Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 97 койка ҫеҫ пушӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче 13 пульницӑра чирлисем валли 1497 койка хатӗрленӗ. Аса илтерер: ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Хулари 2-мӗш пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкар районӗн пульници те халӗ кӑшӑлвируслисене йышӑнать.
Ӗнерхи кун тӗлне стационарта 1400 ҫын сипленнӗ. 363 ҫын хӑйне йывӑр туять. 18 пациент ИВЛпа сывлать.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Сӗрпӳ, Вӑрнар районӗн тӗп пульницисем, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме хатӗр. Вӗсенче 570 койка хатӗрлӗҫ, 18 реанимаци койки пулӗ.