Элӗк районӗнчи шкулсенчен пӗринче вӗренекен 8-мӗш класс ачи 800 килограмм сиплӗ курӑк пухнӑ. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Чӑвашпотребсоюз ертӳҫипе ку хыпара илтессишӗн кӑна курнӑҫман-ха.
Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура республикӑри потребсоюз ӗҫ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх Чӑвашпотребсоюза шанать.
Чӑн та, пӗлтӗр ӗҫ кӑтартӑвне 3 процент ӳстернӗ. Ял халӑхӗ потребсоюза хӑй туса илекен тавара та сутать. Пӗлтӗр ял ҫыннисенчен 658 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗрлӗ эмел курӑкӗ те пухаҫҫӗ. Элӗк районӗнче пурӑнакан 8-мӗш класра вӗренекен 800 кг сиплӗ курӑк пуҫтарнӑ, уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Унти тата тепӗр шкул ачи 300 кг эмел курӑкӗ пухса 9 пин тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Ҫак районтах пурӑнакан ватӑ типӗтнӗ сиплӗ курӑк 1 тонна пухса 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.