Хусанта халӑх ташшине юратакансем ҫӗршыв кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Хусан, Чулхула, Мускав, Тӗмен, Самар, Пенза, Шупашкар хулисенчен 15 коллектив пуҫтарӑннӑ.
Тутарсен тӗп хулине пирӗн республикӑри Культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменӗ ҫумӗнчи «Суварята» ташӑ ансамблӗ те ҫитсе килнӗ. Ирина Музыкантова ертсе пыракан коллектив киле сумлӑ парнесемпе таврӑннӑ. «Халӑх ташшин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн» ҫамрӑк артистсен ушкӑнӗ «Халӑх ташши» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тата наци культурин пуянлӑхне упраса хӑварас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ансамбль балетмейстерне, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ Раҫҫейри чи лайӑх 50 ӳнер шкулӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче Мускаври Пысӑк театрта иртнӗ конференцире чысланӑ.
Ҫак ӳнер шкулӗ Акциновсен ячӗпе хисепленет. Чыслава уҫнӑ май РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫуме Владимир Аристархов кӑҫал «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 50 ача-пӑча ӳнер шкулӗ» конкурссене ҫӗршыври 85 регион хутшӑннине палӑртнӑ.
Ҫав кунах Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен ӑсчахсен ҫуртӗнче пултаруллӑ ачасемпе Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу иртнӗ. Унта Тӗп канаш Акциновсем ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорне Владимир Аксёнова пултаруллӑ ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗшӗн «Волонтерская доблесть» орденпа чысланӑ.
Владимир Аксёнов Мускавра иртекен «Раҫҫейри пултаруллӑ ачасем» Пӗтӗм тӗнчери канашлун тулли праваллӑ элчинче 5 ҫул ӗҫлет. Вӑл тӑрӑшнипе пирӗн республикӑра «Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасем» канашлу йӗркеленӗ.
Елчӗк районӗнчи шкулсенче 2015 ҫул Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗсем пулнӑран тӗрлӗрен семинар, уҫӑ урок, конкурс ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче, акӑ, К.В. Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина пулса иртнӗ. Конкурс ыйтӑвӗсене Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова тата Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗпе хисепленекен шкулта ӗҫлекен Антонина Михеева хатӗрленӗ.
Курнавӑш, Чӑваш Тӑрӑм, Тӑрӑм, Елчӗк, Кушкӑ, Хӑвӑлҫырма, Лаш Таяпа, Ҫӗнӗ Пӑва, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсем чи хастар хутшӑннӑ. Викторина ыйтӑвӗсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ: 5–7-мӗш классем, 8–9-мӗш классем, 10–11-мӗш классем валли. 5–7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи нумай балл пухаканни Курнавӑш вӑтам шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекен Иван Смирнов пулнӑ (ертӳҫи — Вера Воронова). 2-3-мӗш вырӑн йышӑнаканӗсем — Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнче вӗренекенсем (ертӳҫи — Галина Малова).
8–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче — Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен Татьяна Перепёлкина (ертӳҫи — Анна Портнова).
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнче чӑваш чӗлхине уроксем хыҫҫӑн вӗрентме тытӑннӑ. «Чӑваш халӑхӗн ҫӑлкуҫӗсем» ят панӑ урок хыҫҫӑнхи занятисене унти Масляногорскри вӑтам пӗлӳ паракан шкулта йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра 15 ытла ача чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланать, ӑна ӑша хывать.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ занятисене шкулта кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче йӗркелесе янине хыпарлать.
Урока 5-мӗш класра вӗренекенсемпе ирттереҫҫӗ. Заняти вӑхӑтӗнче ачасем чӑваш чӗлхипе, культурипе, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ.
Кайран занятисене Новолетники ялӗнчи шкулта та йӗркелесшӗн. Унсӑр пуҫне вырӑна тухса Балаганск, Тайшет, Зима районӗсенчи ачасемпе уроксем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ.
Шкулсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе ачасене паллаштарасси маларах асӑннӑ «Юлташ» автономи пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрет.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче инкек пулнӑ. Унта амӑшӗ хӑйӗн ачине вӗлернӗ.
ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑри ачана вӗлерме пултарнӑ хӗрарӑма, арҫын ача амӑшне, тытса чарнӑ.
Ку пӑтӑмрах юпан 22-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Унран ыйтса пӗлнӗ чухне ҫакӑ ҫиле тухнӑ. Хӗрарӑм ачан сӑмсине тата ҫӑварне аллипе хупласа сывлама паман. Ача пӳлӗнсе вилнӗ.
Хӑй амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чылай вӑхӑт макӑрнӑ, лӑпланайман. Ку ӗҫе следстви органӗсем тӗплӗ тишкерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Кам чапа кӑларӗ района?» ятпа интернет-конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма кирек кам та: ватти те, вӗтти те — пултарать. Конкурс материалӗсене хаҫатӑн ҫӗнӗ сайтӗнче — вӑл www.respublika21.ru ятлӑ — вырнаҫтарӗҫ. Конкурса хутшӑнакансенчен халь пурӑнакан мухтавлӑ ҫынсем: ҫыравҫӑсем, литераторсем, вӗрентекенсем, музыкҫӑсем, ӑсчахсем, ҫар ҫыннисем, фермерсем, агрономсем тата ыттисем — пирки ҫырса кӑтартма юрать.
Конкурс материалӗсене А4 форматпа, Times New Roman шрифтпа, 12-мӗш виҫепе икӗ страницӑран ытла ҫырмалла мар. Фото ӳкерчӗк ярса парсан та аван. Ҫырусене кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен respublika-21@yandex.ru адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса уҫӑ онлайн-сасӑлавпа кашни районтан уйрӑмшар палӑртӗҫ. Чи лайӑх материалсене хаҫатра пичетлӗҫ.
Халӗ ӗлӗкхи пек мар: 5 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесем — сайра тӗслӗх. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара нумаях пулмасть Милена ятла хӗрача кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьери 9-мӗш ача.
Павловсен ҫемйинче пиллӗкмӗш хӗрача ҫуралнӑ. Ыттисем — арҫын ачасем. Милена иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Милена 5 килограма яхан ҫуралнӑ. 57 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ вӑл — чӑн-чӑн пӑхаттир.
ЗАГС ӗҫченӗсем Герман Германовичпа Лариса Леонидовнӑна ачасене воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ. Ашшӗ вара ыттисен вӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.
Шупашкарти «Калейдоскоп» ача пахчи лицензисӗрех ӗҫленӗ. Инкек пулмасан телей пулмастчӗ теҫҫӗ те, те ҫавӑн пек каламалла ӗнтӗ. Ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманни пирки унӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ.
2014 ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ ача пахчи вӗренӳ тата ача правине хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккунсене кӑнттаммӑн пӑснӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ. Пуринчен ытла тӗлӗнтерекенни — ача пахчин ӗҫлеме ирӗк (лицензи) те пулман-мӗн.
Тӳре-шаран чӗлхипе каласа каяс килменрен кӑлтӑксене кунта асӑнса тӑмӑпӑр. Маларах каланӑ икӗ ҫулхи ача ахальтен аманнӑ. Ҫав инкек хыҫҫӑн та ача пахчинче тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ туман. Ача-пӑча лаптӑкӗнче ӳксе ыраттарасран ятарлӑ сий сарман. Унта икӗ ҫулхисене выляма юрӑхсӑр япаласем пулнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ тӑрӑх надзор органӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн яваплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ача пахчи лицензи илме хутсем тӑратнӑ.
19 ҫулти амӑшӗ, ачине вӗлернӗскер, суд сакки ҫине ларӗ. Ку кӑҫал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ. Пӗр ялта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм туалетра сывӑ ача ҫуратнӑ. Унтан пӗчӗкскере кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ те туалет шӑтӑкне пенӗ.
Ача кӑштахран вилнӗ. Тепӗртакран амӑшӗ унӑн виллине кӑларса чавса чикнӗ. Ачана темиҫе кунтан тупнӑ. Хӗрарӑм ача вилӗ ҫуралнине ӗнентернӗ. Анчах экспертиза вӑл сывӑ пулнине палӑртнӑ.
Халӗ следстви вӗҫленнӗ. Материалсене суда ярса панӑ. Аса илтерер: кун пекки Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пулнӑччӗ. Унта 24-ри хӗрарӑм тин ҫуратнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ.
Ачасем плитапа усӑ курма, салат хатӗрлеме, кукӑль пӗҫерме вӗренеҫҫӗ. Ку Шупашкарти 169-мӗш ача пахчинче.
Мастерскойне аслисем валли пекех хатӗрленӗ. Унта ҫӳрекенсем 4 ҫултах салат валли турама, бутербродсем хатӗрлеме, кукӑль таврашӗ пӗҫерме пӗлеҫҫӗ. Ачасем хӑйсем те рецептсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ача пахчин рецепт кӗнекисене те кӗреҫҫӗ.
Ачасем кунта ҫӗҫӗ таврашне мӗнле тытмаллине те вӗренеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине, тӗпелте хӑйсене мӗнле тытмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем.
7-ри Карина Васильева ача пахчинче бутерброд тума вӗреннӗ те унпа килтисене те хӑналанӑ. Халӗ вӑл аслисене тӗпелте ытларах пулӑшма тӑрӑшать.
Кунашкал мастерскойсем Шупашкарти тепӗр тӑватӑ ача пахчинче тунӑ. Ку вӗсене ӑсталӑхне аталантарма пулӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |