Шупашкарта пурӑнакан, Пушкӑртстанра ҫуралнӑ Леонид Андреев-Лесник Николай Ванерккен икӗ кӗнекине цифрӑлаттарса типографире пичетлеттернӗ.
Леонид Андреев хӑй вӑхӑтӗнче колхозра, счетоводра, истори учителӗнче, судьяра ӗҫленӗ. Псевдонима Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинче юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленине кура илнӗ.
Хастар ватӑ темиҫе ҫул ӗнтӗ чӑваш чӗлхин орфографи правилисене тишкерет.
Халӗ унӑн аллинче — Ванерккен 1926 ҫулта пичетленнӗ «Чӑваш чӗлхийӗн орфокрафи словарӗ» тата 1929 ҫулта кун ҫути курнӑ «Чӑвашла ҫырасси (правӗлӑсемпе орфокрафи словарӗ)» кӗнекисем. Цифрӑлаттарма 500 тенкӗ тӳленӗ, икӗ кӗнекене пӗр ҫӗре пухса кӑларма — 750 тенкӗ. Саппас пултӑр тесе икӗ экземплярпа пичетлеттернӗ.
«Хальхи вӑхӑтри орфографи правилисене сӳтсе явнӑ чух Тимухха Хӗветӗрӗн, каярах Ванеркке ятне пуҫласа илтрӗм. Унтан вӗсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланма пуҫларӑм», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Леонид Андреев-Лесник.
Хальхи вӑхӑтри тӗпчевҫӗсенчен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченне Геннадий Дегтярёва хисепленине палӑртать.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Михаил Кондратьевӑн «Чувашская музыка в зеркале параллелей: к проблеме Волго-Уральской музыкальной цивилизации» ӗҫне хӑтлӗҫ.
Монографи авторӗ — искусствоведени докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Кӗнекере Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакан халӑхсен йӑлари кӗввине танлаштарса тӗпченӗ. Ӑна профессор халь ҫеҫ сӑнаман. Вӑл —вуншар ҫул тӗпченӗ ӗҫ.
Михаил Кондратьев Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тутарсен, ҫармӑссен тата ытти халӑхӑн кӗвви-ҫеммине тишкернӗ.
Мероприятие культурӑпа тата ӳнерпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнчи монографи хӑтлавӗ авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Валерий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ статьясем, очерксем, интервьюсем кӗнӗ.
Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, автор хӑйӗнпе калаҫакан ҫынсене юратни-хисеплени сисӗнет.
«Автор паянхи наци культурин аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ», — пӗлтерет Ольга Иванова.
Кӑларӑм виҫӗ сыпӑкран тӑрать. «Шырав сукмакӗ» пая архив докуменчӗсене, ҫынсем каласа панисене, асаилӳсене, ҫырусене тӗпе хурса ҫырнӑ. «Сӑнсем» сыпӑкра чӑваш культурин паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ. Вӗсен йышӗнче — Дмитрий Михлеев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ, Алексей Мажуков композитор, Владимир Бурмистров артист, Михаил Козлов биолог, Борис Чиндыков драматург, Юрий Плющев кинооператор тата фотохудожник тата ыттисем. «Канӑҫа ҫухатнисем» сыпӑкра хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ тӗлӗнтермӗш ҫынсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Максимовӑн «Майра патша парни» хайлавӗ пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, историлле романри ӗҫ-пуҫ Иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче пулса иртет. Атӑл тӑрӑхне ҫитсе курма шут тытнӑ майра патша Улатӑрта хӗсметре тӑракан хӑюллӑ чӑваш каччине, Эпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ Сентиере, куҫ хывать, ӑна хӑйне хураллама службӑна илет.
Тӑлӑх ӳснӗ каччӑран казак, каярах сержант пулса тӑрать, унтан Кӗтерне патша хушнипе ӑна фельдфебель чинӗ панӑ.
Кайран тӗп сӑнар тӑван яла таврӑнать. Унта ӑна хӑйне евӗр шӑпа кӗтет.
Ольга Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, «хайлав хӑвӑрт вуланать, ҫыравҫӑ чӗлхи ансат та пуян. Тӗрлӗ истори событийӗсене автор тӗрлӗ ӳсӗмри вулаканшӑн та ӑнланмалла кӑтартса парать. Патшан вӑл е ку указӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳнине те курӑмлӑн палӑртнӑ».
Историлле романа ҫыравҫӑ 2010-2017 ҫулсенче калӑпланӑ. Кӗнеке редакторӗ – В.Г. Кошкин, ӳнерҫи – А.И. Алексеев, тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисемпе пособийӗсем кун ҫути кӑтартӗ.
Шкулсенче 8-мӗш класра чӑваш чӗлхи вӗренме А.С. Егоровапа Ю.М. Виноградовӑн «Чӑваш чӗлхи» кӗнеки пичетленӗ.
2-мӗш 3-мӗш классем валли Е.В. Енькка «Родной край» вӗренӳ пособийӗ хатӗрленӗ. Кӑларӑмра автор хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енпе, чӑваш тата ытти халӑх культурипе паллаштарать. Кӗнекене вӑл литература страницисемпе пуянлатнӑ.
Вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ ӗҫсенчен «Уроки литературного чтения» методика сӗнӗвне палӑртмалла. Вӑл — Т.В. Артемьевапа О.И. Печникова 1-4-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Литературное чтение» вӗренӳ пособийӗ валли хатӗрленӗскер.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш чӗлхи вӗрентмешкӗн методика кӑларӑмӗсене пичетлеме палӑртнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ Марина Карягинӑн «Ҫӑкӑрпа сахӑр» ятлӑ кӗнеки пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм пирки Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, унта калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Кӑларӑм алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2017 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
«Хайлавсенчи тӗп сӑнарсем – ял ачисем. Кичем ларма вӑхӑт пур тетӗр-и вӗсен? Ак, сӑмахран, «Ӑҫтиҫук» хайлавра Шупашкар йытти, Бонита ятлӑскер, тем мыскари те кӑтартать асли вырӑнне юлнӑ пӗчӗк кил хуҫине: «...Пирвайхи кунах пӗтӗм сӗтел-пукан урисене хӑнтӑр пек кӑшласа пӗтерчӗ... Йӑпӑртлӑха кӑна тухрӑм – пӳрт тулли тӗк вӗҫет, маччаран лӑпӑс-лӑпӑс юр ҫӑвать тейӗн.
Тепӗр хайлавра тата ял ачисем вун пӗрӗн пӗрле пуҫтарӑнса яла куҫса килнӗ учитель ҫемйи патне кайса килме шутлаҫҫӗ – тем тесен те хуларан килнӗскерсен кучченеҫӗ тутлӑрах пулмалла. Ҫавна тутанса пӑхасчӗ тесе васкаҫҫӗ шӑпӑрлансем Аялти каса. «Чуччу сикни» тата «Уяв парни» калавсенчи сӑнарсем ку йывӑрлӑха хӑйне евӗр татса параҫҫӗ. Чи кирли вара – аслисем хирӗҫ ан пулччӑр», — хаклать ӗҫсене Л. Левацкая.
Чӑвашла кӗнеке сутакансен хушшинче конкурс иртет. Вӑл ҫак уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ, шӑп та лӑп ҫулталӑка пырӗ. Сутуҫӑсене хавхалантарас тата наци литературине сутас ӗҫе сарас тӗллевлӗ ӑмӑртӑва Чӑваш кӗнеке издательстви пуҫарнӑ. Конкурс Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнчи оорганизацисем хушшинче иртет.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва виҫӗ номинаципе ирттерӗҫ. Вӗсем ҫаксем: «Лучший пропагандист чувашских национальных книг» (чӑв. Чӑваш наци кӗнекисене халӑхра чяи вӑйлӑ сараканни), «Лидер продаж чувашских национальных книг» (чӑв. Чӑваш наци кӗнекисене чи нумай сутаканни), «Страна детства» (чӑв. Ачалӑх ҫӗршывӗ).
Пӗрремӗш номинацири ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ чух наци литературине сарас тесе епле мероприятисем тата мӗн чухлӗ йӗркеленине шута илӗҫ, иккӗмӗшӗнче — кашни тӑваткал метр пуҫне кӗнеке нумайрах сутнине, виҫҫӗмӗшӗнче — ача-пӑча литературине сарнине.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Позвала муза на север» (чӑв. Чӗнчӗ муза Ҫурҫӗре) кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗн мухтавлӑ ҫыннине, Ҫатра Маркара ҫуралнӑ СССР Художникӗсен союзӗн пайташне, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникне, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн хисеплӗ пайташне Владимир Мешкова халалланӑ.
Мӑнаҫланмалӑх ентеш ҫинчен кӑларнӑ кӗнеке авторӗ — Шупашкар районӗнчи Ишекри тавра пӗлӳ музейӗнче ӗҫленӗ Галина Соловьева. Хӗрарӑм, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вырӑнти шкул директорӗнче те тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Валерий Алексеев редакциленӗ. 1000 экземплярпа пичетленнӗ кӗнекере Владимир Мешков ҫинчен каласа кӑтартнисемпе пӗрлех сӑн ӳкерчӗксем, художник ӑсталанӑ линогравюра ӳкерчӗкӗсемпе иллюстрацисем вырӑн тупнӑ.
Чӑваш Енӗн кӗнеке издательствинче Геннадий Максимов ҫыравҫӑн «Загубленный рай» кӗнеки пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ятне унта пичетленнӗ ҫавӑн ятлӑ повеҫе тӗпе хурса панӑ. Чӑвашла вӑл ӗҫ «Атӑлти хӗрессем» ятлӑччӗ. Ӑна 2014 ҫулта «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекере пичетленӗччӗ. Ҫав ӗҫе хакласа «Хыпар» хаҫатра« Хӑватлӑ Атӑл куҫҫульленчӗ, хӳхлевӗпе тӗнче кисренчӗ» ятпа Олеся Абрамовӑпа Ираида Фоминан тишкерӗвӗ пичетленнӗччӗ. Чӑваш ҫыравҫин ӗҫне вӗсем Валентин Распутинӑн «Прощание с Матерой» хайлавӗпе танлаштарнӑччӗ.
Геннадий Максимовӑн ҫӗнӗ кӗнекине «Тень на белом холсте», «Кулацкий сын» повеҫсем, «Материнский завет», «Правда под слоем пыли» каалвсем кӗнӗ. Маларах Геннадий Максимовӑн «Сталин грамоти», «Ҫӗрӗллӗ хура кушак», «Танец в ночи», «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекесем пичетленнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви РФ Патшалӑх Думин Регионти политика тата Ҫурҫӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Кӗнеке кӑларакансене «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарьне ҫамрӑк ӑру хушшинче сарнишӗн хавхалантарнӑ.
Асӑннӑ кӗнекене Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗ ҫулсерен ирттерекен «Лучшие книги года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнекесем) пӗтӗм Раҫҫейри издательсен конкурсне тӑратнӑ. «ГодЛитературы» сайт хаклавӗ те кӑсӑклӑ. Унтисем пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата ытти наци республикисенчи издательсен колоритлӑ проекчӗсем яланхиллех илем кӳнине» палӑртнӑ.
Аса илтерер, кӗнекене Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |