
Чӑваш Енре пурӑнакансем мӗн вулама юратаҫҫӗ? Лев Толстойӑн «Анна Каренина» романне.
Ҫапла палӑртнӑ «Строки» кӗнеке сервисӗн аналитикӗсем.
Лев Толстойӑн хайлавӗсене вулакансен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 86% ӳснӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑз, вӗсене ытларах 35-44 ҫулсенчи хӗрарӑмсемпе 65 ҫултан аслӑрах арҫынсем вулаҫҫӗ.
18-24 ҫулсенчи ҫамрӑксем «После бала», «Семейное счастье», «Война и мир» хайлавсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен.
Палӑртмалла: Чӑваш Енри пӗр ҫын вара Толстойӑн 12 хайлавне вуласа хӑйне евӗр чемпион пулса тӑнӑ.

Ку хайлав Лидия Филиппова журналист-ҫыравҫӑн хӑйӗн ентешне – Ҫеҫпӗл Мишши поэта – халалласа ҫырнӑ иккӗмӗш поэми ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗ 2022 ҫулта «Хальхи самана» («Век нынешний») ятпа кун ҫути курнӑ.
Ҫӗнӗ поэмӑна тӑван чӗлхепе пӗрлех вырӑсла (куҫаруҫи Любовь Петрова), акӑлчанла (Надежда Колесникова), украинла (Надежда Лисовая) тата марилле (Дина Рычкова) тӗрӗс тата илемлӗ куҫарма пултарнӑ. Ҫакӑ вулакансен йышне тата та ӳстерме май парать. Сӑмах май, вырӑсла тата акӑлчанла куҫару варианчӗсем виҫҫӗ таранах пулса кайнӑ иккен. Ҫавӑнпа вӗсене уйрӑм кӗнекен кӑларас шухӑш пуррине те пӗлтерчӗ Лидия Ивановна.
Поэмӑра автор Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн ҫулӗпе утать, Шӑхасанта, Теччӗре, Хусанта, Мускавра, Евпаторире, Харьковра, Киевра, Остерта «пулать», унӑн шӑпине, чун ыратӑвӗне тата хастарлӑхне ӑнланма тӑрӑшать.
«Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» поэма - чӑваш литературин хаклӑ еткерӗ пулса тӑчӗ. Вӑл вулакансене Ҫеҫпӗл Мишшин таланчӗпе ҫывӑхрах паллашма, унӑн сӑввисене тарӑнрах ӑнланма хистет.
Поэма хӑйӗн илемӗпе тата шухӑш тарӑнӑшӗпе тыткӑнлать. Лидия Филиппова сӑвӑ йӗркисемпе Ҫеҫпӗл Мишшин чунне уҫса парать, унӑн пурнӑҫ ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене, ӗмӗт-шухӑшӗсене вулакан патне ҫитерет.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Агаковӑн «Хӗвел ӑшшиллӗ туйӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Николай Агакова Канаш тӑрӑхӗнче аван пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Ҫеҫпӗл ячӗллӗ вулавӑшра. Унӑн калавӗсем, повеҫӗсем, очеркӗсем «Канаш ен» хаҫатра час-часах пичетленеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӗнеке редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗсем – Игорь Кугураков тата Наталия Орлова.
Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе кӑларнӑ.
Николай Михайлович 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркассинче ҫуралнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫӗнтерӳрен Ҫӗнтерӗве. От Победы к Победе» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку хыпара Дмитрий Моисеев ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ кӑларӑма Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кӗнеке пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекене Чӑваш Енре тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан 30 ытла ҫыравҫӑн калавӗсемпе очеркӗсем, поэмисемпе сӑввисем кӗнӗ.
Кӗнекене туянма ӗлкӗрнӗ Дмитрий Моисеев хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашла ҫырнӑ калавсемпе очерксен сыпӑкӗнче Марина Карягинӑн «Тупа», Арсений Тарасовӑн «Блокада ачи», Валентин Константиновӑн «Умра ялкӑшать кил ҫути», Улькка Эльменӗн «Вӑрҫӑ ачисем», Алина Изманӑн «Анне, киле каяс килет», Дмитрий Моисеевӑн «Илемпи, кӗт мана» тата ыттисен хайлавӗсем, чӑвашла поэмӑсемпе сӑвӑсен пайӗнче Юрий Сементерӗн «Катюша» поэми, Раиса Сарпин, Галина Кӗмӗлӗн, Галина Матвеевӑн, Анатолий Хмытӑн, ят-сумлӑ ытти поэтӑн хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑма Улькка Эльменпе Светлана Гордеева пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Галина Антонова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин.

Римма Прокопьевӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ, вӑл «Пӗчӗкки» ятпа тухнӑ.
Ҫак кӗнекене кӗнӗ хайлав ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Калу Сентти ятӗнчен пырать. 6-мӗш класра вӗренекен арҫын ача ашшӗ-амӑшӗпе, Телей ятлӑ пиччӗшӗпе тата аппӑшӗпе Салампипе хулара пурӑнать, тӑтӑшах яла килсе ҫӳрет. Туслӑ ҫемьене кӗтмен ҫӗртен кушак иленет. Ӑна вӗсем Пӗчӗкки тесе ят параҫҫӗ.
Вулакан хайлавпа паллашнӑ май тӗп сӑнарпа пӗрле пӑшӑрханать. Чи пӗлтерӗшли – ырра шанмалла, ытлашшипех кулянмалла мар. Сенттин амӑшӗ шӑпах ҫакна вӗрентет.

Ҫитес эрнере, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мӗтри Кипекӗн кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Унта чӑваш литературине юратакан кашни ҫынах кайма пултарать.
Хатлава пухӑннисем «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнекене хаклӗҫ.
Хӑтлав Чӑваш Республикин Наци библиотекин конференц-залӗнче (119 каб.) иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Алран алла» ярӑмри черетлӗ кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Издательство сайтӗнче Галина Матвеева хыпарлани тӑрӑх, кӗнене тӗрлӗ авторӑн хайлавӗ кӗнӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав шутра Николай Ишентейӗн, Анатолий Хмытӑн, Анатолий Емельяновӑн...
Кӗнеке ятне Николай Ишентейӗн повеҫне тӗпе хурса «Пурлак кукаҫи пуянлӑхӗ» ят панӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Раиса Воробьеван «Ҫутӑ ӗмӗтсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки издательство редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ.
Кӗнекене шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Автор сӑввисене вырӑсла Светлана Гордеева куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн историпе енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗн Е.В. Сергееван «Чувашское сельское сообщество во второй половине XIX – начале XX века в половозрастном измерении» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Унта XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи - XX ӗмӗрен пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗсенчи пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Этнографие тата ял ҫемйинчи социаллӑ тытӑма уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Геннадий Челпирӑн «Артей» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ.
Издательство редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кенекене чӑвашла тата вырӑсла хатӗрленӗ. Геннадий Васильевичӑн сӑвӑлла юмахне вырӑсла куҫараканӗ – Вера Никитина. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Кӗнеке авторӗ Геннадий Челпир (Геннадий Тимофеев) Пушкӑртстанри Ҫтерлӗпуҫ тӑрӑхне кӗрекен Тетӗрпуҫ ялӗнче 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – поэт, драматур. Унӑн «Виҫ кӗтеслӗ юрату» пьеси тӑрӑх Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ 2017 ҫулта спектакль лартнӑ.
