РФ Вӗренӳ министерстви 2016 ҫултан пуҫласа 9-мӗш класра ӑс пухакансене вырӑс чӗлхипе математикӑсӑр пуҫне тепӗр икӗ экзамен тыттарасшӑн.
Ведомство хушӑвӗн проектне ҫакнашкал улшӑнусем кӗртнӗ-мӗн. Документа общество ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен сӳтсе явӗ.
Пресс-службӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, ку патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацине (ГИА) 2016 ҫулта паракан шкул ачисене пырса тивет. Унччен вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наталья Третьяк 9-мӗш класра экзаменсен йышне пысӑклатассине пӗлтернӗ. 2016 ҫулта — тӑватӑ, 2018 ҫулта — пилӗк, 2020 ҫултанпа ултӑ экзамен пулмалла-мӗн.
Хальлӗхе 9-мӗш классем икӗ экзамен ҫеҫ тытаҫҫӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен «Часовой Ҫӗнтерӳ Ялавӗ умӗнче» акци малалла пырать. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче рейхстаг ҫийӗн ҫӗкленнӗ ялав копийӗ шкултан-шкула ҫитет. Паянхи кун тӗлне ялав районти пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пулнӑ, унсӑр пуҫне ялава Шупашкарта ирттернӗ Хӗрлӗ Чутайсен ентешлӗхӗн уявне те илсе пычӗҫ.
Акан 30-мӗшӗнче 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи халӑх паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑнмалӑх тӑвас тӗллевпе Штанашри шкул Ҫӗнтерӳ Ялавне Шулю шкулӗнчен йышӑнчӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ шкултан виҫӗ район чиккинче вырнаҫнӑ Штанаш шкулне самаях вӑрӑм ҫулпа ҫитмелле пулчӗ ялавӑн. Шулю вӗренекенӗсем ялава Штанашсене ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ паттӑрсене халалланӑ (ҫав шутра Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Романович Логинов та пур) стенд умӗнче тыттарчӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ линейкӑна тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем Вера Устиновӑпа Виктория Ефремова ертсе пычӗҫ. Шкул директорӗ Парикова Вера Николаевна, акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Зотова Ҫӗнтерӳ ялавӗн историйӗ пирки каласа пачӗҫ, Штанаш ял тӑрӑхӗнчи паттӑрсене аса илчӗҫ.
Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпех канаҫҫӗ. Унта шкул, спорт комплексӗ, культурӑпа спорт керменӗ, вулавӑш, инфраструктурӑн ытти объекчӗсем те пур.
Кӑҫалхи ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен хастар та пултаруллӑ ачасем валли 11 путӗвка уйӑрса панӑ. Ҫавсен хушшинче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен — Юлия Адюкова та пулнӑ. Унта вӑл ака уйӑхӗн тӑршшӗпех канма пултарчӗ. «Орленокра» каннӑ ачасем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырсах ҫӳренӗ.
Кунта кашни кунах тӗрлӗ конкурссем, вӑйӑсем иртнӗ. Маттур та сӑпай Юля яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑртса призлӑ вырӑнсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче те яланхи пекех малти вырӑнсенче пулса тав хучӗпе грамотосене тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрачан пӗрре те алӑ усса ларма вӑхӑт пулман. Уроксем хыҫҫӑн ҫӑмран йӑваласа тӗрлӗрен чӑваш эрешӗсем, чечексем тума вӗренсе сертификат илме пултарнӑ вӑл.
«Ҫӗнтерӳ еткерӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ачасем Мускавра пулса курнӑ. Шупашкар ачисем унта Патшалӑх Думине те ҫитсе курнӑ.
Ачасем ҫакна хула конкурсне янӑ сочиненисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем унта Тӑван ҫӗршшывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Ачасемпе Патшалӑх Думинче экскурси ирттернӗ. Вӗсем депутатсемпе калаҫнӑ, Сӳнмен ҫулӑм патне кайса чечексем хунӑ.
Экскурси парламентпа паллашнинчен пуҫланнӑ. Юлашкинчен вӗсем Алена Аршинова депутатпа курнӑҫнӑ. Ачасем ӑна ыйтусем панӑ. Ытларах вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗресси пӑшӑрхантарнӑ.
Алена Аршинова шкул ачисемпе калаҫнӑ май халӗ ӗҫ рынокӗнче экономистсемпе юристсем ытлашшипех пулнине асӑрхаттарнӑ, урӑх професси суйлама сӗннӗ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрнери 3-мӗш шкулта 1-мӗш класра вӗренекенсем, «Искорки» ҫамрӑк патриотсен шкулне ҫӳрекенсем, Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗ ирттернӗ «Чӑваш культурин еткерӗ» таврапӗлӳ сехетне хутшӑннӑ.
Ачасем Иван Яковлев пирки пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем Константин Иванов пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗпе паллашнӑ. Пӗчӗкскерсем вулавӑш ӗҫченӗ чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки каласа панине тимлӗн итленӗ. Иван Яковлев Чӗмпӗрте шкул уҫнине, унта Константин Иванов вӗреннине пӗлнӗ.
Ачасем «Силпи — поэзи ҫӑлкуҫӗ» электрон хӑтлав урлӑ Ивановӑн Слакпуҫӗнче иртнӗ ачалӑхӗпе, унӑн сӑввисемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ.
Ачасем К.Ивановӑн «Сентти» пуххинчи сӑвӑсене, И.Яковлев пирки вуланӑ. Таврапӗлӳ сехечӗ «Илемлӗ, илемлӗ…» юрӑпа вӗҫленнӗ.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри вӑтам шкул ачисем «Ҫӗнтерӳ пусми» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутӑшнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халлланӑскерӗн тӗллевне унӑн йӗркелӳҫисем ачасемпе ҫамрӑксенче патриотизм туйӑмне ҫирӗплтесси тесе палӑртаҫҫӗ.
Акцие хутшӑнакансен «Ҫӗнтерӳ пусми» валли пир татӑкӗ ҫине ветерансен тӑлӑха юлнӑ арӑмӗсен ячӗсене ҫырасси. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑра ун пеккисем 3 пин ытла ҫын пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ятне асра хӑварас тесе хӑйне евӗр пусма хатӗрлес тенӗ.
Курнавӑш ачисенчен ку акцие 8-мӗш, 10-мӗш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ-мӗн. Кашни ушкӑнах тӑлӑх салтак арӑмӗсем пирки информаци пухнӑ, кайран ӗҫе кӳлӗннӗ. Ватӑсен ячӗсене вӗсем чӑвашла тӗрлесе ҫырнӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗ те хӑйне евӗр конкурс ирттерет. Унта ҫулталӑкри чи лайӑх вулакана тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
Конкурса вулавӑша ҫӳрекенсем пурте хутшӑнӑҫҫӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен Ирина Спиридонова хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑлах «Вулав лидерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ирина Спиридонова вулавӑша кашни эрнере килсе кӗнеке куравӗсемпе паллашать, ҫӗнӗ кӗнекесене алла тытать, журналсемпе кӑсӑкланать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлекен хӗрача вуласа тухнӑ кӗнекесем пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет. Вӑл ҫутҫанталӑк, чӗрчунсем пирки ҫырнӑ кӗнекесене кӑмӑллать-мӗн, фантастикӑпа кӑсӑкланать.
Ирина Спиридоновӑна ЧР Наци вулавӑшӗнче номинацире ҫӗнтернӗшӗн Дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енри шкулта вӗренекен Мая Егорова «Баллада о маленьком сердце» мюзиклта тӗп сӑнара вылӗ. Премьера Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче пулӗ. Пирӗн ентеш суйлав тапхӑрӗсем витӗр тухса ҫӗр-ҫӗр ачаран малта пулма пултарнӑ.
Мая Мускавра иртнӗ «Ылтӑн нота» конкурсра Лара Фабиан репертуарӗнчи Адажио Альбиноние выляни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Жюрире пулнӑ Иосиф Кобзон, Олег Газманов, Алексей Кортнев, Николай Агутин пултаруллӑ ачана тӳрех асӑрханӑ. Музыкӑпа цирк театрӗн элчисем вара ӑна «Баллада о маленьком сердце» ҫӗнӗ мюзикл кастингне йыхравланӑ. Мая Егорова икӗ суйлав витӗр тухнӑ, ҫапла ӑна тӗп роле выляма шаннӑ.
Мюзикл ачасем пирки. Вӗсем ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Майӑн сцена ҫинче 10 сехет 10 ытла юрӑ шӑрантарма тивӗ. Репетици кашни кун пырать.
Мая халӗ Турцире иртекен тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен вокал конкурсне те хутшӑнма хатӗрленет.
Мая 12 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Нумаях пулматсь Елчӗкри Спорт ҫуртӗнче шкул ачисем хушшинче йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва йывӑр атлетика енӗпе республика чемпионӗ пулнӑ Александр Кедрова халалланӑ. Район чысне вӑл 1990–1996-мӗш ҫулсенче ӑнӑҫлӑ хỹтӗленӗ, ҫавӑн чухне республика чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Спорт мастерӗн кандидачӗ. 1996 ҫулта автоаварие пула унӑн кунҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Юлташӗсем Александр Кедрова асӑнса ҫулсерен ака уйӑхӗнче шкул ачисем хушшинче ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Хальхинче турнир ирттерме Альметьевск хулинче тухтӑр пулса тӑрӑшакан С. Карамаликов (вӑл А. Кедровпа пӗр класра вӗреннӗ) укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ.
Командӑсем хушшинче Ҫӗнӗ Пӑвари спортсменсем пуринчен нумай очко пуҫтарса пӗрремӗш приза ҫӗнсе илнӗ. Кивӗ Эйпеҫсем иккӗмӗш, Елчӗкри вӑтам шкул ачисем виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.
Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм маларахах пулса иртнӗ-ха. Акан 15-мӗшӗнче. Анчах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче кун пирки ӗнер хыпарланӑ.
Маларах асӑннӑ ҫав кун РФ Сывлӑх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӳллӗ коллегийӗ иртнӗ. Унӑн вӑхӑтӗнче Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова маттур тухтӑрсенсен пӗрисене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Пысӑк шайри хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Чӑваш Енри тухтӑр та пулнӑ. Ку вӑл — Татьяна Зольникова неонатолог. Татьяна Васильевна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче кӗҫӗн ҫулхисен уйрӑмне ертсе пырать. Сывлӑх сыхлавӗнчи унӑн стажӗ — 37 ҫул. Пысӑк квалификациллӗ тухтӑра «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ят панӑ.Т. Зольникова ача тухтӑрӗ ку ят хӑйшӗн кӗтменлӗх пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |