Онлайн
Чӑвашлӑх
![]() Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ирӗксӗрех килте ларма тивнӗрен хастарсем пуҫарӑвӗпе Виталий Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫпе пулӑшма тӗв лартрӑмӑр. Пурӗ 11 707 тенкӗ пухӑнчӗ. Апат-ҫимӗҫе вӗсем патне паян ҫитерсе пама пуҫласшӑн. Ку ӗҫ мӗнле пыни пирки онлайн хыпарласа тӑрӑпӑр. Аçтахар Плотников16:24
ru.chuvash.org/news/5095.html — Тимӗр Акташ вырӑсла хыпар ҫырса пачӗ. Аçтахар Плотников14:56
Сӑмах май, ҫак кунсенче тата темиҫе ҫын куҫарса пачӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле сумма 14 207 тенке ҫитрӗ (эрнекунччен ҫеҫ йышӑнатпӑр тесе пулин те ҫавах куҫарусем килеҫҫӗ-ха..). Аçтахар Плотников14:50
![]() Чи малтанах Николай Иванович Егоров патне ҫитнӗ. Пирӗн паллӑ тюрколог хальхи вӑхӑтра чирлекелет. Ҫавна май эпир ӑна сывлӑх сунатпӑр. Аçтахар Плотников14:48
![]() Атнер Петровичпа Николай Иванович патне нимеҫӗсем паян ҫеҫ ҫитме пултарчӗҫ. Ытти кунсенче май пулмарӗ. Сӑнӳкерчӗкре вара паян ҫитернӗ апат-ҫимӗҫе куратӑр. Аçтахар Плотников2020.04.25 21:06
Ыран ҫак акципе Атнер Петрович Хусанкайпа Николай Иванович Егоров патне кайса килме палӑртаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫе ҫитернӗ хыҫҫӑн эпир сире пӗлтерӗпӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 21:01
Сӑмах май, медицина маскипе те тивӗҫтерес шухӑш пурччӗ, анчах шел те аптекӑсенче ку япалана тупма питӗ хӗн. Ахаль перчаткӑсем те ҫук. Юрать-ха Елчӗксен чӑнкӑ ачи Николай пулӑшрӗ, Кушкӑ ялӗнчен. Владимир Агеев патне ҫитме вӑхӑт чылай иртни шӑп ҫавӑнпа ҫыхӑнчӗ — маскӑсем илсе килсе парасса кӗтме тиврӗ. Аçтахар Плотников2020.04.25 20:49
![]() Виталий Станьялпа Праски Витти патне апат-ҫимӗҫ илсе ҫитернӗ вӑхӑтӗнчи тепӗр самант. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫуртрах пурӑнаҫҫӗ. Эпир ҫитнӗ вӑхӑтра Виталий Петрович уҫӑлма тухнӑччӗ — ҫурт картишӗнче хаҫат вуласа ларатчӗ. Кайран вара унтах Праски Виттине тухма чӗнтӗмӗр. Кӑшӑлвируса пула, паллах, ҫурт картишне тирпей-илем кӗртме ӗлкереймен — ҫавна май тавралӑх ытла та ҫуп-ҫаплӑччӗ. Аçтахар Плотников2020.04.25 16:32
Телефонри «Яндекс.Клавиатура» самаях чӑрмав кӳчӗ — хӑш-пӗр сӑмахсене хӑй ӑнланнӑ пек ҫырнӑ.. Аçтахар Плотников2020.04.25 15:50
Пирӗн пакетсем тата та юлчӗҫ. Вӗсене Тимӗр малалла валеҫӗ. Эпӗ вара киле таврӑнатӑп. Аçтахар Плотников2020.04.25 15:21
![]() Чӑваш журналистикин ветеранне — Тимӗр Акташа — апат-ҫимӗҫпе пулӑшас терӗмӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:32
Малалла кайрӑмӑр. Лавккана кӗтӗмӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:12
Праски Виттине кӗтетпӗр. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:09
Ҫиччас Праски Витти тухӗ. Аçтахар Плотников2020.04.25 13:06
Станьял шӑп та лӑп уҫӑлма тухнӑ. Аçтахар Плотников2020.04.25 12:29
Ҫавра сӗтел вӗҫленчӗ. Халь ӗнтӗ ку ӗҫе пурнӑҫлӑпӑр. Аçтахар Плотников2020.04.25 09:33
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе видеоканашлу майӗпе «Язык как средство и фактор сохранения национальной культуры» ҫавра сӗтел иртӗ. Манӑн унта хутшӑнма тивӗ. Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫе ҫав ҫавра-сӗтел хыҫҫӑн илсе ҫитерме палӑртатпӑр. //нимеҫӗсем ытлашшиех тупӑнмаҫҫӗ те хамӑнах ҫак ӗҫе хутшӑнмалла тесе шутлатӑп. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |