Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчи уйрӑмӗн экс-заведующийӗ ют ҫын укҫине кӗсьене чикнӗ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗри ҫу уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 86-ри кинемейӗн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Карточкӑна ӑна упрама панӑ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Судья ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 5 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.