Пӗлтерӳ
![]() Виталий Станьял (80 ҫулхи юбилее палӑртнӑ мероприятире). Николай Плотников тунӑ сӑн Кӑшӑлвируса пула килте ларма тивнӗрен ваттисене самай йывӑр лекет. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулин те пурин патне те ҫавах ӗлкереймеҫҫӗ. Ҫавна май чӑваш хастарӗсем «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцине сӗнӳпе тухрӗҫ — хӑйсен пурнӑҫне чӑвашлӑха аталантарма нумай вӑй хунӑ ватӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине хамӑр ҫине илме. Унашкал ҫынсем пирӗн сахал мар: Владимир Агеев, Николай Карачарский, Виталий Станьял, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, тата ытти, тата ытти паллӑ ҫынсем. Чӑваш халӑх сайчӗ урлӑ вара Виталий Станьяла пулӑшма сӗнчӗҫ. Эпир килӗшрӗмӗр. Ҫавна май нимелле пулӑшу пуҫаратпӑр — эрнекунччен укҫа-тенкӗ пухӑпӑр. Кам пулӑшас тет — 200–300 тенкӗ куҫарсан ҫитӗ тесе шутлатпӑр. Сбербанк картти — 2202 2002 6822 5974. Е редакци номерӗпе куҫарма пулать: +7-905-027-61-37. Куҫарнӑ чухне «Станьяла» тесе палӑртсан аван пулӗччӗ. Хушни: витаминлӑ апат-ҫимӗҫпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Чӑваш наци конгресне ҫитерме пулать. Кам-кам пулӑшнисене ҫак хыпар айӗнче асӑнса тухӑпӑр (ытларах та пухӑнсан, тен, ыттисем валли те пулӑшу парни хатӗрлеме ҫитӗ). Апат-ҫимӗҫ парнипе Виталий Петровича ку эрнекун е шӑматкун тивӗҫтерме шутлатпӑр. Ун пирки ятарлӑ сюжетпа пӗлтерӗпӗр. Пулӑшакансем• Николай Плотников (300 тенкӗ); • Лариса Ивановна М. (200 тенкӗ); • Леонид Порфирьевич П. (307 тенкӗ); • Владимир Геннадьевич Т. (500 тенкӗ); • Зоя Аркадьевна Я. (300 тенкӗ); • Юрий Тимофеевич Т. (300 тенкӗ); • Суварин Вырӑк (700 тенкӗ); • Антонина Васильевна А. (500 тенкӗ); • Эльвира Николаевна К. (200 тенкӗ); • Александр Марсович С. (300 тенкӗ); • Ольга Александровна В. (300 тенкӗ); • Людмила Валериановна Н. (300 тенкӗ); • Валентина Львовна М. (300 тенкӗ); • Наталия Викторовна А. (200 тенкӗ); • Николай Николаевич О. (500 тенкӗ; Станьяла та Теветкеле те манас марччӗ тесе ҫырнӑ); • Оксана Викторовна А. (500 тенкӗ); • Александр Васильевич Б. (500 тенкӗ); • Вячеслав Геннадьевич С. (1000 тенкӗ); • Евгений Алексеевич Н. (200 тенкӗ); • Ольга Николаевна Т. (500 тенкӗ); • Ольга Николаевна А. (300 тенкӗ); • Галина Геннадьевна И. (300 тенкӗ); • Петр Степанович П. (300 тенкӗ); • Юлия Васильевна К. (300 тенкӗ); • Любовь Михайловна П. (300 тенкӗ); • Арсений Алексеевич Т. (500 тенкӗ); • Александр Анатольевич К. (300 тенкӗ); • Галина Ялдра (300 тенкӗ); • Алевтина Геннадьевна Д. (300 тенкӗ); • Татьяна Алексеевна Ш. (200 тенкӗ); • Татьяна Александровна А. (200 тенкӗ); • Луиза Петровна Ш. (300 тенкӗ); • Елизавета Михайловна М. (200 тенкӗ); • Юрий Николаевич И. (500 тенкӗ); • Наталия Вячеславовна Б. (200 тенкӗ); • Владимир Леонидович Б. (500 тенкӗ); • Леонид Валерьевич В (1000 тенкӗ); • Сергей Михайлович К. (300 тенкӗ). Хушни: енчен те ку списокра хӑвӑр курмастӑр пулсан — ҫӳлерех асӑннӑ телефонпа ҫыхӑнӑр. Тен, ӑнсӑртран эсир куҫарнине курмасӑр хӑварӑп, тен, Сбербанк СМС-па пӗлтермесӗр хӑварӗ, тен сирӗн енчен йӑнӑш пулма пултарӗ — кӳренӳ таврашӗ ан тухтӑр тесен сӑлтавне палӑртмасӑр хӑвармалла мар. Хамӑр енчен шантарса каласшӑн: куҫаракансене пурне те кӑтартас тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр (йӑнӑш-мӗн тухсан каҫару ыйтатпӑр). Хушни (24.04.2020): акцие йӗркелекенсене 14 207 тенкӗ куҫарса патӑмӑр (шӑп ҫавӑн чухлӗ пухма май пулчӗ). Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернине уйрӑммӑн хыпарлӑпӑр. Пурне те пысӑк Тав! | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |