Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Максимов кӗнекине пичетлеме килӗшмен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.12.2022 18:51 | 1464 хут пӑхнӑ
Культура
Николай Максимов посчӗ
Николай Максимов посчӗ

Николай Максимов ҫыравҫӑна хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем ҫеҫ мар, ҫӗршыв шайӗнче те пӗлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче писатель хӑйӗн «Спасение Европы» романне Чӑваш кӗнеке издательствин 2023 ҫулхи тематика планӗнчен кӑларса пӑрахни пирки хыпарланӑ.

Асӑннӑ ӗҫе маларах «Эксмо» издательствӑра электрон мелпе кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫыравҫӑ ӑна хут ҫинче те пичетлесе кӑларма (автор хӑй калашле, чӑваш литературин ят-сумне ӳстерес тӗллевпе) ӗмӗтленнӗ.

Николай Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кӗнекисене тематика планӗнчен унччен те кӑларса пӑрахнӑ-ха. Хальхине шута илсен, ун пек тӗслӗх — пиллӗкмӗш.

Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ ҫыравҫӑна «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ят илме тӑратнӑ иккен, анчах ҫӳлтисем характеристика хавшак тесе тиркенӗ иккен.

#ҫыравҫӑ, #литература, #кӗнекесем, #Кӗнеке издательстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2298.53.7538
2022.12.14 23:38
Agabazar
Николай Максимов юлташ, СВО текен япала пырать....
Каллималлин // 1426.71.3335
2022.12.15 22:59
Кӗнеке кăларас ĕçре улшăнусем чылай пулаççĕ. Малтанхи тĕп редакторне кутран тапса кăларса янă, халь çав çÿллĕ пукана Степанов йышăнать.
Agabazar // 3314.02.2525
2022.12.16 18:45
Agabazar
Тахçан кĕнеке кăларавăшăн директорĕ пулма Юхма Мишши ĕмĕтленсе пурăнать тетчĕç....
ялтан // 3806.8.9922
2022.12.17 10:26
Саламлатăп, В.В., çитĕнÿсем сунатăп! Тен, эсĕ халăх умĕнче КАМ тата мĕншĕн халиччен Николай Максимов çулне пÿлсе пынине ăнлантарса парăн. Камăн та пулин явап тытмах тивет, паян мар пулсан - ыран. Паян писательсен пухăвĕ пулать терĕç, эс унта пуланах пуль...
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2022.12.19 16:42
Николай Максимова "ҫӗршыв шайӗнче те пӗлеҫҫӗ"?!
Тахҫанах кулманччӗ, паян кулса вилетӗп!!!
Валери ТУРКАЙ. 89278555480
Аслан Турханов // 1997.92.8456
2022.12.20 20:55
Николай Максимов - Хăйĕн хакне пĕлекен Ăста.
Кулаканне вара ăçта мĕн çыпăçнине хăвăрах пĕлетĕр.
Agabazar // 9163.4.2819
2022.12.20 22:38
Agabazar
Ну, çĕршыв шайĕнче «пĕлмеççĕ» тейĕпĕр. Вара — мĕн?

Пĕлни-пĕлменни хальхи вăхăтра кирлех те мар. Пĕлменни — авантарах та.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2022.12.21 04:31
"АГАБАЗАР": "Пĕлни-пĕлменни хальхи вăхăтра кирлех те мар. Пĕлменни — авантарах та".
Ай, маттур, Агабазар, ай, маттур!! Гений!
Валери ТУРКАЙ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем