Шупашкарти коопераци институтӗнче Австри учёнӑйӗн, Хӗвелтухӑҫ Европа специалисчӗн, философи докторӗн Андреас Каппелерӑн «Чуваши. Народ в тени истории» (чӑв. Чӑвашсем. Истори сулхӑнӗнчи халӑх) кӗнеки пичетленнӗ. Кун пирки эпир аслӑ шкулӑн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина Фейсбукра хыпарланичнен пӗлтӗмӗр.
«Die Tschuwaschen. Ein Volk im Schatten der Geschichte» монографи виҫӗ ҫул каялла «Böhlau Verlag» (Кёльн–Вена) издательствӑра нимӗҫле пичетленнӗ. Халӗ унӑн вырӑсла версийӗпе паллашма май пур. Монографие нимӗҫлерен Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисен тата ют ҫӗршыв чӗлхисен кафедрин доценчӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Толстова куҫарнӑ.
Андреас Каппелер 2011 ҫулта Чӑваш Ене килсен эпир маларах асӑннӑ институтра пулнӑ. Унти ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен Леонид Таймасов проректорпа туслашнӑ. Ҫавӑнтанпа аслӑ шкул Австри ӑсчахӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать.