Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ӑмӑрӑвӑн 1-мӗш тапхӑрӗ вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.11.2012 19:00 | 1696 хут пӑхнӑ

Паян «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» интернет конкурсӑн 1-мӗш тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Малалла 2-мӗш тапхӑр пуҫланать — хайлавсен хаклавӗ. Эсир те, вулакансем, унта хутшӑнма пултаратӑр — вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава сирӗнсӗр палӑртма май ҫук. Литература ӑмӑртӑвне йӗркелекенсем вара ярса панӑ ӗҫсене раштавӑн 1-мӗшӗччен тӗрӗслесе хак парӗҫ.

Кӑҫалхи ӑмартӑва пурӗ 51 хайлав килчӗ, вӗсемпе эсир электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр. Паллах, хутшанакансен йышӗ сахал, эпир ытларах кӗтнӗччӗ. Кӑмӑлӑрсем пур пулсан — чӳкӗн 15-мӗшӗччен хӑвсамӑр хайлава ярса пама пултаратӑр — эпир ӑна йышӑнӑпӑр, анчах та вӑл «вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлав» пая кӗреймӗ. Чӳкӗн 15-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗ хушшинче те йышӑнма пултаратпӑр — анчах та ӑна кӗнекене ҫеҫ кӗртме май пулӗ (ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хут парӑпӑрах ӗнтӗ). Эсир тӗрӗс ӑнлантӑр — тепӗр ҫул икӗ ӑмӑртӑвӑн хайлавӗсене эпир кӗнекен пичетлесе кӑларас шухӑшлӑ. Анчах васкӑр — раштавӑн 1-мӗшӗччен ҫеҫ йышӑнатпӑр. Кӗнекене, паллах, пичете юрӑхлӑ хайлавсем ҫеҫ кӗрӗҫ.

#литература, #Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ, #ӑмӑртусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/lib
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем