Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.
Раҫҫейре пурнӑҫ пахалӑхне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсем регионсенчи ҫурт-йӗре, инфратытӑма, ешӗллӗхе, урамсене, общество инфратытӑмне тата ыттине тишкернӗ.
Танлаштарӑмра Мускав пӗрремӗш вырӑн йышӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар ӗнтӗ. Вӑл 221 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр (196 балл). Чулхула виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 172 балл пухнӑ.
Танлаштарӑмра хуласене унта пурӑнакансен йышӗпе пайлас мар-тӑк Шупашкар Чулхуларан маларахри йӗркене вырнаҫӗччӗ. Вӑл 172 балл пухнӑ. Чулхула пысӑк хуласен списокне кӗнӗ.
Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларасшӑн. Ун пек тавӑҫа шӑрҫалаканни — «Санкт-Петербург» ятлӑ лизинг компанийӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судне лизинг компанийӗн тавӑҫӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫитсе выртнӑ.
Тулли мар яваплӑ общество регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панкрута кӑларма ыйтать. Асӑннӑ компани МТВ-центрпа унччен те судлашнӑ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ лизинг компанине майлӑ йышӑну кӑларса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн, центрӑн «Санкт-Петербурга» 91,3 миллион тенкӗ укҫа тӳлемелле пулса тухнӑ. Ку шутра тӗп парӑм та, кивҫенпе усӑ курнин проценчӗ те пур. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи Арбитраж сучӗ МТВ-ценртан ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курнишӗн аренда укҫи тӳлеттерме тата пени шыраса илмелле йышӑну кӑларнӑ. Ку вӑл ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
Паян ирхине Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ. Уйрӑмах тӗп урамсенче, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче сӑмсана лайӑх мар шӑршӑ ҫурнӑ.
Вӑл чӳречене уҫсан пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ирхине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче нимӗнле шӑршӑ та пулман. Николаев урамне ҫитсен ҫеҫ туйма пуҫланӑ.
Шӑршӑ ӑҫтан тухать? Хальлӗхе ҫакна палӑртайман. Аса илтерер: унашкалли темиҫе кун каялла пулнӑччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Лапсар поселокӗнче сывлӑша тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор унта сиенлӗ япаласем виҫерен ытларах пулнине палӑртман. Ҫынсем ку шӑршӑ «Юрмаран» тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫакна Роспотребнадзор ҫирӗплетмен. Халӗ сывлӑша каллех тӗрӗслӗҫ.
Шупашкар хула кунӗнче хула ҫыннисене авиашоусӑр хӑварӗҫ. «Первый полет» (чӑв. Пӗрремӗш вӗҫев) пилотаж ушкӑнӗ вӗҫессине вӗсенчен килмен сӑлтавпа чарнӑ.
«Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ Шупашкарта икӗ хутчен вӗҫмеллеччӗ: ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тата 20-мӗшӗнче. 19-мӗшӗнче вӗсен репетици пулмаллаччӗ, вырсарни кун, 20-мӗшӗнче, — уяв авиашоувӗ. Анчах «НА-СВЯЗИ.ru» портал авиашукӑн Шупашкара килмессине ҫырнӑ. Ӑна шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем систернӗ. Чӑваш Республикин тӗп хули ҫуралнӑранпа 548 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленӗ программӑра авиашоу ҫук.
Хула ҫыннисемпе хӑнисене урӑх альтернатива сӗнесси халӗ паллӑ мар. Авиашоу пулмастех, урӑххине чӗнсе иличчен Росавицирен пӗр уйӑх ҫурӑ маларах ирӗк илмелле.
Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Смирнов урамӗнче пурӑнакансем кӗркуннепе ҫуркунне пылчӑк ҫӑрса, хӗлле юр ашса ывӑннине систерсе тӗп хуламӑран Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шарана канӑҫсӑрлантаран мар. Юлашкинчен лешсем те йӑлӑхса ҫитнӗ, те чӑннипех те пулӑшас тенӗ: ҫынсене хайсене укҫа пухма сӗннӗ. Урамри кампар ҫуртсене кура унта чухӑн ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме май килет те, чӑн та, лешсем нимелле ҫул тума килӗшнӗ.
асфальтпа бетон ваккине кӳрсе килме тата сарма хулари «Дорэкс» акционерсен обществи килӗшнӗ. 650 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫула предприяти часах сарса панӑ, асфальт вак-тӗвекне грейдерпа пусӑрӑнтарнӑ. Мускав районӗнчи тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, Смирнов урамӗнчи ҫынсем тикӗс ҫулшӑн халӗ савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта «мӑйракасӑр» троллейбус ҫӳретме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче пӗр транспорт илсе килсе тӗрӗслесе пӑхасшӑн.
Ҫӗнӗ троллейбус аккумуляторпа ӗҫлет, вӑл электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн кайма пултарать. Сас-хура тухнӑ тӑрӑх, кунашкал троллейбуса «Ҫӗнӗ хула» микрорайона яма пултарӗҫ. Анчах ку – сас-хура кӑна-ха.
Ҫӗнӗ техникӑна икӗ кун тӗрӗслӗҫ. Унпа пассажирсем ярӑнса курӗҫ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, Шупашкарти троллейбус управленийӗ 10 ҫулта парка ҫӗнетесшӗн, ҫулталӑкра 25 троллейбус туянасшӑн.
Чӑваш Енре Шупашкар хулин йӑлари хытӑ каяшсене нумай ҫул турттарнӑ Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилес ыйтупа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн тата федераци ведомствисен территорири органӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Йӑлари хытӑ каяшсен вырӑнне рекультивацилеме подряд организацине палӑртас тӗллевпе хула влаҫӗсем икӗ хутчен те электрон аукцион ирттернӗ. Анчах кӑлтӑкпа ирттернӗ тесе ӑна кашнинчех пӑрахӑҫланӑ. Хальхинче уҫӑ аукцион йӗркелесе «Автодор» предприятие ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Анчах республика ертӳҫисем вӑл предприятие шанмаҫҫӗ. Устав капиталӗ те унӑн пӗчӗк, ӑна нумаях пулмасть уҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци хыснинчен уйӑракан 113 миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан ӑна каялла илме пултараҫҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫлӗ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Кӑҫал ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Шупашкарти пур микрорайонта та ял хуҫалӑх продукцийӗпе сутӑ тӑвӗҫ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта 1736 тонна ял хуҫалӑх продукцине сутнӑ. Пӗтӗмпе 21,9 миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ҫав шутра ҫынсем 1343 тонна ҫӗрулми туяннӑ. Ытти пахча ҫимӗҫе – 393 тонна.
Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче ватӑ тата сусӑр ҫынсене тавара тӳлевсӗрех киле ҫитерсе параҫҫӗ.
РФ Ӗҫлев министерстви сусӑр ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗнет. Малашне хевтесӗррисене ӗҫ тупма кӑна мар, унта хӑнахма та пулӑшӗҫ.
Шупашкарти нумай функциллӗ центрта ав 4 сусӑр ҫын ӗҫлет. Ӗстешӗсем вӗсене лайӑх кӑмӑлпа йышӑннӑ. Сергей Дацюкӑн куҫӗ япӑх курать. Вӑл ҫак центрат 1 уйӑха яхӑн ӗҫлет.
Сергей Волков вара 2 ҫул ӗҫ тупайман. Вӑл шалкӑм ҫапнипе аптӑрать. Сергей кулинар тата медик профессийӗсене алла илнӗ. 20 ытла фельдшер-лаборантра ӗҫленӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӑна та пулӑшнӑ. Пенси укҫи ҫитменрен вӑл савута ӗҫлеме кайнӑ. Халӗ савутра 4 сусӑр ҫын вӑй хурать. Вӗсене унта пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |