Чӑваш Енре «Нарспи» поэма акӑлчанла кун ҫути курнӑ. Унччен хайлавӑн уйрӑм пайӗсем кӑна ҫак чӗлхепе пичетленнӗ.
ЧР Цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэмине Питер Франс куҫарнӑ. Вӑл – Эдинбург университечӗн профессорӗ. Палӑртмалла: Питер Франс Геннадий Айхин сӑввисене те акӑлчанла куҫарнӑ. «Нарспи» поэмӑна куҫармашкӑн ӑна Атнер Хусанкай пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекере Константин Ивановӑн хайлавне тӳрех виҫӗ чӗлхепе вулама пулать: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла. Кӑларӑма ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсен йышӗнче Анатолий Миттовӑн репродукцийӗ те пур.
«Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен виҫҫӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл – юлашки.
Кӗнекене «Ҫыхӑнура» форумра ларакансен сӑнӳкерчӗкӗсене те кӗртнӗ. Ӑна «Книжные новинки» (чӑв. «Ҫӗнӗ кӗнекесем») лавккасенче туянма май пур. Сӑмах май, малтанхи икӗ тома та ҫав лавккасенчех сутаҫҫӗ.
Палӑртмалла: «Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен пӗрремӗш томӗ 2017 ҫул пуҫламӑшӗнче тухнӑ, иккӗмӗшӗ – кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче. Кӗнекене авторсен коллективӗ хатӗрленӗ: В.Яковлев, А.Яковлев, Е.Осмелкин, Г.Исаков, О.Глушенков.
Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх наградисемпе чысланине эпир пӗлтернӗччӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑаш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче иртнӗ.
Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеме тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн академикне, асӑннӑ академин Этнологипе антропологи институчӗн ӑслӑлӑх ертӳҫине Валерий Тишкова тата ҫав институтӑн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченне Александр Коростелева чысланӑ.
«Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмпа «Чуваши» монографие кӑларнӑшӑн Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн ҫумне Марина Мартыновӑна, тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченне Владимир Зорина, ӑслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Людмила Миссоновӑна чысланӑ.
Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн академикӗ Валерий Тишков «Чуваши» монографи пӗчӗк тиражпа тухнине, вӑл хӑвӑрт саланса пӗтнине палӑртнӑ та, Михаил Игнатьев Элтепер кӗнекене хушма тиражпа кӑларма Чӑваш Ен пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.
Питӗрти Наци литературисен вулавӑшӗнче (вӑл асӑннӑ хулари Пахча урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «Чӑваш литературин каҫӗ» иртӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уяв программи Диана Гаврилова ҫыравҫӑн «Ты лучше всех» (чӑв. Эсӗ пуринчен те лайӑххи) ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланипе пуҫланӗ. Дина Гаврилова пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, вӑл Эстонире пурӑнать. Хӑй Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Унӑн кӗнекисенче тӗп вырӑнта — асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ.
Питӗрти чӑваш шур сухалӗсенчен пӗри, Виталий Золотов, та унта хутшӑнмалла. Литература каҫне хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравӗ те йӗркелӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ Раштав ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. Вӑл «Ачасем асамлӑха ӗненччӗр тесе…» ятлӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ кӗнекесем пухӗҫ.
Сахал тупӑшлӑ тата йышлӑ ҫемьере ӳсекен ачасене энциклопедисем, юмахсемпе калавсен, шкул программине кӗртнӗ хайлавсен пуххисене парнелӗҫ. Ачасене Ҫӗнӗ ҫулта асамлӑх пранелес килет-и? Апла лавккана кайса кӗнекен туянӑр та хулари кирек хӑш вулавӑша йӑтса пырӑр.
Кӗнекесене раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче В.Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра иртекен тӗлпулура парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ачасене уяв программи кӗтет. Эсир те ҫак мероприятие хутшӑнма, хӑвӑр туяннӑ кӗнеке-парнене ачана алӑран тыттарма пултаратӑр.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштавӑн 18-мӗшӗнче 16 сехетре кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ.
«Ҫулӗ пулчӗ тумхахлӑ» ӗҫӗн авторӗ — Петр Андреев радиожурналист, театровед, фольклорист, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ (1977), Н. Гарин-Михайловский литература премийӗн лауреачӗ (2004), Раҫҫей журналистсен союзӗн пайташӗ (1972).
Кӗнекене автор Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне халалланӑ. Ӑна вӑл виҫӗ сыпӑкран йӗркеленӗ. «Пин-пин чӑваш валли» ят панинче театр пуҫланса кайнипе, унӑн репертуарӗпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗшӗнче — артистсемпе, режиссерсемпе, художниксемпе паллаштаракан 50 очерк. «Кӑлтӑр-кӑлтӑр урапа» гастрольсене ҫӳренине каласа кӑтартать. Унта — театр тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳренине аса илнисем.
Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. Хальхинче Александр Савельев-Сасӑн «Сурпанлӑ сурӑх» кун ҫути курнӑ.
Кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Наталья Васильева. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Ӳкерчӗксемпе капӑрлатса илемлетнӗ кӗнекене калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑм пирки ҫапларах хыпарланӑ: ялта пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче унта хуларан ача-пӑча асламӑшӗ-аслашшӗ, кукамӑш-кукашшӗ патне кӑмӑлтан каять. Унтах чӑвашла калаҫса киленме пулать. Чӑваш тумне те унта хаклайӑн. Пӗчӗк Аня сурпанлӑ сурӑх пуррине пӗлсен тӗлӗнет. Анчах патне пырать те сурпан курмасть.
Кӗнекери тепӗр айхлавра ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗршыври паллӑ ҫынсене пӗлмелле.
Ялта епле транспорта усӑ курнипе те паллаштарнӑ.
Чӑваш Енре регионсем хушшинчи «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем) VIII конкурса заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ килес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Чӑваш литературипе кӗнекине хаклакансен конкурсне ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнчен те хутшӑнма ирӗк пур.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекин чи лайӑх хаклавӗ» (унта хутшӑнакансен ӗҫӗ 1-2 страницӑна вырнаҫмалла. Ӑна вырӑсла е чӑвашла ҫырма юрать); «Юратнӑ кӗнекери сӑнарсем» темӑпа чи хитре ӳкерчӗк» (ӳкерчӗк сюжетлӑ пулмалла, ӑна кӗнекерен уҫласа илмелле мар); «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» (хайлава ачан хайӗн хатӗрлемелле. илемлетмелле, компьютер графикипе усӑ курма юрамасть. Кӗнеке калӑпӑшӗ 8 страницӑран иртмелле мар); «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп» (юратнӑ кӗнеке ҫинчен видеоролик йышӑнаҫҫӗ. Вӑл 2 минутран вӑрӑм пулмалла мар). Ӗҫсенче Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине тӗпе хумалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Лев Кадкин ача-пӑча ҫыравҫин черетлӗ кӗнеки пичетленнӗ.
Автора аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ кӗнеке издательствинче. Литература конкурсӗсенче Лев Кадкин кӗнекисем темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. 2009 тата 2015 ҫулсенче унӑн «Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка» сӑвӑсен пуххи тата «Воробьиный юг. Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» юмахӗ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке» конкурсра «Кӗҫӗн шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторӑн «Царевич Комаревич. Вӑрӑм тунасен ҫӗршывӗнче», «Ослиный мост. Ашак кӗперӗ» ятлисене те ачасем юратса вулаҫҫӗ-мӗн.
«Заячьи ботинки. Мулкач пушмакӗ» кӗнекене Лев Кадкин вырӑсла тата чӑвашла пичетленӗ. Сӑвӑсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Кӑларӑма Людмилы Лунц ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла.
Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет.
«Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ.
Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |