Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасси пирки юлашки вӑхӑтра хӗрӳ калаҫаҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене чакарас ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта маршруткӑсен йышне 20 процент таран пӗчӗклетесшӗн. Вӗсен вырӑнне пысӑк автобуссем ҫӳретесшӗн. Ҫапла майпа пассажирсен йышӗ 10 процент нумайланасса шанаҫҫӗ.
Маршруткӑсене ҫак кӗркунне чакарма палӑртнӑччӗ. Анчах тӳре-шара ку ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ. Мӗншӗн? ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, халь ӗҫлекен предприятисемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ пӑрахӑҫлама юрать.
Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.
Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.
Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 72-мӗш ача пахчинчен 3 ҫулти икӗ шӑпӑрлан тухса тарнӑ. Ку ачасем урама уҫӑлма тухсан 17 сехет те 10 минутра пулнӑ.
Шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн тухса кайнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ паркӗнче 18 сехетре ҫеҫ тупнӑ.
Прокуратура ку ӗҫе халӗ тӗрӗслет. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснӑшӗн ача пахчин заведующине явап тыттарма хушнӑ. Хушнине епле пурнӑҫланине прокуратура сӑнасах тӑрать.
Шупашкарта ҫамрӑксем селфи тӑвас тесе ҫӳллӗ ҫурт тӑррине хӑпараҫҫӗ. Ҫакна пӗр ҫын асӑрханӑ та «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Икӗ ҫамрӑк ҫурт тӑрри хӗрринче сӑн ӳкерӗннӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 56\1 ҫурт тӑрринче пулнӑ. Вӗсем хӗррине пырса «Титаник» фильмри евӗр тӑнӑ. Ҫакна сӑн ӳкернӗ.
Прокурутура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринче пулма юрамасть. Управляющи компанийӗн унта тухмалли алӑка питӗрмелле. Ӑна ҫӗмӗрсе тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Сӑмах май, унччен Ҫӗмӗрлере инкек пулнӑ. Ҫамрӑксем хитре сӑнӳкерчӗк тӑвас тесе хими савучӗн тӑррине хӑпарнӑ. Вӗсенчен пӗри аяалалла ӳксе вилнӗ.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче йӑлана кӗнӗ «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Тупӑшу ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Искусствӑсен аллейинче пулнӑ. Унта 26 ҫын хутшӑннӑ.
Турнир пилӗк виҫе категорийӗнче иртнӗ. 30 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче Андрей Насенкӑна ҫитекенни пулман. Игорь Цариков 40 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Иван Кириллов – 50 килограмм, Дмитрий Лушенков 60 килограмм, Арнольд Иванов 70 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче мала тухнӑ.
Тӗп парнене – такана – Дмитрий Лушенков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ҫивӗч кӗрешӳре мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗнче, пӗр арҫын пӗчченех пикета тухнӑ. Оппозиционер пикета тухмалли вӑхӑта шӑпах уяв кунӗнче суйланӑ.
Ҫак ҫын халӑх нумай утакан вырӑна, Гагарин палӑкӗ умне, плакат йӑтса тухса тӑнӑ. Унта «Пора менять эту власть» тесе ҫырнӑ. Унта кунсӑр пуҫне 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ тесе ҫырнӑ.
Пикета тухнӑ оппозиционер ҫине ҫынсем ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Полицейскисем те ун патне пынӑ, унран ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынпа мӗн пулни паллӑ мар.
Ӗнер Шупашкар хули 548-мӗш ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫак кун уяв ячӗпе пухӑннӑ ентешсене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Варнава ӑшшӑн саламланӑ. «Кунта ӗҫчен те пултаруллӑ халӑх пурӑнать. Вӗсене пула, тӑван хуламӑр кунран-кун ешерсе илемленсе, хӑватланса пырать. Турӑ пурне те пулӑштӑр. Пӗрне-пӗри яланах хисеплӗр, тарават пулӑр, килӗштерсе, ӑнланса пурӑнма тӑрӑшӑр», - тесе пилленӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗн Управляющийӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер хула ҫыннисене ырӑ суннӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче пухӑннӑ халӑха саламланӑ май муниципалитет Раҫҫейри чи таса та хӑрушлӑхсӑр вунӑ хула йышӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Эпир — ҫӗршыври чи хӑтлӑ, илемлӗ хуласенчен пӗринче пурӑнатпӑр. Чи пахи, кашни ҫын хула аталанӑвӗшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине пурнӑҫлани. Шупашкар – пирӗн кил, сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсен хули!», — тенӗ вӑл.
Ӗнер Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта Самар, Ӗрӗнпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи, Омск облаҫӗсенчи, Тутарстан, Калмӑк, Пушкӑртстан, Мӑкшӑ, Мордва республикисенчен, Алтай крайӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкарти тӗп сцена ҫинче пултарулӑха кӑтартнӑ. Унччен куракансене тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе паллаштарнӑ, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панӑ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ. 18 сехетре вӗсен гала-концерчӗ пуҫланнӑ. Унтах чи пултаруллисене дипломсемпе наградӑлама палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян тӗрӗк халӑхӗсен ҫавра сӗтелӗ иртнӗ.
Аса илтерер, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче иртет. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн культура министерстви, Раҫҫейӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.
Ӗнер Шупашкарта акватлон енӗпе пуҫласа Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта хутшӑнакансене тата курма пынисене Чӑваг Енӗн физкультура тата спорт министрӗ Шелтуков, Сергей Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов, Европӑри триатлон пӗрлешӗвӗн техника комитечӗн пайташӗ Андрей Гудалов тата Чӑваш Енри триатлон федерацийӗн президенчӗ Юрий Шлепнев саламланӑ.
Андрей Гудалов Шупашкарта триатлонӑн енӗсенчен пӗрне, акватлона, аталанма питӗ меллине палӑртнӑ.
Акватлон енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва 160 спортсмен хутшӑннӑ. Арҫынсем хушшинче Чӑваш Енри спортсменсенчен 1 километра ишсе тата 5 километра чупса тупӑшнӑ 1994 ҫулхи Олег Отурин (вӑл спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ), хӗрарӑмсенчен 1999 ҫулхи Марина Уткина виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Александр Васильев тата Елизавета Зайцева юниорсем иикӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкар хула кунӗнче хула ҫыннисене авиашоусӑр хӑварӗҫ. «Первый полет» (чӑв. Пӗрремӗш вӗҫев) пилотаж ушкӑнӗ вӗҫессине вӗсенчен килмен сӑлтавпа чарнӑ тесе маларах Чӑваш халӑх сайчӗ те, республикӑри ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗ те пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та хула ертӳҫисем Шупашкар ҫыннисене савӑнтарма май тупрӗҫех.
Хула мэрӗ Алексей Ладыков инстагмра шоуччен маларах пилотсем хулана килессине пӗлтернӗ. Ырӑ хыпара вӑл хула ҫыннисене уявпа саламланинчен пуҫланӑ. Унтан вӑл авиашоу ЯК-52 самолетсемпе вӗҫев ирттерессине пӗлтернӗ. Алексей Ладыков тӑватӑ самолет тенӗ те, тӳпере пилӗк самолет пулчӗ. Вӑйпитти арҫынсемпе пӗрлех хулари кӳлмек ҫийӗн соло номерсемпе маттур хӗр, Ирина Миронова, тӗлӗнтерчӗ-савӑнтарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |