Шупашкарти полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Надежда Столярова ҫухалнӑранпа вӑхӑт самаях иртнӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе курман.
Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен хӑй тӗллӗн туха тарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ӑҫта пулине халӗ те пӗлмеҫҫӗ.
Надежда Столярова 16 ҫулти пек курӑнать. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран. Вӑл кӗрен куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрачана курсанах ШӖМе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман.
Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ.
Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ачасем тата унта ӗҫлекенсем наркӑмӑшланнӑччӗ. 88 ача тата аслисенчен 29 ҫын хӑйне япӑх туйма тытӑннӑччӗ. Кӑнтӑрла вӗсем хӗрлӗ кӑшман салачӗ тата пӗҫернӗ чӑх какайӗнчен хатӗрленӗ суфле ҫинӗ хыҫҫӑн япӑх туйма пуҫланӑ.
Ача пахчинче тӗрӗслев пуҫланнӑ хыҫҫӑн шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденине пӗр вӑхӑтлӑха хупса шӑпӑрлансене урӑх пахчана янӑччӗ.
Халӗ 40-мӗш ача пахчин заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе суд иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑснине пула ҫынсем йышлӑ чирленӗшӗн тата наркӑмӑшланнӑшӑн айӑпланнӑ: ертсе пыракан ӗҫре унӑн икӗ ҫул тӑрӑшма юрамӗ.
Шупашкар районӗнче пневамтика пӑшалӗнчен перессипе иртнӗ ӑмӑртура ача шар курнӑ. Ку ӗҫе халӗ следовательсем тишкереҫҫӗ.
Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ пӑтӑрмах Хыркасси ялӗнче пулнӑ. Шар кураканни — шкулта вӗренекен арҫын ача.
Арҫын ачасене апатланмӑша сӗтел илме янӑ. Унта вара тепӗр шкул хӗрачисем пневматика пӑшалӗнчен пеме вӗреннӗ. Пуля шӑпах пиллекмӗш класра вӗренекен арҫын ачана лекнӗ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ вӑл шкула ҫӳремест. Пӗрле вӗренекен тусӗсем ӑна манмаҫҫӗ — часрах сывалма сунса ҫырнӑ ҫырӑва ашшӗ-амӑшӗ урлӑ парса янӑ.
Шупашкарти следовательсем 8 ҫулти хӗрачана антарса хӑварнӑ маршрутка водительне тӗрӗслеҫҫӗ. Ача билетшӑн карттӑпа тӳленӗшӗн кӑларса янӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехет те 45 минутра пулнӑ. Вӑл «Чернышевски урамӗ» чарӑнура 60-мӗш маршруткӑна ларнӑ, музыка шкулне ҫитме тӗллевленнӗ.
Анчах хӗрачан ҫумра укҫа мар, карточка ҫеҫ пулнӑ. Водителӗн вара унпа усӑ курмалли хатӗр пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тепӗр чарӑнура антарса хӑварнӑ. Следовательсем водитель тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Аса илтерер: республикӑри общество транспортӗнче карточкӑпа тӳлемелли терминалсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен лартмалла пулнӑ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата «Русфонд» пӗрлехи акцие малалла тӑсать. Вӗсем чирлӗ ачасене операци тумашкӑн укҫа пухма пулӑшаҫҫӗ. 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырса ямалла. Куншӑн 75 тенкӗ илеҫҫӗ. Ку укҫа чирлӗ ачасене сыватмашкӑн кайӗ.
3-ри Лерӑна пулӑшу кирлӗ. Вӑл ури ҫинче тӑраймасть. Амӑшӗ ӑна йывӑррӑн ҫуратнӑ. Ача тӳрех кӑшкӑрса яман. Унӑн чӗри аран тапнӑ. Лерӑна реанимацие вырнаҫтарнӑ, унта вал 3 эрне выртнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пуҫ мимине юн нумай кайнӑ.
6 уйӑхчен вӑл йӗркеллех аталаннӑ. Кайран ҫаврӑнма, пуҫне ҫӗклеме пӑрахнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех тухтӑрсем патне чупнӑ. Диагноза тӳрех лартман. ДЦП… Ҫакна каярахпа ҫеҫ пӗлнӗ. Ачана Шупашкарта, Хусанта сипленӗ. Анчах витӗмӗ сахал. Лерӑна сиплев кирлӗ. Ку вара хаклӑ — 199620 тенкӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кун пек укҫа ҫук. «Коммерсант» хаҫат тата «Русфонд» 168620 тенкӗ пухӗ. Тепӗр 31 пин тенкӗ ҫитмест. 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырни Лерӑна сывалма пулӑшӗ.
«Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен клубӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ) чӑваш чӗлхи вӗрентнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗренӳре «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗн Александр Блиновӑн «Кала-ха» пособийӗпе усӑ кураҫҫӗ. «Хавал» вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнине те эпир пӗлтернӗччӗ.
«Контактра» ушкӑнра «Кала-ха» ушкӑн ҫырни тӑрӑх халӗ тепӗр хыпар пӗлтӗмӗр. 1-мӗш классен хатӗрленӳ вӗренӳ пособийӗ валли Word текст формачӗпе чӑвашла-вырӑсла словарь хатӗрленӗ. Унта кӗнекере тӗл пулакан мӗн пур сӑмаха кӗртнӗ. Чӑвашла-вырӑсла словарье 1-мӗш гимназири чӑваш чӗлхи вӗрентекен Нина Леонтьева хатӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла-чӑвашла словарь те тухмалла.
Чӑваш Енре ОБЖ (вырӑсла аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ тенине пӗлтерет) учителӗсен квалификацине ӳстерттересшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Владимир Васильев сӗннӗ.
Вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствин пайташӗсемпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парассипе тата ҫынсене ҫар службине хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Юрий Васильев пирӗн республикӑра юнармеецсен юхӑмӗсен «Зарница» тата «Орленок» вӑййисене ирттересси ҫур ӗмӗре яхӑн татӑлманнине палӑртнӑ. Республикӑри пысӑк тӳре-шара пулнӑ май вӑл Республикӑри вӗренӳ институтӗнче ОБЖ учителӗсем валли курс уҫма хушса каланӑ. «Ӗҫе кӑҫалах тытӑнмалла», — тенӗ вӑл.
Грипп тата ОРВи анлӑ сарӑлнӑ май Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкул карантина хупӑннӑ. Кун пирки Ропотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13–19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 6 306 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Вӗсен 60 проценчӗ — 18 ҫул тултарман ачасем.
Кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш эрнинче 200 чирлӗ ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Чирлекенсен йышӗ нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Шупашкарти 2 шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 шкулта темиҫе класс вӑхӑтлӑха вӗренмест, Муркаш районӗнчи 1 ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |