Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче пушар пулнӑ. Степан Разин урамӗнчи ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ.
Кунран та хӑрушраххи – унта ҫын вилнӗ. Ҫуртра ватӑ ҫынсем, арӑмӗпе упӑшки, пурӑннӑ. 73 ҫулти хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пушар вырӑнне ҫитнӗ ҫын урама илсе тухнӑ. Упӑшкине вара, 1948 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна, ҫӑлма май килмен. Вӑл пушарта ҫунса вилнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1210 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 52-ӗн суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.