Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн преподавателӗсене ал вылявӗн чӗлхине вӗрентесшӗн. Сурдокуҫару чӗлхи вӗсене студентсемпе ӗҫлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аслӑ шкулӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисен кафедрин преподавателӗ Надежда Сергеева психолог «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, ку проекта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хута ярас шухӑш пур. Япӑх илтекен ачасем йышлӑн вӗренме кӗрсен вӗсемпе ӗҫлеме пултармалла. Аслӑ шкулта хӑлха илтмен ачасем валли аппаратура пур-ха, ҫапах та ял хуҫалӑх академийӗ унпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Хӑлха начар илтекен ачасене вӗренме мӗнпур услови туса парасшӑн.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче аслӑ шкулта «Я слышу тебя» (чӑв. Эпӗ сана илтетӗп) проект хута янӑ. Унӑн пӗрремӗш занятине чечек ҫыххи хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх класӗ евӗр йӗркеленӗ.