РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов хатӗрленӗ саккун проектне кӗҫех пӑхса тухӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, 14 ҫул тултарман ачасен халӑх тетелӗнче регистрациленме юрамасть, регистрациленекен ҫынран паспорт ыйтмалла. Питӗ лайӑх шухӑш ку. Атту халӗ ачасем шкула кайнӑ-кайман халӑх тетелӗнче ларма тытӑнаҫҫӗ. Ку кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрланне те халӑх тетелӗнче регистрацилет, лешӗ лайӑх ҫырма-вулама хӑнӑхиччен унӑн ятӗнчен хӑйсемех лараҫҫӗ.
Саккун проектӗнче пӗр ҫын ятӗнчен темиҫе страница уҫма юраманнине те палӑртнӑ. Ҫакна та ырламалла. Халӗ ҫынсем урӑх ятпа регистрациленсе лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче вара халӗ темӗнле ушкӑн та, темӗнле ҫын та пур. Суя ятран ҫынсен пуҫне минретекенсем сахал-им вара? ИГИЛа та (ӑна Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ) ҫамрӑксене халӑх тетелӗ урлӑ илӗртнӗ тӗслӗх нумай пулнӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксен пуҫне минретекен ушкӑн та сахал мар. Нумаях пулмасть «Контактра» халӑх тетелӗнче «Синий кит» вӑйӑ анлӑ сарӑлнӑ. Унти ушкӑнра тӑракан ачасемпе ҫамрӑксем ку вӑййа выляса анраҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Хӗрарӑм ачине пульницӑра хӑварнӑ. Хӑй килсе те курмасть. Пациентсем ача шӑпишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.
Ултӑ уйӑхри ача пульницӑра виҫӗ уйӑх выртать ӗнтӗ. Унӑн амӑшӗ тухса тарнӑ та килсе те курӑнман. Пульницӑра выртакан хӗрарӑмсем пӗчӗкскер ҫине пӑхса шеллеҫҫӗ. Вӗсен чунӗ ыратать.
Пульница ӗҫченӗсем ачана пӑхаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ. Амӑшӗ килсе курӑнмасан пӗчӗкскере урӑх ҫемье хӑйӗн хӳттине илӗ. Ҫакна тума хатӗр ҫемьесем хулара пур.
Хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва судра пӑхса тухмалла. Хальлӗхе ача пульницӑрах юлать, ӑна унта лайӑх пӑхаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн преподавателӗсене ал вылявӗн чӗлхине вӗрентесшӗн. Сурдокуҫару чӗлхи вӗсене студентсемпе ӗҫлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аслӑ шкулӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисен кафедрин преподавателӗ Надежда Сергеева психолог «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, ку проекта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хута ярас шухӑш пур. Япӑх илтекен ачасем йышлӑн вӗренме кӗрсен вӗсемпе ӗҫлеме пултармалла. Аслӑ шкулта хӑлха илтмен ачасем валли аппаратура пур-ха, ҫапах та ял хуҫалӑх академийӗ унпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Хӑлха начар илтекен ачасене вӗренме мӗнпур услови туса парасшӑн.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче аслӑ шкулта «Я слышу тебя» (чӑв. Эпӗ сана илтетӗп) проект хута янӑ. Унӑн пӗрремӗш занятине чечек ҫыххи хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх класӗ евӗр йӗркеленӗ.
Ку инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 18 сехетре пулнӑ. Унта пӗчӗк ача путса вилнӗ.
Ачасем Пӑла юханшывӗ хӗрринче вылянӑ. 2015 ҫулта ҫуралнӑ ача шыва ӳкнӗ те путнӑ. Ачасен прависене хӳтӗлӗкен уполномоченнӑй аппаратӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Следстви комитечӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗри ача 5-ри тата 6-ри аппӑшӗсемпе пӗрле юханшыв хӗрринче вылянӑ. Пӗчӗкскер ҫыран хӗррине пынӑ та шуса ӳкнӗ, путса вилнӗ. Унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Вӑл 14 ҫул тултарман ачасене халӑх тетелӗнче регистрациленме чарасшӑн.
Ку проект хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсене те, тӗнче тетелӗнче митинг пирки хыпар саракансене те пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче регистрациленнӗ чухне паспорт ыйтмалла. 14 ҫул тултарман ачасене регистрациленӗшӗн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле.
Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, халӑх тетелӗнче темиҫе страница уҫма ирӗк парсан та сайт хуҫине ҫак штрафах кӗтет. Регистрациленекен ҫын та 3-5 пин тенкӗ тӳлеме пултарать.
14 ҫул тултарнӑ ачасене те пырса тивет ку саккун. Вӗсен киревсӗр сӑмахсем ҫыракан сообществӑсенче тӑма юрамасть. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн 1,5-2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Саккун проектӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитнӗ ҫынсен вара ӗҫ вӑхӑтӗнче халӑх тетелӗнче ларма юрамасть. Саккуна йышӑнсан вӑл 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнчи А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулне Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗнче тума пуҫлӗҫ. Ку хыпара ӗнер иртнӗ Правительство ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев пӗлтернӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри кадет корпусне малтанласа республика хысни шучӗпе тума пуҫлӗҫ. Унта укҫана ытти ҫӑлкуҫран уйӑрасса шанаҫҫӗ. Юрий Исаев Правительство канашлӑвӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи пулӑшнипе «Ренова» компанин ушкӑнӗсен директорсен канашӗн председателӗпе Виктор Вексельбергпа калаҫса татӑлма май килнӗ.
Шкула 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Строительствӑшӑн яваплисем халӗ проект хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.
2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын килте пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. «Киккирикне» хӗртнӗскер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа тата ҫул ҫитмен ачипе хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрача тесе пӑхса тӑман — ӑна питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Мухмӑрлӑ арҫын тепӗр кунхине те лӑпланман: каллех кӑшкӑрашма тытӑннӑ, хӗрарӑмпа ачине урама кӑларса янӑ. Ӑҫта каймалла? Хӗрарӑм полици уйрӑмне ҫитнӗ, арҫын пуҫтахланнине, ачине ҫапнине каласа кӑтартнӑ.
Кил хуҫине полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унтан таврӑнсан вӑл каллех хӗрарӑмпа ачине хӗненӗ.
Пуҫтахланнӑшӑн арҫыннӑн юсанмалли ӗҫре 1 ҫул тӑрӑшма тивӗ. Шалӑвӗн 10 процентне патшалӑх хыснине тытса юлӗҫ.
Тӳре-шара шкулсенче ачасене хускану тума сӗнеҫҫӗ. Ку ыйтӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Ҫавӑн пекех ларура шкул ачисене вӗри апат ҫитересси пирки те калаҫнӑ. Пуҫлӑхсем ачасене каллех хускану тутарма тытӑнассине ырланӑ. Тӳре-шара шӑпарлансене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарасшӑн.
Паллӑ ӗнтӗ: шкул ачисем вӑхӑта ытларах ларса ирттереҫҫӗ. Тухтӑрсен шухӑшӗпе, шӑпах ҫакна пула хускану ачасемшӗн питӗ усӑллӑ пулӗ. Ку шӑпӑрлансен сывлӑхне ҫирӗплетӗ, нерв, юн тымарӗсемпе чӗре ӗҫ-хӗлне лайӑхлатӗ.
Ҫапла ларура чиновниксем пӗр шухӑш патне килсе тухнӑ: шкулта ачасене хускану тутармаллах. Правительство председателӗ Иван Моторин ҫулталӑк вӗҫӗнче ку хушӑва епле пурнӑҫланине тӗрӗслемеллине каланӑ.
Тӗмен облаҫӗнчи Горьковка тата Солобаево вӑтам шкулӗсенче педагогсем валли чӑвашла семинарсем иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров педагог пулнӑ. Вӗсене вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» наци ассоциацийӗ Чӑваш культурин кунӗсене йыхравланӑ.
Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тем тӗрлӗ мероприяти ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чӑваш юрри-ташшиллӗ уяв йӗркелесшӗн. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫасшӑн. Ун чухнех наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхтармашкӑн май туса парасшӑн. Ака уйӑхен 15-мӗшӗнче Тобольскра Никита Бичуринӑн асӑну хӑмине уҫасшӑн. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ман тӑван ен» фотоконкурса пӗтӗмлетесшӗн.
Чӑваш Енри вӗрентекенсен семинарӗ Чӑваш культурин кунӗсене уҫакан мероприяти тесе хакламалла. Унта чӑваш мар ачасене ют халӑх культурипе, кунта сӑмах чӑвашсем пирки пырать, епле кӑсӑклантармалли ҫинчен калаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |