Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫамрӑк темелле ун пирки. Вӑл ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть «Раҫҫейри пултаруллӑ ҫынсем» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ.
Инна Иванова Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче оркестр уйрӑмӗнче вӗренет. Инна флейта калать. Унӑн халӗ Чӑваш Ен чысне Мускавра хӳтӗлеме тивӗ.
Палӑртса хӑварар: проекта пӗтӗм Раҫҫейри виҫӗ конкурс кӗнӗ. Вӗсем — «Раҫҫейри пултаруллӑ ҫынсем», «Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх вӗрентекен», «50 ӳнер шкулӗ». Ӑна культура тата ӳнер учрежденийӗсене, пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех Чӑваш Ене теплоход ҫитмелле. Ахальли мар. Унпа Раҫҫейри паллӑ медицина центрӗсенчи тухтӑрсем ҫитӗҫ.
Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чарӑнӗ. Вӗсем йывӑр чирпе аптӑракан 170 ачана пӑхӗҫ. Хӑшӗ тухтӑр патне лекӗ? Вӗсене суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсем пурте йывӑр чирлеҫҫӗ.
Тухтӑрсем чӗре, куҫ, пӳре, ӳпке, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптӑракан, хусканупа тӗрев енчен сывӑ мар тата ытти чирпе нушаланакан ачасен пӑхӗҫ.
Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Сывлӑх хумӗ» акци Раҫҫейре кӑҫал вуннӑмӗш хут иртет. Шупашкарта вара – пиллӗкмӗш хут. Унччен вӑл 2006, 2007, 2008 тата 2011 ҫулсенче иртнӗ.
«Сывлӑх хумӗ» ҫурлан 31-мӗшӗнче старт илӗ, «Чулхула – Хусан – Сарӑту – Самар – Чӗмпӗр – Шупашкар – Чулхула» маршрутпа кайӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ.
Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Канашри 8-мӗш ача пахчинче паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ ушкӑн уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хулари тӳре-шара пынӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Димитриева — тӗпрен юсаса уҫнӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа саламлама хавас иккенне палӑртнӑ. «Сирӗн ачӑрсене кунта хӑтлӑ та меллӗ пулать. Шкул ҫулӗчченхи пӗлӗве илме кунта мӗнпур услови пур кунта», — тенӗ хула тӳре-шари.
Пӗр-пӗр объекта уҫнӑ чух уншӑн тав тӑвакансем яланах тупӑнаҫҫӗ те, Канашра та ун пеккисем пулнӑ. Воспитательсемпе ашшӗ-амӑшӗ хула администрацийӗ ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти пекех хӑнасем ҫӗнӗ ушкӑна кӗрсе пӑхнӑ. Ачасем вара ҫӗнӗ теттесемпе паллашнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра канашсем шӑпӑрлансем валли тата виҫӗ ушкӑн уҫасса пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (23)
Кашни хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлать: пӗрисем хӗрсе тыр-пул пуҫтараҫҫӗ, теприсем юрласа ташлаҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр — совет самани вӑхӑтӗнчи йӑлана аса илсе агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх ҫӳрени пирки. Вӗсем халӗ республикӑри мӗнпур районтах хастарланчӗҫ темелле.
Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем те ҫуллахи кун килте лармаҫҫӗ, механизаторсемпе ытти уй-хир ӗҫченӗ вӑй хунӑ ҫӗре ҫитсе ташласа та юрласа кӑтартаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем «Дружба» (чӑв. Туслӑх) хуҫалӑхри ӗҫченсем патне ҫитнӗ. Аслисемпе пӗрлех ачасем те тыр-пул выракансене тата ӑна пуҫтарса кӗртекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Концерт хыҫҫӑн механизаторсем кӑмӑллӑ юлни пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене вӗсем йӑл кулӑпа хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе пулнӑ 46 инкеке шута илнӗ. Пӗр ача, шел те, вилнӗ. Суранланакансем вара нумай. Шел те, статистика кӑтартӑвӗсем лӑплантармаҫҫӗ.
Каникул вӗҫленсен инкексем тата нумайланаҫҫӗ. Ҫавна май нумаях пулмасть Шупашкар администрацийӗнче ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсене мӗнле чакармаллине сӳтсе явнӑ.
Водительсем ачасем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх — 24. Ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта та шӑпӑрлансене таптаҫҫӗ. Кун пекки 10 тӗслӗх пулнӑ. Ҫуртсен картишӗнче те ачасем урапа айне лекеҫҫӗ. Ун пек 3 тӗслӗхе шута илнӗ.
Ытти тӗслӗхсенче аварисем ачасен айӑпӗпе пулнӑ. Вӗсем юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ, светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне утаҫҫӗ, велосипедпа ҫул хӗррипе пыраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ятарлӑ урапара ларкӑчсӑр илсе ҫӳрени те сайра тӗслӗх мар. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Вӗсен ачисене те хӑрушсӑрлӑх пирки ӑнлантармалла.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури вӗренӳ тытӑмӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫул ҫитмен ача хулари пӗр шкулта вӗреннӗ. Анчах вӑл шкула ҫӳреме пӑрахнине пӗлӳ ҫурчӗн администрацийӗ ниҫта та пӗлтермен.
Ача ҫав шкулта пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ. Шкул администрацийӗ ача асламӑшӗпе пурӑннине, унӑн ашшӗ-амӑшӗ тепӗр хулара ӗҫленине пӗлнӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне тата унӑн докуменчӗсене шкултан тепӗр хулана илсе кайнӑ. Анчах 2 ҫул вӗсем ачине шкула вырнаҫтарман. Асламӑшӗ саккунлӑ представитель те мар. Ача вара унпа пурӑннӑ, шкула ҫӳремен. Шкул администрацийӗ ҫакна пӗлсе кун пирки опекӑпа попечительлӗх органне пӗлтермен.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ.
ПТРК тата «Русфонд» чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Вӑрнарта пурӑнакан Ваня Латухина та пулӑшу кирлӗ. Ача сахӑр диабечӗпе аптӑрать. «Русфонд» помпа лартмашкӑн укҫа уйӑрнӑ. Анчах укҫа татах кирлӗ, малалла сипленме.
Ваня сахӑр шайне 4 ҫул тӗрӗслесех тӑрать. Вӑл 13-ре чухне чирлеме тытӑннӑ. Ача пӗр самантрах начарланнӑ, ӳчӗ шуралнӑ. Малтанах сахӑр шайне тытса пынӑ-ха, анчах ача ӳснӗҫемӗн чир те вӑйлӑрах аталаннӑ. Ваня хӑйне укол тума хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Кунне 10 укол таранах тума лекнӗ.
Латухинсем «Русфондран» пӗлтӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем туяннӑ аппаратпа ача юнри сахӑр шайне тытса пырать. Халӗ Ваня хастартарах, спортпа та туслашнӑ.
Помпа терапине малалла тӑсмалла. Ун валли материалсем темиҫе уйӑхлӑха ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем 136 пин тенкӗ ытла тӑраҫҫӗ. Ҫемьешӗн ку укҫа пысӑк. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 101 157 тенкӗ пухӗҫ. 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ваньӑна пулӑшма май пур: 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе СМС-ҫыру ямалла.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ачалӑха сыхлакан уйрӑмӑн «хӗрӳ лини» телефонӗ ҫине 19 шӑнкӑрав килнӗ. Кусем 25 ачана пырса тивнӗ.
Сисчӗвленнӗ ҫынсем ҫак телефонпа шӑнкӑравласа аслисем ачисене тивӗҫлипе воспитани паманни, хӑйсене хаяррӑн тытни пирки каласа панӑ. Паллах, ведомство айккинче юлман, вырӑна ҫитсе тӗрӗслене.
Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 ҫемьене шута илнӗ. 5 ачана медицина учрежденине сипленме янӑ. 1 шӑпӑрлана опекӑна илнӗ, 2 ачана социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫемьене сыхласа хӑварас тӗллевпе ӗҫченсем 22 ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, 19 шӑнкӑравран 9-шӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен пулнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем (2), управляющи компанийӗсем (2), медицина учрежденийӗсем (3) ачасем йывӑрлӑхра пулнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд 13 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Вӑл 2013-мӗш, 2014-мӗш ҫулсенче темиҫе хутчен те хӑйӗн хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнӑ. Лешӗ ун чухне 5 ҫулта пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчи тӗслӗхӗнче арҫын хӗрӗнкӗ пулнине палӑртать РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
Ҫакӑн пек ирсӗрленекен ашшӗ килте никам ҫуккипе усӑ курнӑ е арӑмӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ чух хӑйсен тӑван ачи ҫумне ҫыпӑҫса ҫӳренӗ. Ашшӗ тӑван хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнине унӑн арӑмӗн хӗр-тусӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ирсӗрлӗх ҫиеле тухнӑ.
Психиатрсем арҫын сывлӑхне тӗрӗсленӗ те унӑн пӗчӗк хӗрачасем ҫумне ҫулӑхас йӑла пуррине асӑрханӑ. Ҫавна кура арҫыннӑн колонире айӑплава ирттернипе пӗрлех психиатр патӗнче сипленме тивӗ. Кун пек йышӑнӑва та суд кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| «Колхозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |