Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ учреждение тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче тата Тутарстанри чӑвашсем ҫӳрекен 13 вулавӑша 718 кӗнеке парнелеме йышӑннӑ.
Парне комплекчӗ чӑвашла 50 кӗнекерен тӑрать. Ҫав шутра — ачасемпе аслисем валли литература. Кунта А.И. Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», «Саланнӑ кӗлте»; С.Л. Павловӑн «Тӗтре», «Сулӑнчӑк» кӗнекисене асӑнма пулать.
Истори тата краеведени кӑларӑмӗсенчен Н.Е. Наумовӑн «Халӑх ҫӳпҫинчен» ӗҫне палӑртмалла.
Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли кӑларнӑ кӗнекесенчен П. Ҫӑлкуҫӑн «Кукамайӑм, кукамай», Д. Суслинӑн «Юрапи = Юрӑпи», А. Миллинӑн «Мухтанчӑк» («Хвастливый кот»), чӑваш халӑх юмахӗсене пухса чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла «Тилӗ вӗҫме вӗренни» = «Как лиса летать училась» кӑларӑмсене кӗртнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Сачкован «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – О.Л. Федорова, кӗнекене ӳкерчӗксемпе И.Е. Калентьева тата А.И. Алексеев илемлетнӗ.
Ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине 11 калавпа повесть кӗнӗ.
Хайлавӗсенче автор пурнӑҫри тӗрлӗ тӗслӗхе ытарлӑн сӑнланӑ. Вӗҫкӗн автан, сӑмахран, ҫӑла кӗртсе ӳкернӗ, Шампик йытта вара хӑйӗн хуҫине инкекре пулӑштарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеке вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Г.А. Антонова, художникӗ – А.И. Алексеев. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута. Ҫакӑ мӗнпе вӗҫленнине кӗнекене вуласан пӗлме пулать.
«Тӑван кил ҫутипе» (2020) кӗнекене, хӑй курни-чӑтнине, тӑванӗсем ас илнине пухса кӑларнӑ кӗнекене, савӑнса та мухтаса ҫавӑртӑм. Вӑл хӑйне евӗрлӗ, пуян, ҫӗкленӳллӗ, ӑслӑ шухӑшсемлӗ, тӳрӗ сӑнавсемлӗ, нумай ӳкерчӗклӗ. Ӑрусен несӗл «йывӑҫӗсене» халӗ пайтах ҫырса кӑлараҫҫӗ, вӑрӑм таблицӑсем ӳкереҫҫӗ, пулни-пулманнине пысӑклатса кӑтартни те пулкалать. Курнӑ эпӗ вӗсене, хакланӑ та. Мария Урукова кил-йыш кӗнеки вӗсенчен урӑхла. Ҫавсем ҫинченех, анчах — хӑйле, чун сисӗмӗ витӗр. Пӗр пайне амӑшӗн ҫырӑвӗсем, каласа панисем тӑрӑх йӗркеленӗ. Ӗненмесӗр тӑма ҫук. Чӑнах та чӑн сӑмахсем, хамӑрӑн пурнӑҫранах тейӗн.
«Тӑван кил ҫутипе, тӑван кил ӑшшипе, атте-анне пилӗпе» пай уйрӑм сыпӑксенчен тӑрать: «Анне кун-ҫулӗ», «Шӑппӑн, сас хӑпартмасӑр ҫӳрӗр...» (97 енрен пуҫланать), «Аннен пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем» (100). Тӳрех каласа хӑварам – пайсемпе сыпӑксене ӑнӑҫлах ушкӑнлайман, ячӗсене юрӑхлах тупайман, анчах мана ҫак ҫитменлӗхсем ытларах та килӗшеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӗмӗрне математика тӗнчинче ирттерсе тава тивӗҫнӗ учительница литература ани енне туртӑнни, чӑвашла ҫапла ҫыпӑҫуллӑ ҫавӑрма пултарни хӑй тем пахи!
1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ Шурча вӑрҫине Муркаш районӗнчи ҫав тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ.
Пӑлхав иртнӗренпе 120 ҫул иртнине халалласа 1962 ҫулта Шурча ялӗнче палӑк лартнӑ. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, унта ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. «1842 ҫулта пӗтӗм тавраран пуҫтарӑннӑ темиҫе пин ҫын ҫакӑнта патша ҫарӗсемпе ҫапӑҫса тискер те юнлӑ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ку чула хура халӑха ырӑпа асӑнакан тӑхӑмӗсем 2018 ҫулта лартнӑ», — тесе виҫӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ.
Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Козьмодемьянск уесӗнчи 38 хресчен пуҫ хунӑ, 100-е яхӑн ҫын суранланнӑ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ, Вячеслав Мартынов, ҫав пӑлхава хутшӑннисене халалласа кӗнеке ҫырнӑ, халӗ ӑна хӑтланӑ.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Валентина Тараватӑн «Чӑн-чӑн туслӑх. Настоящая дружба» кӗнекине хӑтланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнӗ.
Кӗнекери тӗп сӑнарсем — Лена тата Вова, ял ачисем. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче вӗсем ача пахчине ҫӳреҫҫӗ, пӗрле выляса кулаҫҫӗ.
Кӗнеке хӑтлавне хулари 37-мӗш шкул ачисем тата Чӑваш Енпе Чӗмпӗрти ҫыравҫӑсем: Николай Ларионов тата Раҫҫейри ҫыравҫӑсен союзӗн Чӗмпӗрти регионти уйрӑмӗн председателӗ Ольга Даранова — хутшӑннӑ.
Валентина Николаевна сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырать. Унӑн 30 ытла кӗнеке пичетленнӗ, ҫав шутран 16-шӗ — чӑвашла.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне Игорь Улангин художник тата кӗнеке кӑларакан Библиотекӑсен кунӗ умӗн паха парнепе савӑнтарнӑ.
Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫав ҫын хӑйӗн «Free poetry» издательствинче 2020 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ «Ниже сна» кӗнекене парнеленӗ. Пурӗ — 34 экземпляр. Унӑн авторӗ — Польша поэчӗ Кшиштоф Шатравский. Сӑвӑсене Евгения Доброва вырӑсла куҫарнӑ. Автор ыйтнипе кӗнекесене республикӑн хулисемпе районӗсенчи вулавӑшсене ҫитерсе парӗҫ.
Кшиштоф Шатравский (1961 ҫулта ҫуралнӑ) – эссеист, культуролог, литература тата музыка критикӗ, тӑлмач, Польша писателӗсен ассоциацийӗн президенчӗ, Варми тата Мазур университечӗн профессорӗ, ҫыравҫӑ. Нимӗҫ, акӑлчан, еврей, вырӑс чӗлхисенчен куҫарать.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра «Вучах» литература клубне пуҫтарӑннӑ. Унта Светлана Асамат поэтпа, композиторпа, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, Раҫҫей Писательсен союзӗн, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗпе, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗпе тӗл пулнӑ.
Литература клубне пухӑннӑ учительсем, пур енлӗ пултаруллӑ ҫыннӑн ӑсталӑхне хаклакансем Светлана Асаматӑн «Ҫӑка ҫеҫки ҫурӑлсан» кӗнекине хӑтланӑ.
Светлана Васильевна хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ, литература клубне пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекери кӗске калавсенче ҫыравҫӑ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, унӑн шухӑшлавне, ӑс-хакӑлне кӑтартса пама панӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ.
Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ.
Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл — «Чӑваш халӑх тумӗ : этнографи словарӗ» ятлӑ. Ҫав кӑларӑм авторӗ — Наталия Захарова-Кульева.
Кӗнеке чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗсемпе, урана тӑхӑнмаллипе тата ытти ҫавӑн пек пуянлӑхпа паллаштаракан материалтан тӑрать. Пуян эткерлӗхе пухса хатӗрлессишӗн автор 15 ҫул тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫултах кун ҫути кӑтартнӑ.
Кӗнекен умсӑмахӗнче чӑваш тумӗн терминӗсене тӗпченипе паллаштарнӑ. Словарь тытӑмӗ тематикине кура 10 пайран тӑрать. Терминсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарса тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |