
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Вуникӗ утӑм» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Элтияр Александров (Алексей Александров).
Кӗнеке пирки хыпарланинче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ ученӑй, журналист тесе пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Элтияр Александров Чӑваш Ен наци телекуравӗнче ӗҫлет.
Элтияр Александров Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче 1996 ҫулта ҫуралнӑ.
Талпӑнуллӑ ҫамрӑк пӗрремӗш сӑввисемпе юмахӗсене ҫиччӗмӗш класра вӗреннӗ чух ҫырма пуҫланӑ-мӗн.
Хусанти медицина университетӗнче, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра, Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче, Мари Элти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аспирантурӑра ӑс пухать иккен.

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Три поэта / Виҫӗ поэт» кӗнекене хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издаельствинче кун ҫути курни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: «Три поэта. Виҫӗ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» ят панӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн Василий Кервен ҫине тӑнӑ.
Василий Кошкин-Кервен — Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, М.Д. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекене Сергей Орлов художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Тиражӗ пысӑк мар, пӗтӗмпе те 520 экземпляр.
Кӑларӑма аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе хатӗрленӗ. Унта Александр Пушкин, Михаил Лермонтов тата Сергей Есенин сӑввисемпе паллашма пулать. Сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла куҫарса пичетленӗ.

„На пороге памяти/Астӑвӑм урати ҫинче“ — ҫак ятпа Виталий Станьялӑн ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Автор ӑна чӑвашла «Астӑвӑм урати ҫинче» тесе ҫырнӑ, тем килӗшӳллех мар пек, эпӗ «Астӑвӑм ытамӗнче» тейӗттӗм. Хӑй шучӗпе тата сахал тиражпа кӑларнӑран вӑл мана тивӗҫейӗ-ши тесе тӑраттӑм: манман иккен хӑйӗн вӗренекенне, палланӑ ҫынсенчен, пӗрремӗш страницӑра темиҫе сӑмах ҫырсах, мана валли пӗр экземплярне парса янӑ.
Виталий Станьял чи малтан - вӗрентӳҫӗ, унтан – журналист, литература тӗпчевҫи. Вӑл поэт, сайра-хутра сӑвӑ калӑплакан сӑвӑҫ мар, чӑн-чӑн поэт, писательсен нимле пӗрлӗхӗнче те тӑмасть пулин те. Виталий Никитин-Станьял – ученӑй, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пулас учительсемпе журналистсене вӗрентнӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инситутӗнче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
«Эпӗ ватӑ таврапӗлӳҫӗ», «Эпӗ ватӑ ҫилҫунатҫӑ», - ҫапла калама юратать Виталий Петрович. Ҫак сӑмахсенче унӑн пӗтӗм ӗҫлӗ кун-ҫулӗ курӑнса тӑрать.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Ултав» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта ҫыравҫӑн икӗ повеҫӗпе («Ултав», «Тавӑру») икӗ калавӗ («Ваккат», «Ылхансӑр куҫҫуль») икӗ калавӗ кӗнӗ.
Ольга Геннадьевна 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрнар районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1990 ҫулта районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем, повеҫӗсем район хаҫатӗнче ҫапӑннӑ, «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Ҫилҫунат» журналсенче пичетленнӗ. Улькка Эльмен 2002 ҫултанпа Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл «Ҫичӗ аппа» (выр. «Семь сестер») ятлӑ.
Кӗнекене 30 юмах кӗнӗ. Вӗсене И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем каласа кӑтартнӑ. Кӗнекене хатӗрлекенӗ, вырӑсла куҫраканӗ тата литература тӗлӗшӗнчен якатаканӗ – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Евгений Николаев профессор. Редакторӗ – Ольга Федорова, иллюстрацисем – Алексей Михаловӑн, хуплашкине ӳкерекенӗ – Сергей Орлов, кӗнекене илемлетекенӗ – Екатерина Васильева.
Юмаха каласа панӑ студентӑн ятне-шывне содержанире кӑтартнӑ. Кӗнекене Алжир, Бенгали, Индонези, Йемен, Колумби, Ливан тата ытти халӑх юмахӗсем кӗнӗ. Паллах, чӑваш юмахӗ те пур. Пур хайлав та тӗрӗслӗхе юратма, ӗҫчен пулма, аслисене хисеплеме тата пулӑшма вӗрентеҫҫӗ.

Чӑваш наци телерадикомпанийӗнче ӗҫлекен журналистӑн тата тӗпчевҫӗн Элтияр (чӑн ячӗ Алексей) Александровӑн черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл «Вуникӗ утӑм» ятлӑ.
Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене прозӑллӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗлтӗр ҫамрӑк журналистӑн тата тӗпчевҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тухнӑ. Вӑл «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ. Ку кӗнеке Мускав хулинче кун ҫути курнӑ.

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Ҫиле хирӗҫ. Е ҫиҫӗм пек ҫиҫсе иртни» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ 384 страница. Асӑннӑ кӗнекере сӑмах мӗн пирки пынине унти хӑшпӗр уйрӑм сыпӑксен ячӗсем те уҫса параҫҫӗ: «Анне», «Шкул алӑкӗ яри уҫӑлсан», «Историпе филологи факультечӗ», «Иосиф Дмитриев», «Геннадий Айхи», «Аркадий Айдак», «Андриян Григорьевич Николаев», «Писательсен союзӗ. Пропаганда бюровӗ», «ГИТИС» т.ыт.те.
Ҫак кӗнекене ҫырнӑ чухне сӑвӑҫ 1980 ҫултанпа хӑй кунсерен тенӗ пек тултарса пыракан кун кӗнекипе анлӑн усӑ курнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки виҫӗ уйӑха илсен «Эпӗ чӑвашла вӗренетӗп. Я учу чувашский язык»» чӑвашла-вырӑсла калаҫу кӗнеки пуринчен ытларах сутӑнакан кӑларӑм пулса тӑнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кӗнеке кӑларакансем асӑннӑ кӑларӑм Пичет ҫуртӗнчи 1 «ЛитХабра» тата Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче сутӑнни тӑрӑх.
Практика кӑларӑмне Тамара Артемьевӑпа Галина Брусова хатӗрленӗ. Кӑларӑма Надежда Вечеркина редакциленӗ. Кӗнеке тӗп тӗллевӗ — чӑвашла калаҫнине преподавательсӗр ӑнланма пуҫласси.
Кӑларӑм 27 занятирен тӑрать. Кашнине ӑша хывма 2 сехет кирлӗ пулӗ. Малтан фонетика пайӗ, кайран ударени правилисем, падежсем, местоименисемпе хисеп ячӗсем.
Теорие хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли ӗҫсемпе тата вуламалли текстсемпе пуянлатнӑ. Ансат калаҫӑва йӗркеленӗ чух кирлӗ грамматика та пур.

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумалановӑн «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авторӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2025 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ кӗнеке тиражӗ — 1510 экземпляр.
Анна Тумаланова (Езюкова) 1956 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филолог пӗлӗвеллӗскер Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ (1977–2003), Йӗпреҫ районӗн «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатӗнче пай редакторӗ (2003–2007) пулса ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумаланова пирки прозаик, сӑвӑҫ, драматург тесе пӗлтернӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекен Ольга Иванова сӑввисене альманахра пичетленӗ. Кун пирки вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче кӗскен та сӑпайлӑн пӗлтернӗ.
Пултаруллӑ хӗр кӗнеке хуплашкине тата хӑйӗн сӑввисен странцине ӳкерсе илнӗ, сӑнӳкерчӗксен айне кӗскен «АСӐНМАЛӐХ-САВӐНМАЛӐХ. Большая честь и чудо – быть в числе лучших» тесе ҫырса хунӑ.
Кунта сӑмах «Альманах национальных литератур народов Поволжья, Урала, Северо-Запада и Алтая» ятлӑ кӑларӑм пирки пырать. Асӑннӑ кӗнекене Хусанта ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Атӑлҫи, Урал, Ҫурҫӗр-Хӗвланӑҫ тата Алтай тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци литературин конференцийӗ тӗлне кун ҫути кӑтартнӑ. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ ӗҫсене вырӑсла куҫарса пичетленӗ.
