Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» антологие хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.06.2023 22:59 | 2293 хут пӑхнӑ
Культура
Хӑтлав вӑхӑтӗнче
Хӑтлав вӑхӑтӗнче

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» ятлӑ анлӑ проект шайӗнче пичетленнӗ кӗнекесене хӑтларӗҫ.

Хӑтлава Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Вӑлах ҫак кӗнекесен ярӑмӗ мӗнле ҫурални пирки, ӑна мӗнле сӑлтава пула пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗ.

«Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» мӗнпурӗ ултӑ кӗнеке тухнӑ. Улттӑмӑшӗ, «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ятлӑскер, нумай пулмасть кун ҫути курчӗ. Ҫак кӗнекесене мӗн пӗр тӗвве пӗрлештерет-ха? Вӗсенче кашнинче чӑвашсен хайлавӗсем пичетленнӗ. Поэзире Марина Карягинӑн пултарулӑхӗпе паллашма пулать, драматурги пайӗнче — Арсений Тарасовӑн ӗҫӗпе. Юрий Исаевӑн ӗҫӗсем те ку ярӑмра вырӑн тупнӑ — «Публицистика» ятлӑ томра.

«Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» ярӑмри кашни кӗнеке питӗ хулӑм, пысӑк пахалӑхпа пичетленӗскерсем. Ярӑма Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен наци литературине пулӑшас программӑпа килӗшӳллӗн хатӗрлеҫҫӗ, укҫа-тенкӗ енчен вара Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви нухрат уйӑрать.

#кӗнекесем, #культура, #наци вулавӑшӗ, #хӑтлавсем, #вӗренӳ институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Каллималлин // 2892.60.1040
2023.06.30 19:50
Ю. Исаев антологине кĕме тивĕçле публицист? Ыйтăр кам пĕлет? Çав таранччен выçă пулмалла-ши?
Каллималлин // 2892.60.1040
2023.07.01 17:12
Тÿрлетни: тивĕçлĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем