Пӗтӗм тӗнчери ваттисен уявӗ ҫывхарнӑ май Шупашкар хула администрацийӗ акци ирттерет. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче хулари хӑш-пӗр парикмахерскире 100 тенкӗпе ҫӳҫ кастарма май пулӗ. Анчах унта 60 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ йышӑнӗҫ.
Акцие хулари 22 парикмахерски хутшӑнма хатӗр. 100 тенкӗпе ҫӳҫ касас килсен «Алла» парикмахерские ҫитмелле. Унашкаллисем темиҫе адреспа вырнаҫнӑ. Ытти парикмахерски те ваттисен ҫӳҫне 100 тенкӗпе касӗ. Вӗсен списокӗпе сӑнӳкерчӗкре паллашма пултаратӑр.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче «хӗрӳ лини» телефонӗ ӗҫлӗ. Ӑна тӗрлӗ ведомство пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлеттерӗҫ. «Хӗрӳ линие» Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май йӗркеленӗ.
Ваттисен ыйтӑвӗсене тӗрлӗ социаллӑ ведомство: РФ Пенси фончӗн управленийӗн, Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, Медицинӑпа социаллӑ экспертиза тӗп бюровӗн, Медицина обязательнӑй страхованийӗн фончӗн, Социаллӑ страховани фончӗн специалисчӗсем — хуравлӗҫ.
«Хӗрӳ лини» телефон номерӗ — (8352) 39-36-81. Ыйтусене, аса илтерер, ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен йышӑнӗҫ. Шӑнкравлӑр, хӑвӑра хумхантаракан ыйтусене специалистсем пулӑшнипе уҫӑмлатӑр.
Ку шӑматкун республикӑра массӑллӑ мероприяти – «Наци кросӗ» - иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта старта 5 пин ытла ҫын тухнӑ. Спорта юратакансене улшӑнса тӑракан ҫанталӑк та хӑратман. Чылайӑшӗ «Наци кросне» ҫемйипех хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта старта тухнӑ чи аслӑ ҫын 78 ҫулта пулнӑ. 1941 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тухтӑрсенчен справка илсех килнӗ. Кинемей ыттисемпе пӗрле чупнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Черетлӗ ушкӑн авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канӗ. 18 кунлӑх курссшӑн вӗсен пӗр пус та тӳлемелле мар.
«Вега» центрта тӳлевсӗр канма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессине лексе реабилитаци витӗр тухнисен, сусӑрсен, ватлӑхпа пенси илекенсен ирӗк пур. Анчах икӗ ҫулта пӗрре.
Путевка илес тесен Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла. Унта вӗсен заявлени ҫырмалла, паспорт копине илсе каймалла. Тухтӑрсем сывлӑх ҫинчен калакан панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк паракан документ, медицина страхованийӗн полисӗ кирлӗ.
Черет ҫитсен ветерансене «Вега» центра ярӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрринче пурӑнакан Акулина Николаевна Кириллова килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. 82 ҫулти кинемее тӑванӗсем шыраҫҫӗ.
Ватӑскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Вӑл ӑҫта тухса кайнине тӑванӗсем пӗлмеҫҫӗ. Ҫав кун кинемей ҫутӑ кӑвак кӗпе, хура юбка тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ. Урине калуш тӑхӑннӑ.
Акулина Николаевна 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак-симӗс тӗслӗ. Кинемее курнӑ тӑк 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Мария Тимофеевна Галямина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уява тӑванӗсем йышлӑ пухӑннӑ, администраци ӗҫченӗсем те саламлама ҫитнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин юбиляр патне саламлӑ открытка янӑ.
Мария Тимофеевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Ашшӗ вилсен килти чылай ӗҫ ун ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен вӑл йышлӑ ачаран чи аслӑ хӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗр тракториста вӗреннӗ, кайран уй-хирте арҫынсемпе тан ҫак техникӑпа ӗҫленӗ. Вӑл колхозра чылай ҫул вӑй хунӑ.
Мария Галямина ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юбиляр – ӗҫ ветеранӗ.
Шупашкарта «Ваттисем валли - ача пахчи» ӗҫлет. Ватӑ ҫынна е сусӑра килте никампа та хӑварма ҫук-и? Эппин, ӑна ача пахчине илсе кайӑр. Вӑл унта кунӗпе тунсӑхласа лармӗ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кун гимнастика тунинчен е уҫӑ сывлӑшра Скандинави мелӗпе утнинчен пуҫланать. Ватӑсем аталанмалли занятисене хутшӑнаҫҫӗ: тӑмран ӑсталаҫҫӗ, квиллингпа кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ.
Ача пахчинчи пекех вӗсене апат ҫитереҫҫӗ, кӑнтӑрла выртса илме май параҫҫӗ. Ватӑсемпе психолог юнашарах. Кунашкал ача пахчи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта 9 ватӑ ҫӳрет.
Вӑрмарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта фелинотерапи мелӗпе усӑ курма тытӑннӑ. Мӗн-ха ку? Ҫыннӑн чир-чӗрне кушак пулӑшнипе сиплени е профилактика туни.
Ку ӗҫре центрта Василий ятлӑ кушак аҫи пулӑшать. Унти ӗҫченсем каланӑ тӑрӑх, Василий – ватӑ ҫынсен юратнӑ чӗрчунӗ. Ӑна ачашлани, вӑл мӑрлатни е ҫумра пулни лӑплантарать. Депрессипе аптӑракансем те кушак аҫи пулӑшнипе лӑпланаҫҫӗ, ҫынсемпе калаҫма тытӑнаҫҫӗ-мӗн.
Каласа хӑвармалла: фелинотерапи шизофренипе, депрессипе тата ҫакнашкал ытти чирпе нушаланакансене сиплемелли чи лайӑх мелсенчен пӗри шутланать.
Чӑваш Енри тухтӑрсем 99 ҫулти кинемее операци тунӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынна «03» тытӑм пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Кинемейӗн чӗри хытӑ ыратнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем васкавлӑн диагноз лартнӑ та кинемее операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 99 ҫулти ҫынна коронарографи туса ирттернӗ. Ку меслет юн тымарӗ хӑш тӗлте хӗсӗннине палӑртма май парать иккен.
Кинемей чӗринчи хӗсӗк юн тымарне стент лартнӑ. Операцие вырӑнти анестезипе (ыратми тунипе) ирттернӗ.
Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, операци тума ҫул ҫул кансӗрлеменнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ кинемей хӑйне япӑх мар туять, ӑна киле янӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти кинемей ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче Шупашкарти право хуралҫисем патне персе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл 20 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнине евитленӗ.
Ҫав кун вӑл Шупашкарти банксенчен пӗринчи банкоматра укҫа илнӗ. Урама тухса ун патне пӗр арҫын утса пынӑ. Алӑри укҫа тӗркине кӑтартса мул тупнине ӗнентернӗ. Укҫана кинемее те пама хирӗҫ мар-мӗн. Ватӑ ҫын ӗненнӗ те савӑннӑ курӑнать. Палламан арҫынпа вӗсем ҫын ҫӳремен вырӑна пӑрӑннӑ. Ҫав самантра вӗсем патне тепӗр арҫын персе ҫитнӗ. Ҫухалнӑ укҫа унӑн-мӗн. Паллӑ тунӑскер. Кинемее вӑл сумккине кӑтартма ыйтнӑ. Ватти турткалашса тӑман.
Палламан арҫынсенчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кинемей 20 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Ватӑ шухӑшланӑ тӑрӑх, сумкӑна ухтарнӑ хушӑра вӑрӑсенчен пӗри укҫана кӗсьерен кӑларса илме пултарнӑ.
Нумаях пулмасть преступниксене Тутарстанра тытса чарнӑ. Вӗсем ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчен пӗринчен иккен. Ҫынсене унччен те ултанланӑскерсем маларах судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |