Кӳкеҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ӳкерӳ ӳнерӗн тата прикладной ӑсталӑх енӗпе ирттернӗ «Хӗллехи фантази» конкурса хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурине халалласа йӗркеленӗскере шкулсенче, ача-пӑча пултарулӑх студийӗсенче, ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче, ялсенчи клубсенче тата вулавӑшсенче ӑсталӑха туптакан арҫын ачасемпе хӗрачасем — пурӗ 800-е яхӑн — хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри маттур ачасем те унта хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Чӑн та, республика шайӗнчи конкурса хутшӑнни вӗсен сая кайман. Ҫӗнтернинчен ытла хутшӑнни паха теҫҫӗ те, ӳкерӳ ӳнерӗ енӗпе конкурса хутшӑннӑ Кӳкеҫ ачисем апла кӑна лӑпланман. Роза Иванова преподаватель пӗлтернӗ тӑрӑх, Карина Максимова тата Анна Рябинина ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ, дипломсене тивӗҫнӗ.