Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ватӑ сакӑрвунна ҫитсен кӗнеке пичетлесе кӑларма шут тытнӑ. Ҫавӑн пек талпӑнуллӑ хӗрарӑм — Сӗнтӗрвӑрринчи 80 ҫулти Любовь Тихонова. Любовь Васильевна «Улыбаясь навстречу ветрам» сӑвӑ кӗнеки кун ҫути кӑтартнӑ.
«Пӗрремӗш сӑввӑмсене 1991 ҫулта ҫырма тытӑнтӑм. Чӑваш Ене эпӗ Кавказран куҫса килнӗ. Тарса тенӗ пек. Чӑваш Енри вокзалта мана ҫамрӑк чӑваш хӗрарӑмӗ пулӑшрӗ. Ун чухне эпӗ тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр маррине туйса тата ӑнланса илнӗччӗ. Унтан эпӗ Сӗнтӗрвӑррине кайрӑм. Унти туберкулез диспансерне санитаркӑна ӗҫе вырнаҫрӑм. Унта 20 ҫул ытла ӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм. .
Унӑн малтанхи сӑввисене кӳршисем итленӗ, унтан — ӗҫтешӗсем. Кӗҫех Любовь Васильевнӑна тӗрлӗ мероприятие йыхравлама тытӑннӑ.
Комсомольски округӗнче «Тутар Шурут: историпе документлӑ очерк» кӗнеке презентацийӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ 30 ҫул тултарнине халалланӑ.
Хӑтлава ҫав тӑрӑхра пурӑнакансем, ҫуралса ӳссе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнисем, сумлӑ хӑнасем пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнекене 2 ҫул ытла хатӗрленӗ. Ӑна калӑплассипе Хусанти этнографсемпе историксем тӑрӑшнӑ. Темиҫе хут ял ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Калӑпӑшлӑ издание архив докуменчӗсене, сӑн ӳкерчӗксене, тутаршурутсен аса илӗвӗсене кӗртнӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫе Шафигулла Наскаев пуҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Елена Аксупи ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнеки тухнӑ.
«Пилеш куҫҫулӗ» ятлӑскере пурӗ вун тӑватӑ калав кӗнӗ. «Автор кашни сӑнар валли йывӑр тӗрӗслев хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та кӑларӑмри сюжетсем асра юлаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ», — пӗлтернӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Елена Аксупи (Елена Геннадиевна Алексеева) 1973 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсем валли тухса тӑракан «Канаш» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче вӑй хурать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асаматӑн «Акатуй сӑввисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ. Ӳнерҫисем – Мария Ермолаевӑпа Екатерина Васильева.
Светлана Асамат 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Чӑваш радиопа телевиденийӗнче, Чӑваш наци музейӗнче вӑй хунӑ. Халӗ Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Солнечная Чувашия. Хӗвеллӗ Чӑваш Ен» открыткӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ, ҫӗр пин сӑмахлӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрпа паллаштаракан ҫак открыткӑсем пирӗн тӑрӑхӑмӑрпа паллашма килекенсемшӗн те, ют регионсене курма кайсан унтисене парнелесе хӑварас тесен те вырӑнлӑ пулӗҫ.
Комплект 24 открыткӑран тӑрать. Ӑна Светлана Дубровина художник-дизайнерӑн тата халӑх промыслисен ӑстин ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Дизайн тата сӑнӳкерчӗксен авторӗ Наталия Орлова.
Открыткӑсен пуххине пурӗ 1500 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ кӗнеке кӑларма хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кун пирки издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «Ольга Федорова вӗсене пичете хатӗрлессишӗн ырми-канми тӑрӑшать».
«Ӑна кура пуль, эпӗ те кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсемпе паллашма пуҫларӑм. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи те кӑсӑклантарса яма пӗлет. «Пиччем ҫинчен» кӗнекене шӑпах вӑл вулама пачӗ. Брошюри самай кивӗ, 1973 ҫулта тухнӑ. Ку темех мар, чи пӗлтерӗшли – содержанийӗ. Вӑл вара чӑннипех те пуян, интереслӗ. Хамшӑн ҫӗнни пайтах пӗлтӗм», — хыпарланӑ пултаруллӑ пике тата ҫыравҫӑ.
Хулӑнах мар асаилӳ пуххин авторӗ – Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ Гурий Кузьмин иккен.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Чӑваш кӗнеки кунӗ» мероприяти иртнӗ.
Ольга Тургай драматург тата радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна тӑваттӑмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне Е. Рожанский ҫырнӑ «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеки кун ҫути курнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑсталӑхпа чӑнлӑх
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновение…» «Асрах асамлӑ ҫав самантӑн…» сӑвӑсен пуххи вырӑсла тата чӑвашла пичетленсе тухрӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата чӑвашла куҫараканӗ — Василий Кошкин-Кервень.
— Паллӑ ӗнтӗ, чаплӑ поэтӑн асамлӑн кашласа ларакан «вӑрманӗнче» анлӑ ҫулсемпе лайӑх такӑрланӑ сукмаксем кӑна мар, тӗрлӗрен вӗтлӗхсемпе чӑтлӑхсем те чылаях. Унта кӗрсе ҫӳреме хӑюлӑх та, лайӑх туптаннӑ ӑсталӑх кирлӗ. Енчен те хирӗҫ килекен палламан ҫын Пушкин хӑй пулса тӑрсан, вӑл сана палламасӑр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайсан?..
– Илемлӗ литература, уйрӑмах поэзи, нумай чухне автора хӑйне те витӗмлӗн сӑнарласа парать. Ку никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫынлӑх тени Пушкинӑн чи вӑйлӑ енӗсенчен пӗри пулнӑ. Ман шутпала, унпа вӑрманта е урӑх ҫӗрте тӗл пулас пулсан вӑл никампа та сӑмах чӗнмесӗр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ҫав тери сисӗмлӗ чун-чӗреллӗ ҫын пулнӑ.
Нумаях пулмасть ча́ваш хала́х поэчӗн Раиса Сарпин ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки эпир Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
«Тӑван аппана, тин ҫеҫ пиҫсе тухнӑ «Ҫӑлтӑрпи хӳхлевӗ» сӑвӑ кӗнекипе чун-чӗререн саламлатӑп», — тесе шӑрҫаланӑ унта. Кӗнекене Николай Мордяков (Мӑрчк Кули) художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче «Ачалӑхӑм» кӗнекене хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Унӑн авторӗ — Тутарстанри чӑваш журналисчӗ, писателӗ, блогерӗ Константин Малышев.
Ҫӗнӗ кӗнекене хӑтлама культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, литературоведсем, педагогсем, общество ӗҫченӗсем, вулакансем пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ачалӑхӑм» кӗнекене 29 калав кӗнӗ. Вӗсенче автор хӑйӗн ачалӑх ҫулӗсем ҫинчен аса илсе каласа кӑтартнӑ. Кашни хайлава ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |