Кӗҫнерникун, 14 сехет хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ пуҫтарӑнӗ. Лару уҫӑ мелпе иртӗ, унта кирек кам та пыма пултарать.
Пӑхса тухмалли ыйтусем хушшинче:
1) Каллех Хаяр Йӑван кӳлепи тавра;
2) Пушкӑртстанри Слакпуҫ ҫыннисен экологи ҫырӑвӗ;
3) Конституцие улшӑнусем кӗртесси ҫинчен;
4) Халӑх шутлавӗ (перепиҫ) пире мӗн кӑтартӗ
5) тата ытти ыйтусем.
Ваттисен канашӗ пурне те курма хавас пулӗ!
Йӑлана кӗнӗ «Раҫсей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва кӑҫал каярах вӑхӑта куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Спорт мероприятине нарӑс уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче йӗркелекенччӗ. Анчах юр ҫуманнине пула РФ Спорт министерстви ӑмӑртӑва каярах ирттерме сӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра ӑна хӑҫан йӗркелесси халӗ паллӑ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ҫитес шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, тӑрӗҫ.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршывра 1982 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта ҫӗршыври 1,5 млн ҫын хутшӑннӑ. Йӗлтӗрҫӗсен шучӗпе Тутарстан рекордсмен пулнӑ. Унта старта тӑма 172 пин ҫын регистрациленнӗ. Чӑваш Енре 65 пин ҫын ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫӗршыври чи аслӑ ҫын пӗлтӗр Хусантан пулнӑ. Вӑл — 93 ҫулхи пенсионер. Чӑваш Енре вара чи ваттисем 89 ҫулхи Пимен Петров тата 87 ҫулхи Вера Орлова пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти Пимен Петров 81-мӗш ҫул йӗлтӗрпе ярӑнать. Унӑн йӗлтӗрӗ ахальли мар – совет-финн вӑрҫинче пулса курнӑскер.
Унӑн тӑванӗ ҫав вӑрҫӑра пулнӑ. Амансен яла таврӑннӑ. Вӑрҫӑ хирӗнчен амансан ӑна йӗлтӗрпе илсе тухнӑ. Шӑпах ҫав йӗлтӗре вӑл Пимена парнеленӗ. Тӑванӗ унпа ярӑнма пӗлмен, Пимена мӗн пӗчӗкрен вӗренме хушнӑ.
Шел те, Пименӑн тӑванӗ вӑрҫӑра вилнӗ, арҫын ача вара унӑн парнине куҫ пек упранӑ. Ӑна ҫӗннипе улӑштарма шухӑшламан та.
Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» виҫӗ ҫул хутшӑннӑ, ҫӑпата сырса йӗлтӗр тӑхӑннӑ. Кӑҫал вӑл ҫак йӗлтӗрпе сывпуллашӗ. Социаллӑ центр ҫӑпатапа йӗлтӗре музее пама ыйтнӑ. Ку ытти ватӑ ҫынна спортпа туслашма хавхалантарӗ. Ҫитес ҫул Пимен Петров ҫӗннине туянӗ.
Ҫӗнӗ йӗлтӗр туянсан Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» сахалтан та тепӗр 5 ҫул хутшӑнасшӑн.
Елчӗк районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 10 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли — Тихон Табаков. Вӑл 100 ҫул тултарнӑ.
Тихон Табаков тӑван ялӗнчи чиркӳре чан ҫапса пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, кӑҫатӑ йӑваланӑ.
Юбиляра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Хитре сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Ватӑ ҫын балаллайка тытнӑ, «Катюша» юрра янӑратнӑ.
Тихон Табакова 1942 ҫулта ҫар ретне илнӗ. Вӑл минометчик пулнӑ. Мина ҫывӑхра ӳкни, анчах вӑл ҫурӑлманнипе Елчӗк чӑвашӗ сывӑ юлнӑ. Воронеж патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл.
Ветеран мӑнукӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать. Юбилейпе саламлама пынӑ район пуҫлӑхне вӑл кӑмӑлтан тав тунӑ. Пурне те 100 ҫула ҫитме суннӑ.
Нумаях пулмасть суд рецидивиста каллех йӗплӗ пралук леш енне ӑсатнӑ. Хальхинче 45 ҫулти арҫын 91 ҫулти кинемее мӑшкӑллама тӑнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл ватӑ хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискер кинемейӗн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна мӑшкӑллама тӑнӑ, анчах пултарайман.
Следстви вӑхӑтӗнче тепӗр пулӑм та тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫак арҫын чӳк уйӑхӗнче те тепӗр ялта пурӑнакан ҫын ҫуртне чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ӑна судра икӗ эпизодпа айӑпланӑ. Арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: арҫын пӗтӗмпе тӗрмере 20 ҫул ларса ирттернӗ. Юлашкинчен вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ.
Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типҫырма ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑм килтен тухнӑ та таврӑнман – таҫта ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ара, ҫитменнине, ватӑскер ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать.
Каҫхине кинемее «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр иртнӗ, ватӑскере тупайман-ха.
Ҫур ҫӗр иртни виҫӗ сехет шакканӑ. Йӑлтах шыранӑ ӗнтӗ, вариантсем те юлман. Унччен те пулман – нимеҫӗсем ҫул айккипе пыракан ӗмӗлкене курнӑ. Ку – кинемей иккен! Ӑна киле чӗрӗ-сывӑ илсе ҫитернӗ.
Паян Шупашкарта «Спортивное долголетие» (чӑв. Спортри вӑрӑм ӗмӗр) спартакиада пуҫланнӑ. Унта аслӑ ҫулхисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулланнисен ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви тата Раҫҫей пенсионерсен союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Паянхи ӑмӑртура теннисла выляса ӑмӑртнӑ.
Паянхи ӑмӑрту Шупашкарта иртет. Унта районсемпе хуласенчен 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. «Спартак» спорт шкулӗнче вара шашка-шахмат вылякансем, пурӗ 80 ытла ҫын, пухӑннӑ. Вӗсем те — асли ҫулхисемех. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тӳре-шара саламланӑ, хастарлӑхшӑн ырланӑ.
Спартакиадӑн тепӗр тапхӑрӗсенче пульӑран перес, йӗлтӗрпе ӑмӑртас, ишес, дартс, волейбол, мини-футбол, ҫӑмӑл атлетика тата хутӑш эстафета енӗпе тупӑшассисем пулӗҫ.
Куславкка районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан Тимуршина Эрфия Сабирзяновнӑна пӗр эрне шыраҫҫӗ. 88 ҫути кинемей кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Ҫитменнине, ӑна тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Килтен кайнӑ кун Эрфия Тимуршина мӗн тӑхӑннине хальлӗхе палӑртайман. Хӑйӗнпе пӗрле унӑн хура пӗчӗк сумка пулнӑ.
Кинемей 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ. Ҫак кинемей, тен, ҫул ҫинче машинӑсен видеорегистраторне лекме пултарнӑ, ҫавӑнпа водительсене камерӑсене тепӗр хутчен пӑхма ыйтаҫҫӗ. Ватӑскер пирки хыпар пур тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (800) 700-54-52 е 112.
Пӗлтӗр Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни пирки пӗлернӗччӗ. Анчах ку чылай ҫынна килӗшмест-мӗн. Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗнеҫҫӗ.
«Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тутарстанра тата Пушкартстанра 200 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ку факт ҫак республикӑсенчи чӑваш халӑхӗ патне лайӑх мар хутшӑну йӗркелеме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |