Раштавӑн (декабрӗн) 3-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче (Шупашкар, Ленин пр., 15 ҫурт) «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» шкул ачисемпе ҫамрӑксем тата вӗрентекенсем хайланӑ сӑвӑ-калав пуххин хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 11 сехетре.
Кӗнекене 2010 ҫулта ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернетри литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем кӗнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ (Chuvash.Org) ачасемпе ҫамрӑксем хушшинчи литература ӑмӑртӑвӗсене тӑваттӑмӗш ҫул ирттерет. Тӗп тӗллевӗмӗр — яш-кӗрӗмӗн литература пултарулӑхне аталантарасси, ҫут ҫанталӑкри тата кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене илемлӗ ҫырулӑх мелӗпе уҫса пама хӑнӑхтарасси. 2009 ҫултан пуҫласа вара пирӗн конкурссене вӗрентекенсем те — шӑпах ачасене ырӑ ӑс хывакансем — хутшӑнаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ӑмӑртӑва пурӗ 140 хайлав килнӗччӗ — 111-ӗшне ачасем ӑсталанӑччӗ, ыттисене — вӗрентекенсем. Кӗнекене вара 100-е яхӑн сӑвӑ-калав вырнаҫрӗ — унта малти вырӑнсене йышӑнма пултарнисем кӑна мар, ыттисене те кӗртме май пулчӗ. Кашни автор мар пулин те хӑшӗ-пӗри хӑй ҫырнӑ хайлавӗпе паллаштаратех пулӗ.
Кӗнекене илемлетес тӗллевпе кӑҫал «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятарлӑ ӳнер ӑмӑртӑвӗ те ирттернӗ — унта пурӗ 28 ӗҫ килчӗ. Хӑшне-пӗрне эсир кӗнекере тупаятӑр. Ӳкерчӗксен тӗп пайӗ вара — Станислав Юхтар явӑҫтарнипе Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗн ачисем хатӗрленӗскерсем. Хӑтлавра кӗнекере вырнаҫнӑ ӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ — вӗсемпе унта паллашма май пулӗ.
Петрова А.Г. // 3255.60.7487
2011.12.05 19:09 | |
Кĕнеке хăтлавĕнче пулма май килмерĕ. Ăна кайран ăçта тупса илме май пур-ши? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.12.05 22:54 | |
http://www.i-sum.su/t/67214.html — СУМ лаввкара туянма май пур — 120 тенкĕ. |