Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа ҫыравҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, поэт, прозаик, драматург Лидии Сарине; ача-пӑча ҫыравҫи Алевтина Корочкова; Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова пулнӑ.
Вӗсем тата вулавӑш тусӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса библиотекӑна 1200 ытла кӗнеке парнеленӗ. Ҫав шутра илемлӗ литература ҫеҫ мар, аслисем валли те.
Кӗнеке пуххине 10 ҫемьери ачасене парнеленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Надежда Мясникова 91-мӗш ҫула кайнӑ ӗнтӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ кинемей питех те юрлама юратать. Паян Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери кун пулнӑ май социаллӑ ӗҫченсем ӑна чӑвашла юрӑсен пуххине парнеленӗ.
Кинемее Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн соцаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать. Ваттисен прунӑҫӗ интереслӗрех те тӗрлӗ енлӗрех пултӑр тесе унта тӗрлӗ проект пурнӑҫӑ кӗртеҫҫӗ. Ҫавсенчен пӗри — «Мобильлӗ вулавӑш». Ҫавна май ватӑсене вӗсен юратнӑ кӗнекисемпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Кӗнеке вулама юратакан кинемейсемпе мучисене хӑйсем вулама юратакан кӑларӑмсене парнеленӗ.
Шупашкар хулинчи Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа пуҫтарӑннӑ.
Музыкӑпа поэзи каҫне социаллӑ учрежденири стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан кинемисемпе мучисем валли йӗркеленӗ.
Ваттисем хӑйсем юратса вулакан кӗнекесем пирки каласа кӑтартнӑ. 72 ҫулти Галина Борзунова, сӑмахран, Вячеслав Шишковӑн «Угрюм-река» романне кӑсӑкланса вулать. Унччен вӑл ҫав хайлавпа ӳкернӗ фильма пӑхнӑ-ха, анчах ватӑ ҫын унпах ҫырлахман — автор еплерех ҫырнине хаклас тенӗ.
Музыкӑпа поэзи каҫӗ «Ивушки» хор (вӑл стационарта пурӑнакан ватӑсенчен тӑрать) концерчӗпе вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ Иван Яковлев ҫинчен сӑвӑсен кӗнекине кӑларма палӑртса хунӑ. Ку хыпара Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога, писателе, куҫаруҫӑна тата хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне парнеленӗ Иван Яковлева халалланӑ вырӑсла сӑвӑсене sd_gordeeva@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ, чӑвашлисене — lrigel@rambler.ru адреспа. Ӗҫсене кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Епле шрифтпа пулмаллине те кӑтартнӑ: Times New Roman, 12.
Чи лайӑх сӑвӑсене патриарх ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ кун тӗлне кун ҫути кӑтартасшӑн.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Раҫҫей халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Васильев.
Юрӑ-кӗвӗ этем пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнни тата вӑл тарӑн йӗр хӑварнине тавҫӑрма йывӑр мар.
Кӗнекене музыкӑн тӗрлӗ жанрӗ: опера, оперетта, музыка камичӗ, мюзикл, музыкӑллӑ юмах тата ытти те — ҫинчен 80 ытла статья кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Рекрутские песни низовых и этнотерриториальных групп чувашей» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ) ярӑмри виҫҫӗмӗш том. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — кун ҫути кӑтартнӑ.
Юрӑсенче тӑвансемпе тата ял-йышпа сывпуллашма тивнишӗн чунтан хурланни аван сисӗнет теҫҫӗ кӗнекене пухса хатӗрлекенсем. Материалсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ытти учреждени архивӗсенчен илнӗ.
Авторсен коллективӗн йышӗнче ҫаксем: Т.И. Семёнова, филологи наукисен кандидачӗ Н.Г. Ильина, истори наукисен кандидачӗ А.П. Леонтьев.
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан (кун пирки эпир тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх пӗлтӗмӗр) Мая Салампи-Селендеева кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ку хыпара вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паян ирпе пӗлтернӗ.
«Хаклӑ тусӑмсем, сирӗнпе хамӑн савӑнӑҫӑма пайлас тетӗп. «Телей тӗрри» ятпа пӗрремӗш кӗнекем пичетленсе тухрӗ. Кунта та хӑш-пӗр сӑввӑмсене кӑларӑп. Редакторне, Чӑваш халӑх поэтне Раиса Васильевна Сарпие, чун-чӗререн тав тӑватӑп, ырлӑх-сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Мая.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Унӑн авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑх тата аталану енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев.
Кӑларӑм XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи тата XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнийӗсенчи ялсен пурнӑҫӗпе паллаштарать. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ тӗрлӗ халӑхӑн хресчен пурнӑҫӗ еплерех пулнине ҫутатса панӑ.
Кӗнеке историксем, этнологсем, студентсем тата ытти вулакан валли кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Кӗнекене А.И. Миттовӑн «Ялта» ӳкерчӗкӗпе капӑрлатнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшенче, хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш прозаикӗн Ангелина Павловскаян ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.
Вӑл 1939 ҫулхи Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра, Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Чылай ҫул шкул ачисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Авторӑн «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта пичетленсе тухнӑ. 2010 ҫулта унӑн «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем кун ҫути курнӑ. 2013 ҫулта вулакансем ҫыравҫӑн «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ, 2014 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2-мӗш кӗнеки кун курнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакансене тата тепӗр кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл паллӑ сӑвӑҫӑн, драматургӑн, куҫаруҫӑн тата публицистӑн юлашки 30-35 ҫулта тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ стайисемпе интервьюсен «Моя бунтарская карма» ятлӑ пуххи.
«Моя бунтарская карма» кӗнеке 2011 ҫулта Шупашкарта пӗрре пичетленнӗччӗ ӗнтӗ (тиражӗ — 1000 экземпляр). Анчах та вӑл кӗске вӑхӑт хушшинчех халӑхра саланса пӗтнӗ, чӑн-чӑн раритет пулса тӑнӑ. Ун чухнех вулакансем ҫак кӗнекере пичетленнӗ Иакинф Бичурин, Геннадий Айхи, Михаил Петров-Тинехпи, И.Я.Яковлев, Петӗр Хусанкай, А.Г.Николаев космонавт ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе ытти хайлавсене пысӑка хурса хакланӑччӗ.
Валери Туркайӑн «Моя бунтарская карма» кӗнекине вулакан патне ҫитерме 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валерий Николаевич Гордеев укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ пулнӑ, хальхинче те ҫак пархатарлӑ ӗҫе вӑлах тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |