Сывлӑх
![]() thepresentation.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Тӗп хула пульницинче аслисем валли респиратор центрӗ уҫасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫӑнма палӑртнӑ, ӗҫе раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Респиратор центрӗ уҫассине «Паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассин тытӑмне аталантарасси» программӑра пӑхса хӑварнӑ. Документа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну кӗртнӗ. Программӑра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул вӗҫне аслисене паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 10 пӳлӗм ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫав тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Канашри тата Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медцина центрӗсенче, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи тӗп пульницӑсенче ҫавӑн пек тата тепӗр 6 кабинет уҫӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |