Персона
![]() Сергей Карягин. chgtrk.ru сайтран илнӗ скриншот Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Енри паллӑ журналистпа, педагогпа, Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Сергей Карягинпа сывпуллашнӑ. Унӑн ҫывӑх тӑванӗ Марина Карягина тележурналист, драматург, поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сумлӑ ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сергей Афанасьевич Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре 1932 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Канашри учительсем хатӗрлекен институтран, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗнчен, каярах унти вырӑс уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шкулта та ӗҫленӗ, колхозра партком, райком секретарӗ пулнӑ, 1976–2000 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫатра корреспондентра, пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Республикӑри «Астӑвӑм» кӗнекене кӑларас, Патӑрьел районӗн энциклопедине пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Шупашкарти ветерансен «Шанчӑк» халӑх хорне юрлама ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |