Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Унччен вӑл «Ҫамрӑк юлан утҫӑ» кун ҫути кӑтартнӑ.
Михаил Николаевич унччен чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. Нумай пулмасть вӑл ачасем валли калавсем ҫырма пуҫланӑ. Унӑн черетлӗ ӗҫӗ «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – 500 экземпляр. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗ.
Ара Мишшин ҫӗнӗ кӗнекинчи калавсен теп сӑнарӗ — Настя. Пӗрремӗш класа ҫӳрекенскер тӑван ҫӗршыва юратма тата историе хисеплеме вӗренет. Унпа пӗрлех ачан тантӑшӗсем те ҫавна хӑнӑхаҫҫӗ. Маттур ача тӑмран тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать, художество шкулне тата ташӑ кружокне ҫӳрет. «Тӗрлӗ халӑхлӑ класс. Многонациональный класс» калав, тӗслӗхрен, ачасене ытти халӑх культурине хисеплеме вӗрентет. Ытти калава те пӗчӗккисем кӑмӑлласса шанать автор.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑсри шкулта Владимир Иванов аслӑ мичман хӑнара пулнӑ. Асӑннӑ шкулти Александра Ермошкина «Тантӑш» хаҫатӑн паянхи номерӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, унта шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫӗ, «ачасем те ҫакнашкал самантсене кӑмӑллаҫҫӗ».
Ҫак кунсенче хӑнара пулнӑ ҫар ҫынни 6-мӗш кадет класӗпе тӗл пулу ирттернӗ. Малтан вӑл хӑй ачалӑхне аса илнӗ, унтан ҫарти пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
Владимир Валерьевич ялти шкул хыҫҫӑн Шупашкарти техникумра вӗреннӗ. Салтак атти тӑхӑннӑ хыҫҫӑн Лӑпкӑ океан флотӗнче пограничниксен чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. Кайран контракт мелӗпе ҫавӑнтах службӑра юлнӑ. Аслӑ мичманпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн шкулти хӑш-пӗр ача-пӑча пурнӑҫне хӗсметпе ҫыхӑнтарас ӗмӗтлине палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем.
Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ. Анчах ватӑ ҫын пӗчӗк ача пекех-ҫке-ха вӑл, унран пӗр самантлӑха та куҫ вӗҫертмелле мар. Пенси самаях илетчӗ. Пенси валеҫмелли кун ҫитсен ачи-пӑчи «чӗрӗлсе» тӑрать. Пурне те укҫа кирлӗ. Пӗр мӑнукӗ килсе макӑрать: «Пирӗн кредит тӳлемелле, укҫа ҫитмест». Тепри пырса йӑлӑнать. Ҫапла ватӑскерӗн укҫине пайласа пӗтеретчӗҫ.
Пӗррехинче ветеран арпашӑнса кайнӑ та килтен тухса утнӑ. Темиҫе кун шырарӗҫ ӑна. Ҫуркуннеччӗ, кӑштах сивӗрехчӗ. «Ватӑ, таҫта шӑнса вилчӗ пуль», — калаҫкаларӗҫ ялта.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки кӗнекесене ачасене вуласа панӑ. Пӗтӗм тӗнчери вулав акцине Шупашкар та хутшӑннӑ.
Ку акцие Самар облаҫӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗ пуҫарнӑ. «Ачасене вӑрҫӑ пирки вуласа паратпӑр» акци тӗнче шайне куҫнӑ. Ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш хут иртнӗ.
Шупашкарта ку акцие сакӑр вулавӑш хутшӑннӑ. Ачасене вӑрҫӑ литературипе паллаштарма Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Общество палати сӗннӗ.
Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Анатолий Митяевӑн «Мешок овсянки», Сергей Алексеевӑн «Ни шагу назад» калавӗсене вуласа кӑтартнӑ. Вӗсене Зинаида Паршагина тата Никита Бурашников вуланӑ.
Ытти вулавӑшра ачасене Лев Кассилӗн, Валерий Воскобойниковӑн, Юрий Яковлевӑн хайлавӗсемпе паллаштарнӑ.
Раҫҫейре «Георги хӑйӑвӗ» акци пынине, ӑна Шупашкар урамӗсенче те валеҫнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп хулара пурӑнакан ҫынсене тата хӑнасене кӑвакарчӑн та панӑ.
Паллах, чӗрӗ кайӑк тыттарман. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем вӗсене хӑйсем хатӗрленӗ. Тӑнӑҫлӑха, ырӑлӑха кӑтартакан кайӑксене ачасем урамра валеҫнӗ.
Ачасем аслисене тӑнӑҫлӑха упрамаллине аса илтерсе акцие тухнӑ. Хутран касса кӑларнӑ кӑвакарчӑнсене вӗсем иртен-ҫӳрене парнеленӗ. Пӗчӗкскерсем троллейбуса кӗрсе пассажирсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ, хӑйсен парнине тыттарнӑ.
Акцие ача пахчинчи ултӑ ушкӑнри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 200 яхӑн кӑвакарчӑн валеҫнӗ.
Кӑҫал шкул умӗнхи ачасен парадне чылаййӑн хутшӑннӑ. Ку – рекорд. Унта 111 ача пахчинчи 2 пине яхӑн шӑпӑрлан пуҫтарӑннӑ.
Ачасем вӑй-хал культурин инструкторӗпе пӗр уйӑх репетици ирттернӗ, ҫурӑма тӳрӗ тытма, стройпа утма вӗреннӗ. Хӗрлӗ тӳремри парада килмешкӗн конкурс витӗр тухма тивнӗ. Унта чи ӗҫченнисем, маттуррисем лекнӗ.
Ачасем парада питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унта кашнинех хутшӑнас килнӗ. Ҫанталӑк питех хитре пулман, анчах ачасен кӑмӑлне ку пӑсман. Вӗсем ҫирӗппӗн пусса тӳрӗ утма тӑрӑшнӑ.
Шӑпӑрлансем МЧС, гусар, моряк тумӗсене тӑхӑннӑ. Чылайӑшӗ парада пӗрремӗш хут тухнӑ. Пӗчӗк салтаксене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Парадра стройпа ача пахчинчи шӑпӑрлансем кӑна мар, шкул ачисем те утнӑ.
Чи пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. Нумаях пулмасть СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ.
Пӗрремӗш тапхӑр вырӑнти шкулсенче, культура учрежденийӗсенче иртнӗ. Унтан ачасем районпа хула шайӗнче тупӑшнӑ. Кӑҫал пӗрремӗш тапхӑра 1 пин ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкара финала вара 168 шӑпӑрлана чӗннӗ.
Чи малтан чи пӗчӗккисем сцена ҫине тухнӑ. Хӑшӗ-пӗри тин кӑна калаҫма вӗреннӗ. Ачасем сӑвӑ е калав сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Конкурсра вырӑсла хайлавсене те вулама юрать, анчах чылайӑшӗ чӑвашла сӑвӑ каланӑ.
Чи аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ — Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи Ольга Архипова. Палӑрмалла: ҫак конкурса Владимир Григорьев пуҫарса янӑ. Ӑмӑртӑва килнӗ кашни ача, ҫамрӑк Вера Кузьминапа сӑн ӳкерӗннӗ.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн укҫа парассине пӑрахӑҫланӑччӗ. Халӗ вара Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «О ежемесячной денежной поддержке семьям в случае рождения (усыновления) третьего ребенка или последующих детей» (чӑв. Ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан (усрава илсен) уйӑхсерен укҫан пулӑшасси ҫинчен) текен документ вырнаҫтарнӑ иккен. Вӑл ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртекен ЧР Патшалӑх Канашӗн сессине халалланӑ баннерта тӑнине «Ҫыхӑнура» портал асӑрханӑ.
Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, уйӑхсерен паракан укҫана 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнисене пепке виҫӗ ҫула ҫитиччен памалла.
Саккуна йышӑннипе йышӑнманнине чӑваш парламенчӗн черетлӗ сессийӗ хыҫҫӑн пӗлӗпӗр.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта тӑлӑх ачасене хваттерпе тивӗҫтерес ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов паянхи куна республикӑра ашшӗ-амӑшӗнчен тӑлӑха юлнӑ 1953 ача хваттер черетӗнче тӑнине пӗлтернӗ, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 121,4 млн тенкӗ тӑкаклама пӑхса хӑварнине каланӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – финанс министрӗ Светлана Енилина тӑлӑх ачасенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсемсӗр юлнине, 75 проценчӗ социаллӑ тӑлӑх шутланнине асӑнса хӑварнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ~«~нумай ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пепкисене усрасшӑн мар пӑрахса кайни сисӗнет». «Ачасен пуласлӑхӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӗсен хӑйсен пепкисемшӗн ытларах пӑшӑрханмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Тӗлли-паллисӗр ҫухалса ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗсем тата ҫитменнине эрех-сӑра ӗҫсе алхасакансем шӑпах та ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнме чӑрмав кӳреҫҫӗ тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ~~», — тесе ҫырнӑ официаллӑ порталта.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ паян хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чысларӗҫ.
Маттур ачасене тата вӗсене видео хатӗрлеме пулӑшакансене Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи тата «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пуҫараканӗ Владимир Андреев, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвком членӗ Геронтий Никифоров, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш халах сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников, Чӑваш ен наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова тата ыттисем чысларӗҫ.
Жюри пайташӗсем хакланӑ тӑрӑх «Чӑваш халӑх сӑввисем» номинацире Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Демьянова Вероника ҫӗнтернӗ, вӑйӑ номинацийӗнче вара — Муркашри «Путене» ача пахчине ҫӳрекен ачасем. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансем питӗ нумай пулни пирки каласа хӑвармалла, ку номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ӳсӗмпе хакланӑ. Чи кӗҫӗннисен хушшинче Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Молодов Алексей мала тухнӑ, 7–10 ҫултисем хушшинче Смирнова Елена ҫӗнтернӗ, аслӑраххисем хушшинче вара Канаш районӗнчи Катек вӑтам шкулӗнче вӗренекен Васильева Елизавета ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |