Ӗнер Шупашкарта «Авант-Атӑл» ятпа авангард поэзи фестивалӗ иртнӗ. Куҫса ҫӳрекен фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 9-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Маларах вӑл Сарӑту, Самар, Тольятти хулисенче иртнӗ. Шупашкарти фестивальшӗн Дмитрий Воробьев поэт яваплӑ пулнӑ.
Фестивальте Питӗр хулинчи Дарья Суховей (мероприяти кураторӗ) тата Валерий Земских, Мускаври Анна Голубкова, Шупашкарти Евгений Кремчуков, Дмитрий Воробьев тата Кужак сӑвӑҫӑсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Дарья Суховей пирки каласан, вӑл 36-ра кӑна-ха. Поэт, филолог, литература критикӗ, Питӗрти университетра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ, «Хальхи вырӑс поэзийӗн графики» ятпа диссертацие хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Мероприятие йӗркелекенсем хальхи вӑхӑтри поэзие сарас, регионсемпе ҫыхӑну йӗркелес, ҫӗнӗ ятсем уҫас тӗллев лартаҫҫӗ-мӗн.
Паян фестиваль Чуллӑ Ҫырта иртет. Ыран вӑл Хусанта пулӗ. Унтан — Чулхула, Кимры, Тверь хулисенче.