Муркаш районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти ачасене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ автобус панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитета иртнӗ ҫул 4 шкула автобус килнӗ, кӑҫал — 20.
Районтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобусшӑн ку тӑрӑхри 58 шкул ачипе шкул ҫулне ҫитмен 30 ача хытах хавасланнӑ. Автобус уҫҫине шкул директорне Л.Н. Кудашована Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи В.И. Петров панӑ. Ачасем хӑтлӑ условире вӗренччӗр, шкулсем ҫӗнелччӗр тесе республикӑра нумай тунине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: республикӑри 336 шкул автобусӗ 651 маршрутпа ҫӳрет, 1135 ялти 12 пин ачана турттарать.
Шупашкарти ача пахчисен хушшинче «Юр эерешӗсем» конкурс ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене паян палӑртӗҫ.
Конкурса хутшӑнакан ача пахчисене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ: пӳлӗме илемлетесси, чӳречесене хитрелетесси тата тӗслӗ иллюминаци.
Ача пахчисем тӑрӑшни куҫкӗрет. 89-мӗш ача пахчи ав «Хӗл Мучи патшалӑхӗ» туса лартнӑ. Чӑн-чӑн юмаха лекнӗнех туйӑнать. Унта ачасем кӗтекен Хӗл Мучи те пур. Вӑл кашни кун шӑпӑрлансен ҫырӑвне йышӑнать. Ачасем хаваспах унӑн ещӗкне ҫыру яраҫҫӗ. Шурсухал вара вӗсене вулать.
Уяв кунӗсенче унӑн алӑкӗ уҫӑ пулӗ. Ачасем унта воспитательпе е ашшӗ-амӑшӗпе килеҫҫӗ. Ку ача пахчине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех капӑрлатма тытӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье хваттерте газпа наркӑмӑшланнӑ. Тӑватӑ ҫынна, ҫав шутра кӑкӑр ачине те, пульницӑна илсе килнӗ.
Гагарин урамӗнче пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кил хуҫи 22 сехетре васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӑл хваттерте газ шӑрши кӗнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене йывӑр пулнине пӗлтернӗ.
Тухтӑрсем темиҫе минутран ҫитнӗ. Анчах хваттере кӗреймен. Вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ арҫын алӑка уҫайман – икӗ уйӑхри ачине йӑтнӑскер тӑнне ҫухатнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрнӗ. Шалта кил хуҫипе арӑмӗ тата 10-ри ывӑлӗпе 2 уйӑхри ачи тӑнсӑр выртнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Ача-пӑча юмаха, тӗлӗнтермӗш пулӑмсене, асамлӑ патака ӗненет те, республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ачасене савӑнтарас тенӗ. Ведомствӑра ӗҫлекенсен тӗпренчӗкӗсене киле ҫитсех Хӗл Мучипе Юр Пике саламланӑ, парне тыттарнӑ, елка тавра тӑрса ҫаврӑннӑ.
Тӗлӗнтермӗш хӑнасем килессине маларах аслисем систернӗрен ачасем капӑрлансах кӗтсе илнӗ. Хӑшӗсем Хӗл Мучипе Юр Пикене шикленерех йышӑннӑ-ха, парнине те хӑрасарах тытнӑ. Нумайӑшӗ вара вӗсемпе пӗрле елка тавра ҫаврӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑ каланӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ юмахри паттӑрсем ачасене парне панипе пӗрлех аслисене — ашшӗ-амӑшне — итлеме, шкулта тӑрӑшса та лайӑх вӗренме, маттур ача пулма ырӑ суннӑ, таса та ҫирӗп сывлӑх пиллесе сывпуллашнӑ.
Ача чухне вӑл ҫар летчикӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах шӑпа ӑна педагогикӑна илсе килнӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче вӑл 60 ҫул тултарнӑ. Сӑмахӑм — Шупашкарти кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пирки.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралса ӳснӗскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван ял шкулӗнче директор та пулнӑ, хӑй вӗреннӗ университетра преподавательте тӑрӑшнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Профессор. 2007 ҫултанпа кооператив институтӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.
Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, асӑннӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен Эрбина Никитина Чӑваш халӑх сайчӗ валли унпа хатӗрленӗ интервьюра Таймасовӑн пур енлӗ кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра проректор аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмесен те чӑваш чӗлхипе культурин пӳлӗмне упраса хӑварнине пӗлтернӗ. Тата проректор Валерий Андреев ректорпа тата ялтан килнӗ ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫма юратнине палӑртнӑ. Аслӑ шкул программинчен чӑваш чӗлхине кӑлӑхах кӑларса пӑрахнӑ тесе шухӑшлать Леонид Таймасов.
Кӑҫалхи вунпӗр уйӑхра пирӗ республикӑра ҫемье ҫавӑрас шухӑшлисем пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 22,7 процент сахалланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ вара чакман — 2,3 процент нумайланнӑ.
Туй кӗрлеттерекенсем сахалланнӑран-ши, ача ҫуратакансем те йышлӑ мар: ҫемьене ҫӗн кайӑк килесси кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 3,4 процент чакнӑ. 11 уйӑхра 15169 пепке ҫуралнӑ. Ку шутран 37,1% — ҫемьери пӗрремӗш ача, 45,2% – иккӗмӗш, 13,4% – виҫҫӗмӗш.
Маларах ялта ытларах ҫурататчӗҫ пулсан, халӗ апла мар: 10147 ача хулара ҫуралнӑ, ыттисем — ялта. Ача йышлӑ ҫуратакансем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Канаш хулинче тата Патӑрьел районӗнче. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав районӗсенче йыш хушма васкамаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачине тивӗҫлӗ воспитани паманни пирки сайтра унччен ҫырса кӑтартнӑччӗ. Халӗ ҫав хӗрарӑм суд умӗнче явап тытнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ӑна ирӗкрен хӑтармасӑр 3 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2014 ҫултанпа 27-ри хӗрарӑм ачине тивӗҫлипе пӑхман. Ачан пурӑнмалли условисем япӑх пулнӑ. 2010 ҫулта ҫуралнӑ ачана амӑшӗ хӗненӗ те. Пӗчӗк сӑлтав тупӑнсанах амӑшӗ ӑна патакпа, телефон заряд тумалли шнурпа, вӗлтӗренпе ҫапнӑ.
Хӗрарӑм эрех ӗҫме кайнӑ чухне ачана килте питӗрсе хӑварнӑ. Пӗррехинче амӑшӗ пӗчӗкскере вӑрмана шашлӑк пӗҫернӗ ҫӗре илсе кайнӑ. Хайхискер ывӑлне унта манса хӑварнӑ. Арҫын ача аташса кайнӑ, ҫапах киле каймалли ҫула шыраса тупнӑ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шупашкарта «Письмо Деду Морозу» (чӑв. Хӗл Мучи патне ҫырнӑ ҫыру) пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасенчен 1 пин ытла ҫыру ҫитнӗ. Ҫав шутра ӳкерчӗксем, открыткӑсем, эссесем, юмахсем, сӑвӑсем ҫитнӗ.
Конкурса йӗркелекенсем тата хаклакансем асӑрханӑ тӑрӑх, ачасем хаклӑ парнесене сахалтарах ыйтаҫҫӗ. Вӗсем гаджетсемпе тетте пирки те питех ӗмӗтленмеҫҫӗ. Кунта, паллах, ҫак япаласене вӗсене ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те витӗм кӳрет пулӗ-ха. Пӗчӗкскерсем арлан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ, шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсемлӗ пуласшӑн, унчченхине вӑрланӑ хыҫҫӑн класс валли ҫӗнӗ мечӗк туянасшӑн.
Хальхи ачасем ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ валли сывлӑх тата тӗнчере мир пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ. 13 ҫулти пӗр хӗрача вара арҫын шухӑшлавӗ пирки тӗмсӗлет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Курчаткинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейболла вылянӑ.
Депутат ачасем умӗнче тухса каланӑ чухне спортӑн ҫак енӗ кӑсӑклӑ та нумай енлӗ вӑйӑ пулнине палӑртнӑ. Унти кӑтарту ушкӑнри кашни ҫын епле вылянинчен килет.
Николай Курчаткин парламентари парнине ҫӗнсе илессишӗн ултӑ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Вӗсем пурте вӑййа лайӑх хатӗрленнӗ. Ҫапах та Кӑнарти вӑтам шкулти ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул команди тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Опытный поселокри волейболистсем.
Муниципалитетри ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Кӑнар шкулӗнч волейболистсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигинче ӑсталӑха кӑтартӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |