Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки постановление алӑ пуснӑччӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 34-мӗш, 49-мӗш тата 65-мӗш маршруткӑсене ҫӳреме чармалла пулнӑ, ытти рейс ҫинче машинӑсен хисепне чакарма палӑртнӑ. Анчах перевозчиксемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ татма май пулни ҫиеле тухнӑ.
Халӗ Алексей Ладыков хӑш-пӗр маршрута хупассине пӑрахӑҫлани пирки постановление алӑ пуснӑ. Кун пирки хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Администраци маршрутчиксене судра выляса янине те палӑртмалла. Арбитраж сучӗ 60-мӗш тата 60-мӗш «К» маршрутсен лицензине тӑсма хирӗҫлени саккуна пӑсни тесе ҫирӗплетнӗ. Мэри ку йышӑнӑва пӗрех тӗрӗс мар тесе ыйту ҫырнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов чӑнах та ӗҫрен кайнӑ-и? Чӑннипе, кунашкал сас-хура ҫамрӑксен хушшинче икӗ уйӑх каяллах тухнӑ. Анчах Эльдар Хасанович кун пирки хӑй пӗр сӑмах та каламан.
Сас-хурана уҫӑмлатар. Эльдар Черкесов хула администрацийӗнче текех чӑнах та ӗҫлемест. Вӑл малашне Шупашкарти коопераци институчӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.
Эльдар Черкесов ӗҫрен мӗншӗн кайни, ахӑртнех, чылайӑшне кӑсӑклантарать. Хӑй акӑ мӗнле ӑнлантарать ҫакна: «Ывӑнтӑм. Ҫыннӑн кашни пилӗк ҫулта хӑйне евӗр чикӗ пулать теҫҫӗ. Манӑн шӑпах ҫавнашкалли ҫитрӗ-тӗр».
Каласа хӑварар: Эльдар Черкесов Кабарда-Балкар Республикинче ҫуралнӑ, Чулхулари ШӖМ академине пӗтернӗ. Унтах вӗрентнӗ, директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗнче вӑй хума пуҫланӑ.
РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухма йышӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
Вӑл Чӑваш Енри Фемидӑна шанманнине кура ӗҫе Мускавра пӑхса тухтарасшӑн РФ Верховнӑй суда ҫитнӗ. Элчелӗх ҫӗршывӑн тӗп хулинче вырнаҫнине кура ӗҫе ҫӗршывӑн тӗп хулинче тишкерни тӗрӗсрех тенипе РФ Аслӑ сучӗ Леонид Волков ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ку хыпара экс-элчӗ пысӑках мар брифинг ирттерсе пӗлтернӗ-мӗн.
Италири Пезаро хулинче илемлӗ гимнастикӑпа тӗнче чемпионачӗ пынине чылайӑшӗ кӑсӑклансах пӑхрӗ пулӗ. Ӗнер ӑмӑрту вӗҫленчӗ. Пирӗн гимнасткӑсем яланхиллех маттур пулчӗҫ. Тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура вӗсем куракан патне пуринчен кайран тухрӗҫ, анчах унччен хӑйсене аван кӑтартнӑ ушкӑнсене ним мар иртсе кайрӗҫ.
Маттур хӗрсен йышӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен Евгения Леванова та пуррине республикӑн Спорт министерстви пӗлтерет. 17-ри пике вуникке ҫитиччен Чӑваш Енӗн илемлӗ гимнастикӑн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ҫак ӑсталӑха вӗреннӗ. Халӗ вӑл — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче. Хӗрсене гимнастика ӑсталӑхне Ирина Винер-Усманова тренер вӗрентет.
Тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшне ҫӗнсе илнӗ. Апла пулсан ҫак ҫитӗнӳре Шупашкарта ҫуралнӑ Евгения тӳпи те пур тесе хӑюллӑнах каламалла.
Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.
Ҫавӑн пек хыпарпа ашшӗ-амӑшне Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков "савӑнтарнӑ". Кун пирки вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн, муниципалитетӑн хушма пӗлӳ паракан организацийӗсен тӳлевлӗ пулӑшусен хакне палӑртнӑ чикӗрен ытлашши хӑпартма юрамасть.
Ҫапла майпа вокал пӗлӗвне илме, хорпа юрлама, музыка инструменчӗсем калама вӗренмешкӗн, театр тата ташӑ искусствисене алла илмешкӗн авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗн кружока ҫӳрекен ачисемшӗн ытларах расхутланма тивет. Акӑ, сӑмахран, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхмашкӑн уйӑхсерен - 1630, хореографи кружокне ҫӳренӗшӗн - 1210, театр уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптанӑшӑн - 1650, сӑнарлӑ искусство енӗпе пӗлӳ илмешкӗн 2000 тенкӗ каларса хума тивӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пикен юсанмалли колонире ларма тивӗ. Хӗр 18 ҫулта кӑна-ха, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет.
Ҫамрӑкскере йӗплӗ пралук леш енне спайсшӑн ӑсатнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, студентка кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тупӑш тӑвас тесе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 вӑрттӑн вырӑна спайс хунӑ.
Наркотик хутӑшне вӑл палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ ҫыхӑнса илнӗ. Пике пӗтӗмпе 6 грама яхӑн наркотик пытарнӑ. Вӑрттӑн вырӑнти спайса полици ӗҫченӗсем оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче тупнӑ.
Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, студенткӑн йӗплӗ пралук леш енче 3,5 ҫул лармалла.
Ҫемьене ачана усрава илме ӗмӗтленекен мӑшӑрсене «Малюткӑна» пырса курма чӗнеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехетре унта уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче йӗркелӳҫӗсем ачана ҫемьене илме мӗнле хатӗрленмелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне ытти ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ.
Специалистсен шухӑшӗпе, уҫӑ алӑксен кунне йӗркелени усӑ парать. Кунашкал мероприяти ҫынсене ҫакнашкал учреждени пирки ытларах пӗлме, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унти ачасемпе лайӑхрах паллашма парать.
Ҫемьесене ҫак адреспа кӗтеҫҫӗ: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 36-мӗш «А» ҫурт.
Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. Эппин, ӑна кашниех сӗнме пултарать. Чи лайӑх ятсене сасӑлава лартӗҫ.
Сӗнӳсене ҫак электронлӑ почтӑна ямалла: nik6540526@gmail.com. Кун хыҫҫӑн чи лайӑх ятсене суйлӗҫ, вара тин электронлӑ сасӑлав иртӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, парка ҫитес ҫул хӑтлӑлатма тытӑнӗҫ. Хальлӗхе сасӑлав валли ятсем суйлаҫҫӗ.
Аса илтерер: парк ҫывӑхӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн А.В.Кочетовӑн чӑваш кадет корпусӗ пулӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, унта фонтансем, аллея, тротуарсем, велоҫулсем, ачасен вылямалли хули, скульптурӑсем пулмалла. Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн 150 миллион тенке яхӑн кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |