Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Республикӑра

«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.

Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.

Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44149
 

Хулара

Шупашкар урамӗсене кашни ҫулах чечекпе илемлетеҫҫӗ. Тепӗр клумбӑна пӑхсан ӳнер хайлавӗ тейӗн! Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши, чечекпе мӗнле кӑна кӳлепе ӑсталамаҫҫӗ-ши?!

Куҫа йӑмӑхтаракан илемпе киленнипех ҫырлахмаҫҫӗ иккен хула ҫыннисем: урамри чечексене вӗсенчен хӑшӗсем кӑкласа кайса хӑйсен пахчине лартаҫҫӗ. Кун пирки паян «Советская Чувашия» журналистне Рита Кирилловӑна Шупашкарти Чапаев скверӗнчи чечек клумбине тирпейлекенсем каланӑ. Татса кайнӑ чечексене пуҫтараканскерсем ӳсӗрсем е ӗҫсӗр ҫапкаланакан ҫамрӑксем пуҫтахланнӑ пуль тесе кӑмӑлсӑрланнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах теприсем урамри чечексене хӑйсен пахчине илемлетме тесе урӑ пуҫпах тӑпӑлтарса каяҫҫӗ-мӗн.

 

Хулара

Шупашкарӑн Мускав районӗнче эрехе саккуна пӑсса сутакансене тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.

Ҫӗрле эрех сутма чарнине аса илтернӗ май кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 12 протокол ҫырнине палӑртнӑ.

Чӑн та, ҫӗрле эрех таврашне кафесемпе ресторансенче ҫеҫ сутма юрать, кӗленче тыттарса яракан лавккасем Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунне пӑсаҫҫӗ. Маларах ку енӗпе саккуна улшӑнусем кӗртнӗччӗ, кунӗн-ҫӗрӗн эрех сутса ларакансем тӗлӗшпе йӗркене хытарнӑччӗ.

Шупашкар хулин Мускав районӗ яваплӑ специалистсемпе йӗркеленӗ ятарлӑ рейдсенче асӑрханӑ пӑтӑрмахсем пирки протоколсене суту-илӳ точкисен хуҫисен ячӗпе шӑрҫаланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Эльгер урамӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пиллӗкмӗш хутри хваттерсенчен пӗринче пушар тухнине асӑрханӑ. Алӑк питӗрӗнчӗкне пула ҫулӑма сӳнтерме ҫӑлавҫӑсем чӳречерен кӗнӗ. Вутра виҫӗ пӳлӗмрен пӗри кӗлленнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем диван ҫинче хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 46 ҫулти хваттер хуҫи пулнӑ. Унта вӑл пӗчченех пурӑннӑ.

Хӗрарӑм мӗнле вилнине палӑртас тесе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Хваттерте пирус туртнине пула пушар тухман-ши, хӗрарӑм сӗрӗмпе вилмен-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать, тӗрлӗ экспертиза ирттерсе пушар тата вилӗм сӑлтавне палӑртӗҫ.

 

Спорт

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Дарья Спиридоновӑпа Кирилл Прокопьев гимнастсене Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Иккӗшӗн ячӗпе те вӑл телеграмма янӑ.

Кирилл Прокопьев гимнаст ирӗклӗ хӑнӑхтарура ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Дарья Спиридонова пӗрене ҫинчи хӑнӑхтарупа ҫӗнтернӗ.

Кирилл Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗреннӗ, халӗ Улатимӗр облаҫӗшӗн ӑмӑртӑва хутшӑнать. Дарья Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, спортри малтанхи утӑмсене Чӑваш Енре тунӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.

Сӑмах май, Чӑваш Енрен Универсиадӑна Владислав Поляшов хутшӑннӑ. Вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Улатӑр хӗрӗ Евгения Шелгунова гимнастка тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Бронза медаль илме ӑна кӑштах ҫеҫ май килмен.

 

Персона
Валентин Федоров
Валентин Федоров

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ.

Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.

Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа.

 

Хулара

Нумаях пулмасть, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн кам айӑплӑ?

Айӑплине тупнӑ. Ҫурт хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманран тата никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне йӗркене пӑснӑран ишӗлсе аннӑ. Подрядчикӑн проект документацийӗ пулман. Кунсӑр пуҫне никӗсе юсиччен ӑна тӗрӗслемелле пулна. Подрядчик вара ҫакна туман.

Подряд организацийӗн директорӗ ҫурт йӑтӑнса аннӑшӑн 20 пин тенкӗ тӳлӗ. Аса илтерер: ҫурт Хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ. Ҫурт ишӗлни харпӑрҫа 2,8 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Экономика

Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хӑйӗн ӗҫне ҫӗнетесшӗн. Хальлӗхе унта производство комплексне юсаҫҫӗ. Савута ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ.

Предприятире халӗ котельнӑйне юсаҫҫӗ, ӑна хута ямашкӑн документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра производство линийӗсене, хатӗр-хӗтӗре тӗпрен юсама палӑртнӑ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, савутра вӑтам сегментлӑ тата «эконом» сегментлӑ «Добрая буренка» суту-илӳ маркипе продукци кӑларӗҫ. Ытларах сӗт, коктейль, сливки пулӗҫ.

Аса илтерер: «Данон России» АУ чӑваш пасарӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн пурлӑх комплексне «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» туяннӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри почтальон Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ те «Лада Веста» машинӑна тивӗҫнӗ.

Машина хуҫи – Диана Илеменева. Вӑл Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи почта уйрӑмӗнче ӗҫлет.

Конкурс финалӗ ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ. Унччен Диана регион шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ. «Чи лайӑх ҫыхӑну операторӗ» конкурса Мускаври, Шупашкарти, Бийскри, Сызраньти, Шарьйӑри, Питӗрти, Ставропольти, Тӗменти, Нерюнгри 10 почтальон килнӗ.

Пирӗн ентешӗн чи лайӑх кӑтартусем пулнӑ. Ҫапла вӑл пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Диана Мускавра ҫӗнӗ машинӑпа таврӑннӑ.

 

Республикӑра

Раҫҫейри патшалӑх ялавӗн кунне паллӑ тунӑ чухне Шупашкарта вӗренекен пилӗк шкул ачи паспорт илнӗ. Вӗсене Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче панӑ.

Ачасене тӳре-шара саламланӑ. Паспорта унта илме тивӗҫнӗ шӑпӑрлансем тӗрлӗ конкурспа олимпиадӑра палӑрнӑ.

Ачасене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паспорт парасси ырӑ йӑлана кӗнӗ. «Ҫак самантран эсир Раҫҫей гражданинӗн прависемпе тата тивӗҫӗсемпе туллин усӑ курма пултаратӑр» - тенӗ ЧР ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Юрий Митрофанов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16825
 

Страницӑсем: 1 ... 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, 629, 630, [631], 632, 633, 634, 635, 636, 637, 638, 639, 640, 641, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи