Шупашкарти Эльмен урамӗнчи кӗнеке лавккинче ӗнер 16 сехет ҫурӑра пӗр арҫын ача алгебра кӗнекине вӑрлама тӑнӑ. Ӑна сутуҫӑсем ярса тытнӑ та полици чӗннӗ.
9-мӗш класра вӗренмелли алгебра кӗнеки ачана мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха? Вӑл шкулта панине ҫухатнӑ-мӗн, вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче вара учебнике каялла тавӑрса памалла. Кӗнеке ҫухатни пирки вӑл амӑшне каламан. Ҫавӑнпа арҫын ача кӗнекене вӑрлама шутланӑ.
Арҫын ачан амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
«Ачисем патне ҫитрӗ тет амӑшӗн чунӗ,
Итлесе тӑчӗ тет пӗр кана алӑкран.
Куҫҫульпех йӗрсе ячӗ тет амӑшӗн чунӗ
Хваттерте ун чӗлхи, ун сӑмахӗ ҫукран».
Ку йӗркесем — Юрий Сементерӗн «Амӑшӗн чунӗ» сӑввинчен. Ӑна тата ыттисене те вуларӗҫ паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ чӑваш халӑх поэчӗн «Ҫӗнтерӳ кунӗпе» кӗнекин хӑтлавне онлайн-мелпе ирттернӗ май.
Юрий Сементер калеме паян та алӑран яман. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствипе туслӑ ҫыхӑну тытать. Тӗрлӗ халӑх хайлавӗсене чӑвашла куҫарать. Сӑмах май каласан, вӑл «День Победы» юрра чӑвашла куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Юрий Сементерпе йӗркеленӗ паянхи калаҫӑва тӗнче тетелӗнче пӑхакансем хушшинче юратнӑ поэт кам тесе ыйтакан та тупӑнчӗ. Халӑх поэчӗ чӑваш поэчӗсене: Константин Иванова, Ҫеҫпӗл Мишшине, Петӗр Хусанкая, Яков Ухсая — килӗштернине пӗлтерчӗ.
Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Матвеева, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева хушӑнчӗҫ
Чӑваш наци вулавӑшӗ вулакансемпе черетлӗ хутчен онлайн-мелпе курнӑҫӗ. Иртнинче вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавне ҫавӑн пек меслетпе ирттернӗччӗ. Паян 13 сехетре вулавӑш «Ютуб» каналта литература тӗпелӗ йӗркелӗ. Хальхин теми — «Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи». Мероприятие чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов тата унӑн пултарулӑхне тӗпчекен филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче 1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Сергей Павлова пултаруллӑ прозаик, журналист, тӗрлӗ преми лауреачӗ пек пӗлеҫҫӗ тесе палӑртать Чӑваш наци вулавӑшӗ. Калавӗсемпе повеҫӗсене Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче республикӑри «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул», «Ялав» журналсенче. 90-мӗш ҫулсенче унӑн кӗнекисем кун ҫути курма пуҫланӑ. Паян унӑн «Сиплӗ ҫумӑр», «Сӗлкӗш», «Тан таппи», «Авӑр», «Тӗтре», «Юрату тумхахӗсем», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Тӑм ӳкнӗ ир» ӗҫӗсене пӗлмен ҫын та сахал пулӗ.
«Икӗ чӑваш юратӑвӗнче пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа пуласлӑх. Тепӗр халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрлешсен чӑваш ҫухалса каять», — тесе шухӑшлать чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч. Тата вӑл халӑхӑмӑра «таса, ӑслӑ» тет.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Анатолий Кибеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ «Анатолий Кибеч. Душа и разум» кӗнекене тӳрӗ эфирта хӑтлама май туса пачӗ. Унта вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева, Ара Мишши ҫыравҫӑ, ҫавӑн пекех Анатолий Кибеч тата Лидия Филиппова хутшӑнчӗҫ.
Шурсухал-ҫыравҫӑпа тӗрлӗ темӑна хускатрӗҫ.
«Эп Кибече вуламан-ха, анчах вӑл мана темшӗн килӗшмест тенине илтетӗп. Килӗшме пултараймастӑп эп пурне те», — терӗ Анатолий Ильич. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурне те килӗшме официант мар, стюардесса та мар».
Ҫынна тавӑрмалла мар тесе шухӑшлать ҫыравҫӑ тата философ. «Тавӑру ҫулӗ ҫине тӑтӑн пулсан икӗ тупӑк хатӗрле. Хӑвна тата тӑшманна валли», — тет вӑл.
Ҫӗнӗ кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярпа кӑларнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кънеки пичетленнӗ. Издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма совет халӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнекери сӑвӑсене тӗрлӗ ярӑма: сӑмахран, «Ҫӗнтерӳ ячӗпе», «Вӑрҫӑ ачисем»,«Кӗмӗл хӗлӗх», «Хӗвеллӗ симфони» — пӗрлештернӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ҫӗнӗ кӗнекине ытти кӑларӑмра пичетленмен сӑвӑсемпе поэмӑсем кӗнӗ. «Мамай сӑртламӗ» поэмӑра, тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене аса илсе кашнине сӑвӑ халалланӑ.
Редакторӗ – В.Н. Алексеев, ӳнерҫи – С.А. Бритвина. Кӗнеке тиражӗ – 500 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма Мускавран субсиди илме тивӗҫнӗ. Конкурса Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви ирттернӗ.
Роспичет уйӑракан укҫапа Ю.Ю. Ювенальевпа С.Ю. Ювенальевӑн «Этническая религия, традиционные праздники и обряды суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекине пичетлӗҫ.
Сӑвар-пӑлхарсем ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствинче унччен те кӗнекесем кӑларнӑ. Маларах пичетленисем: «Военное искусство суваро-булгар», «Ювелирное искусство суваро-булгар», «Материальная и духовная культура суваро-булгар – предков чувашей».
Федераци укҫи-тенкипе Чӑваш кӗнеке издательствинче унччен те кӗнекесем кӑларнӑ.
Нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Мария Печникова вилсе кайнӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Республикин Президенчӗн гранчӗсен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Шупашкар хулин 50-мӗш шкулӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Шкул учебникӗсемпе методика пособийӗсен авторӗ пулнипе палӑрнӑ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария Николаевна 1961 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури учителӗнче, Хирпуҫ пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнче, пуҫламӑш класс учителӗнче ӗҫленӗ.
1989 ҫултан пуҫласа Шупашкар хулин 50-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки разных народов» (чӑв. Тӗрлӗ халӑх юмахӗсем) ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унта тӗрлӗ этносӑн культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан хайлавсене пухнӑ.
Кӗнекере пурӗ — 18 хайлав. Вӗсене тӑхӑр темӑпа ушкӑнланӑ. Кашни темӑра сюжечӗ тата идейи енчен пӗр пекрех юмахсем. Никӗсе чӑваш халӑх юмахӗсене хунӑ.
Кӗнекене вуласа ӑнланма ачана та ансат, аслине те. Кӑткӑс мар сюжетлӑ юмахсемпе паллаштарнӑ унта.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Елена Енькка пухса хатӗрленӗ. Художникӗсем — вӑл хӑй тата унӑн мӑшӑрӗ Станислав Юхтар. Редакторӗ – Ольга Федорова.
Сӑмах май каласан, Елена Еньккапа Станислав Юхтар шкулта чылай ҫул ачасене вӗрентнӗ. Елена Енькка чӑваш чӗлхи учебникӗсене те хатӗрленӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин экологи энциклопедийӗ» сумлӑ кӗнеке причетленсе тухнӑччӗ. Ӑна Наци библиотекинче тата Халӑхсен туслӑхӗн Ҫуртӗнче хӑтлани тата изданин пӗлтерӗшӗ пирки хаҫат-журналта, тӗрлӗ сайтсенче чылай ҫычӗҫ. Кунсӑр пуҫне Мускавра тухакан «Литературная Россия» хаҫатра «Жизнь национальностей: в поисках гармонии» рубрикӑпа «Не совсем академическая история» статья пичетленсе тухрӗ.
Ун авторӗ – Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев асӑннӑ кӗнекене кӑларас ӗҫри йывӑрлӑхсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедие кӑларас шухӑша географи наукисен кандидачӗ Федор Карягин пуҫарнӑ иккен. Вӑл хӑй тавра специалистсене явӑҫтарнӑ. Анчах Чӑваш Республикинчи Ҫутҫанталӑка сыхлакан тата экологи Министерстви укҫа-текӗпе пулӑшма май тупайман. «Экологи энциклопедине» «Культура России» федераллӑ программӑна кӗрсе пичетлесе кӑларма май килнӗ.
Статьяра Энциклопедин редакци канашӗн председателӗ Л.П. Кураков пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Вӑл авторсен ушкӑнне хӑй суйласа илнӗ ҫынсене кӑна кӗртсе хӑтлавсенче хытӑ кӗрленӗ иккен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗчӗк акӑшсен ташши» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Эткер» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ.
«Пӗчӗк акӑшсен ташшине» Василий Игнатьевӑн «Пӗчӗк акӑшсен ташши» калавӗ, Леонид Маяксен «Лива» тата Александр Волковӑн «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» повеҫӗсем кӗнӗ. Асӑннӑ хайлавсем — Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ вулама сӗннӗ 100 кӗнеке списокран.
Кӗнекене пухаканӗ тата редакторӗ – О.М. Иванова, художникӗ – А.И. Алексеев. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм 1000 экземпляр тиражпа пичетленнӗ.
Кӗнекене аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли тесе пичетленӗ. Анчах ӑна кӑларакансем вӑл аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулсса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |