Сывлӑх
![]() Инстаграмри @ csoncheboksarskogoraiona сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ватӑсене ӗнер пневмококран прививка тунӑ. Асӑннӑ бактери тӗрлӗ бактери инфекцийӗсене пуҫарса ярать. Унпа чирлисем пневмонипе (ӳпке шыҫҫи), вӑтам отитпа (хӑлха шыҫҫи), менингитпа, синуситпа тата ытти чирпе аптӑраҫҫӗ. Пневмококк пневмонийӗ пӗчӗк ачасемшӗн тата ваттисемшӗн, ҫавӑн пекех тӗрлӗ амакпа атӑракансемшӗн уйрӑмах хӑрушӑ. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса кинемейсемпе мучисене прививка тутарас тенӗ. «Пирӗншӗн кулянни савӑнтарать», — тенӗ ваттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |