ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланса вӗсене самаях пысӑк укҫа куҫарса панӑ
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе полицейски тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн пухӑннӑ укҫине хурахсенчен хӳтӗлемелли пирки каланӑ. Ку вара ӑна ӗненнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм ҫав ҫынна 700 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 76 ҫулти арҫын машинӑпа ҫула тухнӑ, лавккана кӗнӗ чухне лартса хӑварнӑ. Каялла тухнӑ – вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: ватӑ арҫын ӑна ӑҫта лартса хӑварнине маннӑ.
Полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнчи лавккана кӗнӗ. Унтан тухса хӑйӗн машинине тупайман. Малина хӑйех шыранӑ, кайран полицие кайнӑ.
Машина ӑҫталла кайнине камерӑсем тӑрӑх пӑхнӑ. Анчах маршрут арҫын каласа кӑтартнипе пӗр килмен. Тӑванӗсем те ватӑскер юлашки вӑхӑтра ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑранине каланӑ.
Машинӑна тепӗр кунхине арҫыннӑн ҫуртӗнчен инҫе мар тупнӑ. Вӑл чип-чиперех ларнӑ.
Улатӑр районӗнчи Атратьри психоневрологи интерначӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хысна учрежденийӗ шутланакан психоневрологи интерначӗ ӳлӗмрен интернат-ҫурт пулӗ. Ҫапла вара «психоневрологи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ.
Интернат-ҫуртра 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем тата 18 ҫултан аслӑрах I тата II ушкӑнри инвалидсем пурӑнӗҫ.
«Атратьри интернат-ҫурт» хысна учрежденийӗн учредителӗ — Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви.
Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ онлайн мелпе иртнӗччӗ. Кӑҫал уяв пулӗ, анчах ветерансемсӗр. Кун пири пӗлтернӗччӗ.
Мероприятие хутшӑнакансене пурне те анализ партарӗҫ, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗҫ. Анчах 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене унта чӗнмӗҫ. Вӗсен парада телевизорпа курма тивӗ. Кӑҫал вӑл Республика лапамӗнче иртӗ.
Кӑшӑлвируса пула уяв салючӗ те ямӗҫ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр те пулманччӗ.
Ӗнер Шупашкарти Мир проспектӗнчи 96-мӗш ҫуртра пурӑнакан старик патне палламан ҫынсем килсе вентиляци тасатса пама сӗннӗ. Анчах ку – укҫалла.
Пӗри вентиляцие тасатнӑ вӑхӑтра теприсем, хӗрпе каччӑ, ватӑ ҫынпа килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫи Ихметзянов И.И., пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепейре регистрациленнӗскер.
Вентиляцие тасатнисӗр пуҫне вӗсем таракансене дезинфекциленӗ имӗш, ку тӗллевпе шӑршӑ пӗтерекен хатӗрпе усӑ курнӑ.
Ӗҫшӗн 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах старик алӑ айӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. Лешсем унӑн телефонне илсе укҫана карта ҫине куҫарнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: кусем ултавҫӑсем пулнӑ. Полицие заявлени панӑ ӗнтӗ.
Хусанта пурӑнакан Юрий Варламович Кузнецов Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар поселокне арӑмӗн вилтӑпри ҫине килнӗ те ҫухалнӑ. Килте вӑл виҫӗ кун ҫук ӗнтӗ.
Арҫын ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килнӗ. Тепӗр икӗ кунран тӑванӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Унӑн сывлӑхӗ те хавшакрах, ҫанталӑк та ав лайӑхах мар. Нимеҫӗсем ӑна шырама пуҫланӑ, вӑрмансене, ҫарма-ҫатрана ҫаврӑннӑ, анчах кӑлӑхах.
Тӑванӗсем Юрий Кузнецов ҫухални пирки акан 20-мӗшӗнче каҫхине пӗлтернӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет тӗлне нимеҫӗсем пӗтӗм масара пӑхса ҫаврӑннӑ, арҫын ӑҫталла кайма пултарнине палӑртнӑ.
79 ҫулти арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑл хура куртка, кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председательне Александр Самылкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Кун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.
Александр Петрович 1951 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, 1985 ҫулти Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен, 1996 ҫулта Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Коминтерн ячӗллӗ колхозри колхозникран председателе ҫитнӗ. Унтан райком тытӑмӗнче, районти ҫыхӑну узелӗн пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Республикин Почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ те пулнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ.
«Провинцивиль» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, 1935 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм анкартинче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Хайхискер сарӑмсӑр вилнӗ: ӑнсӑртран такӑннӑ та кӑвайт ҫине ӳкнӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пырса каласа кӑтартнӑ.
60 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер ун ячӗпе такам кредит илнине ӗнентернӗ. Ҫапла тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне тӑтӑшах шӑнкӑравлама, мӗнле операцисем тумаллине ӑнлантарма тытӑннӑ.
Хайхискер вӗсем каланине туса пынӑ, банкомат патне пырса кредит илнӗ 2 миллион тенке лешсем каланӑ номерсем ҫине куҫарса панӑ. Улталани пирки вӑл ҫӗрле ҫеҫ ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ватӑ ҫынсене дистанци мелӗпе ӗҫлеттерӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва паян алӑ пуснӑ. Тата тӗрӗсех каласан, 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ «Чӑваш Республикин территорийӗнче санитарипе эпидемиологи тӑрӑмне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ меӑсем ҫинчен» хушӑва улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ӗҫлекен 65 ҫултан аслӑрах тата чӗре, сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе, диабетпа нушаланакан ҫынсем унччен больница хучӗпе пурӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Шучӗпе ҫавӑн пек. Хушура ҫавӑн пек сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |