Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ача чуччупа ярӑннӑ чухне лачакана путса ларнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 23.11.2017 19:04 | 990 хут пӑхнӑ
Хулара

Чӑваш Енри Халӑх фрончӗн пресс-служби акӑ мӗн пӗлтерет: Ҫӗрпӳ хулинче ача лачака ӑшне путса ларнӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман, пулӑшу кирлӗ пулнӑ.

Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем «Хулари хӑтлӑха тӑвасси» программа мӗнле пурнӑҫланнине тӗрӗсленӗ, Ҫӗрпӳре пулнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫуртсен картишӗнче лачакара путса ларнӑ. Вӑл чуччупа ярӑннӑ-мӗн.

Чуччупа ярӑнмалли вырӑнта торфпа хура тӑпра пулнӑ. Вӗсене подрядчик кӳрсе килнӗ, газон тума палӑртнӑ. Анчах ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра подрядчик ӗҫ вырӑнне карта тытса ҫавӑрман.

Лачакана путса ларнӑ арҫын ачана ашшӗ туртса кӑларнӑ. Ачан атти лачакарах ларса юлнӑ. Ҫакна айккинче ҫынсем сӑнаса тӑнӑ.

#халӑх фрончӗ, #ачасем, #Ҫӗрпӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46082
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ ача виллине тупнӑ
2017, 06, 22
Настя Осиповӑна 23-ри арҫын вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ
2017, 06, 22
11 ҫулти Настя Осиповӑпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ
2017, 06, 23
Ту хысакӗ ҫине хӑпарассипе тупӑшнӑ
2017, 11, 13
11-ти Настя Осиповӑна вӗлернӗ ҫынна суд тӑвӗҫ
2017, 11, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org