Элӗк районӗнчи пӗр вӗрентекен ачана ҫӳҫрен туртнӑ, ҫапнӑ тата тӗксе янӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 7-мӗш класри ача тӗлӗшпе тунӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Вӗрентекен 2016 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 14-мӗшӗччен ача йӗркене пӑснӑшӑн ӑна ҫӳҫрен туртнӑ, хӑлхинчен ҫапнӑ. Унтан вӑл ӑна тӗксе янӑ, лешӗ шкап ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗрентекен ачана тытнӑ та чӗркуҫҫипе хырӑмӗнчен тапнӑ, сылтӑм аллине пӑрнӑ. Вӗренекен урайне ӳкнӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Вӗрентекен хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ачасем суяҫҫӗ. Анчах шалӑп ҫыраканни вӗрентекен ҫак ӗҫсене тунине ӗнентернӗ.
Суд ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫын педагогика ӗҫӗнче 2 ҫул вӑй хураймӗ.
Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ шкулта ачана пневматика пӑшалӗнчен персе амантнине унччен хыпарланӑччӗ. Арҫын ачана ун чухне пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӑна халӗ пульницӑран кӑларнӑ. Анчах кӗлеткинчи пульлине тухтӑрсем хальлӗхе кӑларма шикленеҫҫӗ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ аяк пӗрчи хушшипе кайса ӳпкине шӑтарнӑ, юн тымарӗ патӗнче, чӗре ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӑларма хӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хальлӗхе ачана операци туни сиен кӳме пултарать.
Аса илтерер: 3-мӗш класс ачине апатланмӑшра амантнӑ. Вӑл унта сӗтел илме кӗнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ.
Белгород облаҫӗнчи 10 ҫулти ача пилӗк шӑпӑрлана ҫӑлнӑ. Вӗсене пӗчӗкскер ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑ. Вунӑ ҫулти хӗрача хӑтарнисем — унӑн виҫӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкӗ.
Пушар тухнӑ пӳртре ҫемье ултӑ ачапа пурӑннӑ. Ҫурта газ кӗртмен пирки ӑна вутӑ хутса ӑшӑтнӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ачасен амӑшӗ вӑрман касма кайнӑ. Ҫемьери аслӑ ачана, 10 ҫулти хӗр пӗрчӗке, кӗҫӗннисене пӑхма хушса хӑварнӑ. Кухньӑра пушар тухсан хӗрача ҫулӑма шыв сапса сӳнтерме пӑхнӑ. Ӗҫ тухманнине ӑнлансан вӑл шӑллӗ-йӑмӑкне ҫӑлма шут тытнӑ. Вӗсене вӑл чӳречерен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӑларнӑ. Кантӑка вӑл аллипе ҫапса ватнӑ. Пурне те кӑларса пӗтернӗ вӑхӑтра ун патне кӳршисем чупса пынине асӑрханӑ. Ҫав самантра ача тӑн ҫухатнӑ.
Шел пулин те, ҫулӑмра пӳрт, сӗтел-пукан, япаласемпе хутсем кӗлленнӗ. Пушар электропӑралукран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре 14 ҫулти хӗрачана шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен тухса тарнӑ пулнӑ.
Телее, хӗрача тупӑннӑ. Ӑна центра йӗркеллех илсе ҫитернӗ, вӑл сывӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнисене тишкерес тӗк, Надежда Столярова ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен пӗрре кӑна мар тухса тарнӑ.
Аса илтерер: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, центрта пурӑнакан хӗрача иртнӗ ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тупнӑ.
Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.
Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ.
Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ.
Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.
«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.
Кӑҫал Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче инфекци пульници хута ярӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпусӑн проектне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ инфекци пульнцинче 56 пациент валли вырӑн пулӗ. Сӑмах май, паян Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче шӑпӑрлансем валли 140 вырӑнлӑ стационар ӗҫлет.
Иртнӗ ҫул инфекци стационарне пулӑшу ыйтса килекенсен йышӗ 16 процент ӳснӗ. Пациентсенчен ытларахӑшӗ унта ӑнсӑртран лекет. Чылайӑшӗ – пӗчӗк ача. Вӗсенчен 43,7 проценчӗ – ҫулталӑк тултарман ачасем.
Шупашкарти полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Надежда Столярова ҫухалнӑранпа вӑхӑт самаях иртнӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе курман.
Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен хӑй тӗллӗн туха тарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ӑҫта пулине халӗ те пӗлмеҫҫӗ.
Надежда Столярова 16 ҫулти пек курӑнать. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран. Вӑл кӗрен куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрачана курсанах ШӖМе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман.
Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ.
Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ачасем тата унта ӗҫлекенсем наркӑмӑшланнӑччӗ. 88 ача тата аслисенчен 29 ҫын хӑйне япӑх туйма тытӑннӑччӗ. Кӑнтӑрла вӗсем хӗрлӗ кӑшман салачӗ тата пӗҫернӗ чӑх какайӗнчен хатӗрленӗ суфле ҫинӗ хыҫҫӑн япӑх туйма пуҫланӑ.
Ача пахчинче тӗрӗслев пуҫланнӑ хыҫҫӑн шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденине пӗр вӑхӑтлӑха хупса шӑпӑрлансене урӑх пахчана янӑччӗ.
Халӗ 40-мӗш ача пахчин заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе суд иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑснине пула ҫынсем йышлӑ чирленӗшӗн тата наркӑмӑшланнӑшӑн айӑпланнӑ: ертсе пыракан ӗҫре унӑн икӗ ҫул тӑрӑшма юрамӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |