Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.12.2011 16:07 | 2409 хут пӑхнӑ

Тӑваттӑмӗш ҫул шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче иртекен литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал ҫак конкурс «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятпа пулчӗ — хутшӑнакансен хӑйсен сӑвӑ-калавне шывпа ҫыхантарса хайлама тиврӗ. Хушма темӑна та суйланӑччӗ — Атӑлҫи Пӑлхарстан.

Тӗнче тетелӗнчи ҫак конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ.

Кӑҫал хутшӑнакансем пӗлтӗрхи пек йышлӑн пулмарӗҫ — 50 яхӑн хайлав ҫеҫ килчӗ.

Вырӑнсене ҫапла уйӑрма май килчӗ:

6-7 классенчи ачасен сӑввисем

1-мӗш вырӑн: Анна Данилова ҫырнӑ «Ҫутӑ кӳлӗ» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (пӗлтӗр те вӑлах мала тухнӑччӗ).

2-мӗш вырӑн: Александра Афанасьева ҫырнӑ «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» сӑвӑ. Вӑл вара Элӗк районӗнчен, Вутлан шкулӗнчен.

3-мӗш вырӑн: Даша Ильина ҫырнӑ «Атӑлҫи Аттил авланнӑ...» сӑвӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнчен.

6-7 классенчи ачасен калавӗ-юмахӗ

1-мӗш вырӑн: Надежда Козлова ҫырнӑ «Шыв пики» пьеса. Красноармейски шкулӗн вӗренекенӗ. Тӗппипе илсен, ку пайра мала тухакансем пурте ҫак шкултан пулчӗҫ тесен те йӑнӑш мар.

2-мӗш вырӑн: Кристина Аркадьева ҫырнӑ «Виртуаллӑ экскурси» калав.

2-мӗш вырӑн: Лидия Кузнецова ҫырнӑ «Ылхан кӳлли» калав.

3-мӗш вырӑн: Владислав Савельевӑн «Чутах акула пулса тӑраттӑм» халапӗ. Ку ача вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчен, Штанаш шкулӗнчен.

3-мӗш вырӑн: Анастасия Харитонова ҫырнӑ «Ҫичӗ хӗр» калав.

3-мӗш вырӑн: Елена Григорьева ҫырнӑ «Ҫӑлкуҫ хуҫи» калав. Вӑл та Красноармейски шкулӗнчен.

8-9 классенчи ачасен хайлавӗсем

Ку ӳсӗмри ачасен хайлавӗсем ҫителӗксӗр пулнипе сӑввине те калавне те пӗрле ушкӑнласа хакларӑмӑр.

1-мӗш вырӑн: Инесса Шашкина ҫырнӑ «Хура тинӗс вӑрттӑнлӑхӗ» калав. Вӑл Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ шкулӗнче вӗренет.

2-мӗш вырӑн: Мария Ершова ҫырнӑ «Икӗ тӗнче хушшинчи туслӑх» калав. Ку ача Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар шкулӗнче пӗлӳ пухать.

2-мӗш вырӑн: Дмитрий Макаров ҫырнӑ «Юратнӑ шывӑм — Пушанар» калав та 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Шупашкарти 49-мӗш шкулта вӗренет.

3-мӗш вырӑн: Оксана Журавлёва ҫырнӑ «Кӳлӗре» калав. Красноармейскинчи шкулта пӗлӳ пухать.

3-мӗш вырӑн: Дмитрий Макаровӑн «Туслӑ ҫемье» калавӗ. Вӑл та Красноармейскинчи шкулта пӗлӳ пухать.

3-мӗш вырӑн: Кристина Шемякина хайланӑ «Юрату Паркӗ» калавӗ. Канаш районӗ, Янкӑлч шкулӗ.

10-11 классенчи ҫамрӑксен хайлавӗсем

Ку ӳсӗмрисене те пӗрлештерсе хакларӑмӑр.

1-мӗш вырӑн: Анна Евдокимова ҫырнӑ «Юханшыв арҫурийӗ» калав. Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш шкулӗ.

2-мӗш вырӑн: Галина Дмитриева ҫырнӑ «Ҫырмасен асамлӑхӗнче» калав. Канаш районӗ, Вӑтакас Татмӑш шкулӗ.

3-мӗш вырӑн: Екатерина Майкова ҫырнӑ «Арман пӗви» сӑвӑ. Елчӗк шкулӗн вӗренекенӗ.

Вӗрентекенсен сӑввисем

1-мӗш вырӑн: Алина Петровӑн «Асамлӑ каҫ» сӑвви. Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи шкулӗ.

2-мӗш вырӑн: Светлана Никитинӑн «Суя ҫӑлпа чӑн ҫӑл» сӑвви. Патарьел районӗ, Пӑлапуҫ-Пашьел шкулӗ.

3-мӗш вырӑн: Любовь Шашкина ҫырнӑ «Выла шывӗ хӗрринче» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ шкулӗ.

Вӗрентекенсен калавӗ, юмахӗ

1-мӗш вырӑн: Зинаида Михайлова хайланӑ «Ҫӑмарта кӳлли» калавӗ. Красноармейски шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен.

2-мӗш вырӑн: Антонина Михеева ҫырнӑ «Туйпике» пьеса. Елчӗк районӗ, Энтепе шкулӗ.

3-мӗш вырӑн: Майя Никитинӑн «Шыв ҫинчи хӗр» калавӗ. Элӗк районӗнчи Шӗмшеш шкулӗ.

 

Вулакансем суйланӑ хайлав — Роксана Хромова ҫырнӑ «Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм» калав.

 

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте маттур! Вырӑнӗ кашнине лекмерӗ пулсан та эсир мухтава тивӗҫ!

Ҫӗнтурӳҫӗсем парнесӗр юлмӗҫ — 1-мӗш вырӑн йышӑнакансене 60х40 см пысӑкӑш карттин, иккӗмӗш вырӑна тухнисене 40х30 см пысӑкӑшши, ыттисене 30х20 пысӑкӑш рамкӑри сӑнӳкерчӗк лекӗ. Асӑнмаллӑх юлаҫҫех пулӗ тесе шутлатпӑр. Кашни хутшӑнакана унсӑр пуҫне ӗнентерӳ хучӗпе тивӗҫтерӗпӗр (сире электронлӑ вариант та ҫитет пулсан — amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ярӑр).

#Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ, #литература, #ӑмӑртусем

 

Комментари:

Галина Зотова // 3865.46.4948
2011.12.09 05:43
Энциклопеди кăларас тесе ку конкурс валли вăхăт сахалрах юлчĕ, тепрехинче тăрăшарах ĕçлес пулать.
Любовь Шашкина // 3793.29.9447
2011.12.09 19:54
Конкурса йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.Пирĕн ĕçсене пăхса тухса хаклама нумай вăй-хал, вăхăт кирлине ăнланатпăр.Ман хамăн ĕçех конкурс мĕн ыйтнине тивĕçтерсех кайманнине лайăх ăнланатăп, фантастика жанрĕн виçине лармасть вăл.Çапах та хама хавхалантаракансене, Adminа пысăк тав! Тепĕр конкурса халех чăтăмсăррăн кĕтетĕп.
Татьяна // 2889.28.8590
2011.12.09 20:35
Галина Енейкинăна вĕрнтекен ĕçне темшĕн ачасемпе пĕрле хак панă тата. Вăл Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
2011.12.09 22:13
Аçтахар Плотников
«Галина Енейкинăна вĕрнтекен ĕçне темшĕн ачасемпе пĕрле хак панă тата»
Чăн та, хам пăтраннă курăнать. Çиччас çĕнетеп.
2011.12.09 22:20
Аçтахар Плотников
Галина Енейкина капла вырăнсăр юлчĕ (ун хайлавĕнче фантастика çук), 6-мĕш класра веренекен Даша Ильина вара 3-мĕш вырăна тивĕçĕ. Ку ушкăнра (6-7 классенчи сăвăçсем хушшинче) вырăнсăр юлнисем пулмĕç.
Интересленексем. // 3679.01.1958
2011.12.19 20:53
Ырă кун! Сирĕн конкурс аван, интереслĕ.Ачасем те вĕрентекенсем те маттур!Пурне те сывлах, анăçу сунас килет.Анчах та хула шкулĕнчи вырăс ачисен калавĕсене уйрăм хакласа хăварнă пулсан аван пулмаллаччĕ.
Алиса Флегентова // 1163.17.7659
2012.01.10 21:04
Сертификатсене ыйтса 2 хут çыру ятăм, килмерĕç.Тархасшăн ярса парăр-ха.
2012.01.11 23:42
Аçтахар Плотников
«Анчах та хула шкулĕнчи вырăс ачисен калавĕсене уйрăм хакласа хăварнă пулсан аван пулмаллаччĕ»
Унашкалли пулмасть. Ман тĕллев вырăнсем парасси мар — ачасен çырав пултаруллăхне ӳстересси.
2012.01.11 23:45
Аçтахар Плотников
«Сертификатсене ыйтса 2 хут çыру ятăм, килмерĕç.Тархасшăн ярса парăр-ха.»
Çĕрпӳре кам илес тет — пурне те тивĕçтерĕп.
//электронлă вариантсене туман, вăхăт çук. Халь паян ыранхи кун валли «Хисеп хучĕсем» çырса ларатăп.
2012.01.11 23:47
Аçтахар Плотников
Халь çыру ещĕкне пăхрăм та темĕскер сирĕн çырăварсене курмарăм //ăмăртупа çыхăннă çырусене пĕр çĕре пухса пырса та — унта çук... те сиктерсе хăварнă. Сирĕн районтан Çĕрпӳне тен кам та пулин килет — тен вĕсем илсе çитерĕç?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем