Кӑркӑстанра чӑваш ҫыравҫин Дмитрий Моисеевӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки автор «ВКонтактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Бишкекра манӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли» кӗнеке кӑркӑсла пичетленсе тухнӑ.
Калавӑмсене темиҫе чӗлхене куҫарса литература журналӗсенче кун ҫути кӑтартнӑ-ха, анчах ку таранччен урӑх чӗлхепе уйрӑм кӗнеке тухманччӗ. Кӑркӑссем калама ҫук пысӑк парне турӗҫ. Хайлавсене кӑркӑсла куҫарнине те эпӗ пӗлнӗ, ҫапах вӗсене кӗнекелесе кӑларасси пирки шухӑшлама та пултарайман», — пӗлтернӗ калем ӑсти.
Куҫаруҫи – кӑркӑс ҫыравҫи, журналисчӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ачасене чӗлхесем вӗрентессипе, тивӗҫлӗ воспитани парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе 100 ытла наука ӗҫӗ ҫырнӑ, 20-е яхӑн учебник хатӗрлесе кӑларнӑ Кыялбек Акматов.