь хӗрӗ Пакулаева Анастасия 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗмӗрлӗ ачисене те вӗсен вӗрентекенӗсене те ҫак пысӑк ҫитӗнӳпе саламлатпӑр, малалла та хӑйсен пултарулӑхне аталантарасса шанатпӑр.
Сӑкӑт шкулӗнче (Патӑрьел районӗ) 11-мӗш класра вӗренекенсем (вӗрентекенӗ — Тинюкова Н.К.) чӑваш халӑх писателӗ Н. Терентьев ҫырнӑ «Пушар лаши трагикомедипе паллашрӗҫ.
Якку, Сталинград паттӑрӗ, хӑрах ураллӑ вӑрҫӑ инваличӗ пулин те, йывӑрлӑхра кирек кама та пулӑшма хатӗр. Вӑрҫӑ вучӗ витӗр ҫӗнтерсе тухнӑ салтакӑн килӗ-ҫурчӗ аҫа ҫапнипе ҫунса каять, хуйхӑпа мӑшӑрӗ вилет... Пӗрех пуҫне усмасть Сталинград ҫулӑмӗ ӗнтнӗ ватӑ салтак, ҫӗнӗ ҫурт лартать, малалла пурӑнасшӑн талпӑнать.
Кунти сӑнарсен шӑпипе паллашнӑ май, ачасем Тӑван ҫӗршывӑн паттӑр хули — Сталинград пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче шӑпах вӑйлӑ ҫапӑҫусем пынӑ кунта. Сталинград патӗнче нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатни пирӗн ҫӗршывшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни пирки те калаҫрӗҫ урокра вунпӗрмӗшсем. Ҫак Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ мӑн аслашшӗсене те аса илчӗҫ.
Ҫӑлтӑр. Ӑраскал. Илемлӗ литературӑра, уйрӑмах поэзире, ҫак икӗ сӑмаха пӗрле тӗвӗллесси час-часах тӗл пулать. Сӑлтавне те шырама инҫе каймалла мар: ҫӑлтӑрсем таса та мал ӗмӗтлӗ ҫынсене ялан илӗртнӗ, хавхалантарнӑ — пӗр енчен вӗсем куҫ умӗнче, тепӗр енчен вӗсем пирӗнтен ытла та аякра-ҫке. Инҫӗшне кура этем те ҫӑлтӑрсем патне талпӑнать — спутниксем, космос карапӗсем ӑсталаса хӑйне вӗсемпе ҫывӑхлантарасшӑн, вӗсене тӗпчесшӗн.
Эпир те 2012 ҫулхи литература ӑмӑртӑвне ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнтарас терӗмӗр — «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ят патӑмӑр. Пирӗн тепӗр икӗ тема пурччӗ те («Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Тӗнче юпи») — вӗсем пулас хутшӑнакансене ытлашшиех килӗшмерӗҫ пулас, суйламарӗҫ. Хамӑр енчен хушма тема патӑмӑр — Аслӑ Пӳлер. Хайлава пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхӑн тӗп хулипе ҫыхӑнтарсан ӗҫе лайӑхрах хаклӑпӑр.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва та эпир вӑраха тӑсмасӑр кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫлатпӑр: хайлавсене кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Маларах ярса парсан — тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пуласси паллӑ ӗнтӗ (сӑмахран, пӗлтӗрхи литература ӑмӑртӑвӗнче «Вулакансем кӑмӑлланӑ хайлав» номинацире чи малтан ярса панӑ хайлав мала тухрӗ — ӑна ыттисенчен ытларах вуланӑччӗ, унпа ытларах паллашнӑччӗ).
Паян Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче тӗтче тетелӗпе усӑ курса иртнӗ виҫӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ҫав шутра «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература конкурсӗ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиада пулчӗҫ.
Кашни ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем парнеллӗ пулчӗҫ: илемлӗ хайлавсем ҫыракансене «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекепе картинсем лекрӗҫ, тупмалли юмахсем шӗкӗлчеме ӑста ачасене — кӗнекесем, Ҫӗрпӳ тӑрӑхне лайӑх пӗлекенсене — тӗрлӗ теттесем. Чылайӑшне Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫулхи календаре парнелерӗ. Хисеп хучӗсемсӗр те, паллах, никам та юлмарӗ.
Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Asамат» ушкӑн савӑнтарчӗ. Уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пычӗ.
Шкул ачисемпе вӗрентекенсем умӗнче темиҫе кӗнеке авторӗ Ангелина Павловская тухса калаҫрӗ — вӑл хӑйӗн пирки кӗскен каласа пачӗ, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене ӑнӑҫусем сунчӗ, ҫырас кӑмӑла малалла та атлантарма сӗнчӗ.
Сӑнсем: 1 пай (141, О. Цыпленков ӳкернисем), 2 пай (24, Н. Плотников ӳкернисем), 3 пай (27, З. Михайлова ӳкернисем).
Хисеплӗ шкул ачисем, тата вӗсене вӗрентекенсем — «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература ӑмӑртӑвне хутшӑнса мала тухнисем! Кӑҫалхи конкурс ҫӗнтерӳҫисене эпир тепӗр ҫул, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, чыслӑпӑр! Хаклӑ парнесемпе тивӗҫтересси, дипломсемпе чысласси хальхинче Ҫавал шывӗ хӗрринче ларакан авалхи Ҫӗрпӳ хулинче пулӗ — район администрациӗн акт залӗнче. Пуҫламӑшӗ — 10 сехет ҫурӑра (10:30).
Чӑваш халӑх сайчӗ кашни ҫӗнтерӳҫӗ валли хаклӑ парне хатӗрленӗ — ҫамрӑк ҫыравҫӑсен аллине ҫитессе кӗтеҫҫӗ! Мероприятие пурте вӑхӑтра ҫитессе шанатпӑр!
Адрес: Ҫӗрпӳ хули, Маяковский урамӗ, 12 ҫурт. Ҫитмелли схема.
Ыйтусем пулсан ыйтса пӗлмелли номерсем: 8-905-027-61-37 е 50-66-17 (Шупашкар) (Николай Плотникова ыйтмалла).
Раштавӑн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Телее, Ухсай Яккӑвӗн ячӗ пирӗншӗн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унӑн ӗҫӗсем, яш-кӗрӗм ҫепӗҫ лирикине килӗштерет, аслӑ ӑру валли — чӑвашлӑхпа, тӑванлӑхпа тулнӑ вун-вун сӑвӑ, поэма, роман. Драматургире, критикӑпа публицистикӑра нумай тӑрӑшнӑ. Ун ячӗ вилӗмсӗр Константин Ивановпа, Ҫеҫпӗл Мишшипе, Петӗр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ӑна вулатпӑр, пӗлетпӗр, хисеплетпӗр, ҫапах та сӑмах ӑстин поэзи «тарӑнлӑхне» уҫса ҫитереймен-ха, ун пирки каламалли, ӑна тӗпчемелли пайтах.
Халӑх поэчӗ ячӗпе йӗркеленӗ каҫра та, ӑна ЧР культура министрӗ Роза Лизакова ертсе пычӗ, ҫак шухӑша палӑртрӗҫ.
Йӑнӑш кайнине асӑрханӑран (Татьяна пӗлтерчӗ) тӗнче тетелӗнче иртнӗ литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне улшӑнусем кӗртме тиврӗ.
Галина Енейкина, Елчӗк районӗнчи Патраккел шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине ачасене ӑса хывтаракан ӑнсӑртран 7-мӗш класс вӗренекенӗ пулса тӑнӑ иккен. Ку тӗрӗсмарлӑха тӳрлетнӗ хыҫҫӑн 6-7 классенчи сӑвӑҫсем хушшинче вырӑнсем ҫапла йӗркеленчӗҫ:
• 1-мӗш вырӑн: Анна Данилова ҫырнӑ «Ҫутӑ кӳлӗ» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (пӗлтӗр те вӑлах мала тухнӑччӗ).
• 2-мӗш вырӑн: Александра Афанасьева ҫырнӑ «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» сӑвӑ. Вӑл вара Элӗк районӗнчен, Вутлан шкулӗнчен.
• 3-мӗш вырӑн: Даша Ильина ҫырнӑ «Атӑлҫи Аттил авланнӑ...» сӑвӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнчен.
Галина Леонидовна хайлавӗ вара, унта фантастика сӗмӗ сахал палӑрнӑран, вырӑнсӑр юлчӗ.
Маларах вырнаҫтарма вӑхӑт пулмарӗ — пӗтӗмлетӳ таблицине эсир КУНТА (pdf) тупайратӑр.
Тӑваттӑмӗш ҫул шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче иртекен литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал ҫак конкурс «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятпа пулчӗ — хутшӑнакансен хӑйсен сӑвӑ-калавне шывпа ҫыхантарса хайлама тиврӗ. Хушма темӑна та суйланӑччӗ — Атӑлҫи Пӑлхарстан.
Тӗнче тетелӗнчи ҫак конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ.
Кӑҫал хутшӑнакансем пӗлтӗрхи пек йышлӑн пулмарӗҫ — 50 яхӑн хайлав ҫеҫ килчӗ.
Вырӑнсене ҫапла уйӑрма май килчӗ:
• 1-мӗш вырӑн: Анна Данилова ҫырнӑ «Ҫутӑ кӳлӗ» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (пӗлтӗр те вӑлах мала тухнӑччӗ).
• 2-мӗш вырӑн: Александра Афанасьева ҫырнӑ «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» сӑвӑ. Вӑл вара Элӗк районӗнчен, Вутлан шкулӗнчен.
• 3-мӗш вырӑн: Даша Ильина ҫырнӑ «Атӑлҫи Аттил авланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |