Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашла юмахсене икӗ чӗлхепе пичетленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.07.2019 18:42 | 2077 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхӗнчен пӗри — фольклор. Ӑна кӗнекене пухса кӑларни вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл манӑҫа тухассинчен асӑрханма май парать.

«Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» (Чувашское народное творчество) ярӑм — шӑпах ҫавӑн пек сумлӑ ӗҫсенчен пӗри. Ӑна пухса кӑларакансем чӑваш халӑхӗн пуянлӑхне ытти наци хушшинче те сарас тӗллевлӗ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ фольклора икӗ чӗлхепе 40 томпа кӑларма йышӑннӑ.

«Паттӑр юмахӗсем. Богатырские сказки» кӗнекене пухаканӗ – Н.Г. Ильина, редакторӗ – А.Г. Майорова, ӑслӑлӑх редакторӗ – Г.А. Николаев.

Вулакансем ҫӗнӗ кӑларӑма юратса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑвашла пӗлменнисене те кӑсӑклантармалла. Юмахсене оригинала ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.

#кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #культура, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алибасов // 1335.52.9000
2019.07.09 19:58
"Саманта", "Каҫал ене", "Тӑван ене" (т.ыт.) вырӑсла кӑлараҫҫӗ. Ҫил ӑҫтан вӗрнине чухлатпӑр тесе мухтанаҫҫӗ редакторсем, банкран нумай укҫа илсе чаплӑ хваттершӗн тӳлекенсем. Вӗсемшӗн паян пурӑнса пултӑр. Ку усал чир П. Краснов ертсе пыракан институра та ярса илчӗ, Малашлӑха пӑхмасӑр паянхи кунпа пурӑнкансем кунта та хунаса кайнӑ. Тивӗҫлӗ-и ҫак юлташсем уйӑхсерен 100-шер пин илсе выртма?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем