Чӑваш Енре чи вуланакан кӗнекесене палӑртнӑ. Вӑл конкурса республикӑн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
«Поэзи жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи вуланакан кӗнеке» чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кӗнекине палӑртнӑ. «Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи вуланакан кӗнеке» номинацире Анатолий Хмытӑн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнеки ҫӗнтернӗ, «Поэзи жанрӗпе вырӑсла ҫырнӑ чи вуланакан кӗнеке» — Виталий Захаровӑн «Меженица» кӗнеки, «Чи вуланакан ача-пӑча кӗнекисем — Марина Карягинӑн «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи», Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкҫӗ шевле», Людмила Симонован «Кукша с Кукшумки».
Ҫитес тунтикун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Алфавитпа майлаштарнӑ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫӗнӗ словарьсен хӑтлавӗ иртӗ. Унта юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ виҫӗ сӑмах пуххипе паллаштарӗҫ.
Пӗрремӗшӗ: Скворцов Михаил Иванович хатӗрленӗ чӑвашла-вырӑсла словарӗ. Вӑл икӗ томпа тумалла. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ, иккӗмӗш томӗ вара кӑҫал тухмалла.
Иккӗмӗшӗ: Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин 4-мӗш томӗ. Вӑл 2020 ҫулта пичетленнӗ. Ку словарь пурӗ 7 томран тӑмалла.
Виҫҫӗмӗшӗ: Дегтярёв Геннадий Анатольевич хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин тематикӑлла диалектологи словарӗ: Чӗрчунпа ӳсен-тӑран ячӗсем» словарь. Вӑл пӗлтӗр пичетленнӗччӗ.
Мероприятине Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерӗҫ. Вӑл 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнекине пахалама пуҫтарӑннӑ. Унта пулнӑ Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑтлӑ залра халӑх нихҫанхинчен йышлӑ» пулнӑ. Вӗсен йышӗнче — поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем. Поэзи уявӗнче сӑвӑҫӑн хӗрӗ Анна Петровна Яковлевӑпа тӑванӗсем, вӗренекенӗсем те пулнӑ.
Сӑвӑ пуххи 2021 ҫул вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Унта поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра. «Яккусенӗн лирика геройӗ кӑмӑл-сипет тасалӑхне нимрен мала хурать. Суя канлӗхе, суя хӗвӗшӗве, суя хавхаланупа ыратӑва сивлет вӑл. Пӗр тунсӑх та пӗр савӑк йӗркесем вулакана илемпе ырӑлӑх тӗнчине йыхравлаҫҫӗ», — палӑртнӑ кӗнеке издательствин ӗҫченӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ.
Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель» кӗнекене хӑтланӑ. Кӑларӑма Аркадий Айдак тӗрлӗ ҫӗрте тухса калаҫнисене, вӑл дневниксенче ҫырса пынисене пухса пичетленӗ. Хӑтлава Етӗрне ентешлӗхӗ йӗркеленӗ.
Мероприятие хутшӑнакансене республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова саламланӑ: «Етӗрне районӗнче пирӗн республикӑна Раҫҫейӗпе мухтава кӑларнӑ ҫынсем ҫуралнӑ. Эпир Николай Мордвиновпа, Николай Ашмаринпа, Тани Юнпа мухтанатӑр. Тата, паллах, Аркадий Айдакпа».
Кӗнекене кӑларма Николай Малов (вӑл Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ) пулӑшнӑ иккен. Кӗнеке авторӗ — Алексей Леонтьев.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ».
Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ.
Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Балерина Надежда Павлова» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Ӑна XX ӗмӗрти пултаруллӑ балеринӑн, СССР халӑх артисткин, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Надежда Павлова балеринӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Надежда Васильевна 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.
Кӑларӑмӑн авторӗ-составителӗ — Светлана Потемкина. Кӗнеке-альбома 1000 тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Выдающиеся люди Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем) кӗнекесен ярӑмне пичетлеме палӑртнӑ. Редколлегие республика ертӳҫи Олег Николаев ҫирӗплетнӗ.
Редколлегие цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулма культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Светлана Каликовӑна шаннӑ.
Редколлеги йышӗнче — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров; Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, философи наукисен кандидачӗ Петр Краснов; Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Ольга Куликова, Чӑваш наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн деканӗ, профессор, истори наукисен доценчӗ Олег Широков тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗнсе ведомствӑн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех хыпарланӑ.
Ҫынсем вӑл е ку ӗҫе пахалама кая юлман-ха. Сасӑлава https://nk.cap.ru/poll/128 каҫӑпа иртсе хутшӑнма пулать. Хаклава Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 13-мӗш хутри 4-мӗш пӳлӗме ҫырупа та ярса пама май пур.
Преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче — «Хуркайӑк ҫулӗ» балет; «Чебоксары: город и горожане в работах художников из собрания Чувашского государственного художественного музея» тата «100 лет Чувашской автономии в произведениях Чувашского государственного художественного музея» кӗнекесем; «Цикл произведений живописи, посвященной Чувашии» ӗҫ; «Герои эпохи» документлӑ фильм; Ювенальевсем сувар-пӑлхарсен историне тӗпчесе кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесем.
Ыран, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Андрей Анохинӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӳнер ӑстин пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх ӳнер училищи паллаштарма йышӑннӑ.
Андрей Анохин — живопись ӑсти, Раҫсей Федерацийӗн художникӗсен союзӗн пайташӗ. Андрей Павлович 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1976 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренсе тухнӑ, 1991 ҫулта — Чӑваш Енӗн патшалӑх педагогика институтӗнчен. 1991 ҫултанпа вӑл асӑннӑ аслӑ шкулта ҫамрӑксене вӗрентет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |