Сывлӑх
![]() tarhany-pni.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнчи Турханти психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртнӑ. Ҫавна интернатра ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансене планпа килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ чух асӑрханӑ. Чир интернатра ӗҫлекен 6 ҫынна ернӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, интернатра ӗҫлекен тата унта пурӑнакан мӗнпур ҫын кӑшӑлвирусран малтан вакцинациленнӗ. Ведомствӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ 6 ҫыннӑн чир палли пулман, вӗсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ. «Интернатра пурӑнакансем хӑйсене аван туяҫҫӗ, вӗсен чир палли сисӗнмест, вӗсене пӳлӗмсем тӑрӑх уйӑрса тухнӑ, столовӑйӗнче вӗсене пӗчӗкшер ушкӑнпа апатлантараҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫчене тата интернатра пурӑнакансене учрежденири тата Патӑрьелти район пульницинчи тухтӑрсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗрен тест ирттерсен чирлисем тупӑнман», – тесе уҫӑмлатнӑ лару-тӑрӑва Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |